Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн мачтӑна питех те касас килмерӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫивӗтсене касас чир сарӑлсах пыра пуҫларӗ.
Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.
Апла пулсан пуҫ тури ҫинчен касас пулать.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Батарееца ноль-нольпе касас пулать.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Ачанне ҫӳҫне касас пулать, — терӗ Биденко хӗрарӑм сассипе, «пӗчӗк кӗтӳҫӗ» ҫине ачашшӑн пӑхса.– Постричь надо ребёнка, – жалостным, бабьим голосом сказал Биденко, с нежностью глядя на пастушка.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин 2016 ҫулхи ҫур ҫулта строительство, ЖКХ, вӑрман касас енӗпе ӗҫсем пурнӑҫланӑ, патшалӑх тата муниципалитетсем саккас панӑ чухне саккунсене пӑхӑнман пирки 11 уголовлӑ ӗҫ пуҫарнине, хӑшпӗр тӗслӗхре капитал республикӑран тулаша куҫнине палӑртрӗ, патшалӑхпа муниципалитет органӗсене йӗркене пӑхӑнман тӗслӗхсене асӑрхасанах Шалти ӗҫсен министерствинчен пулӑшу ыйтма чӗнсе каларӗ.
Ура хуракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
5. Ҫавӑн чухне фарисейсен ушкӑнӗнчи хӑш-пӗр ҫынсем, ӗнтӗ ӗненекенсем, хирӗҫ тӑрса каланӑ: суя тӗнлисен ӳтне касас пулать, вӗсене Моисей саккунне тытса тӑма хушмалла, тенӗ.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Арҫыннӑн е хӗрарӑмӑн пуҫӗнче е янахӗ ҫинче кӗсен пулсассӑн, 30. священник ӑна тӗрӗслесе пӑхӗ те, кӗсенӗ тир айне кайнӑ пулсассӑн, ун ҫинчи ҫӳҫӗ сарӑхса ҫинҫелнӗ пулсассӑн, священник ҫав ҫынсене таса мар тейӗ: ку — кӗсен чирӗ, ку — пуҫри е янах ҫинчи тилҫе чирӗ; 31. священник кӗсен суранне пӑхсассӑн, кӗсенӗ тир айне кайман, ун ҫинчи ҫӳҫӗ те хура мар пулсассӑн, священник ҫав кӗсенлӗ ҫынна ҫичӗ куна хупса лартӗ; 32. ҫиччӗмӗш кунне священник сурана тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те кӗсенӗ сарӑлмасть пулсассӑн, ун ҫинче сарӑхнӑ ҫӳҫ те ҫук пулсассӑн, кӗсен тир айне кайман пулсассӑн, 33. чирлӗ ҫыннӑн ҫӳҫне-сухалне касса ямалла, анчах кӗсенлӗ вырӑна касас пулмасть, вара священникӑн кӗсенлӗ ҫынна тепӗр хут ҫичӗ куна хупса лартмалла; 34. ҫиччӗмӗш кунне священник кӗсен чирне тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те кӗсен ӳт-тир тӑрӑх сарӑлмасть пулсассӑн, тир айне те кайман пулсассӑн, священник ҫав ҫынна таса тейӗ: ҫав ҫын хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр та, вӑл таса пулӗ.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иаков ывӑлӗсем Сихемпа унӑн ашшӗне Еммора чееленсе хуравланӑ; вӗсем Сихем хӑйсен йӑмӑкне Динӑна мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн ҫапла калаҫнӑ; 14. [Симеонпа Левий — Дина пиччӗшӗсем, Лия ывӑлӗсем —] вӗсене каланӑ: эпир апла тӑваймастпӑр, ӳт кастарман ҫынна хамӑр йӑмӑкӑмӑра параймастпӑр, ку пирӗншӗн мӑшкӑл шутланать; 15. эсир пирӗн пек пулсассӑн ҫеҫ, сирӗн те пур арҫыннӑр та ӳт кастарсассӑн ҫеҫ, эпир сирӗнпе тату тума, [сирӗн патӑра вырӑнаҫма] пултаратпӑр; 16. вара хамӑр хӗрсене сире качча пара пуҫлӑпӑр, сирӗн хӗрӗрсене хамӑр валли илӗпӗр, сирӗнпе пӗрле пурӑнӑпӑр, пӗр халӑх пулса тӑрӑпӑр; 17. эхер те ӳт касас тӗлӗшӗнчен пире итлемесессӗн, эпир хамӑр хӗре илетпӗр те кунтан пӑрахса каятпӑр, тенӗ.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.