Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах вӑл сасартӑк пуканӗ-мӗнӗпех арӑмӗ енне ҫаврӑнчӗ, унӑн тем сарлакӑш чарӑлнӑ илемлӗ те айвантарах куҫӗсенче вара аптӑравлӑ ӑнланманлӑх, хӑравҫӑлӑх тесен те юрамалла, курӑнса кайрӗ.
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Питӗ те ҫамрӑк ҫынсен час-час пулнӑ пекех, Ромашовӑн та хӑй ҫинчен шаблонлӑ романсен сӑмахӗсемпе кӑшт кулӑшларах та кӑшт айвантарах шутлас — виҫҫӗмӗш сӑпатра калас йӑла пурччӗ, ҫавӑнпа халӗ те: «Унӑн ырӑ, палӑрӑмлӑ куҫӗсем салхулӑх пӗлӗчӗсемпе карӑнса ларчӗҫ», — терӗ вара вӑл хӑй ӑшӗнче.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
«Эсир аннӗр хӗсӗрленинчен хӑтӑлатӑр, сире сутса яма пултараҫҫӗ, вӑл усал мар, айвантарах кӑна, айван та усал мар упӑшка ҫирӗп кӑмӑллӑ та ӑслӑ хӗрарӑмшӑн кирек мӗнле упӑшкаран та лайӑхрах.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Сан ҫине пӑхатӑп та, темле, айвантарах пек туйӑнатӑн эсӗ…
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Апла, айвантарах эппин?
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пурте ӑна айвантарах тесе шутлаҫҫӗ, анчах вӑл айван мар, ох, айван мар!
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах Олеся вӗсенчен айвантарах чыслӑх-тасалӑхпа калама ҫук ӑстан иртме пӗлетчӗ, ҫавӑнпа пирӗн ҫыхӑнӑва нихӑҫан нимле тӑмсай танлаштару, нимӗнле сӗмсӗр киревсӗрлӗх те пӑсма пултарайман.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Маларах ун хитре хӗр илӗртмӗшӗпе ачалла шухӑ ашкӑнчӑклӑхӗ питӗ ҫепӗҫҫӗн пӗтӗҫсе, ҫыхӑнса тӑратчӗҫ, манпа хаваслӑччӗ вӑл, халӗ вара ҫав ӗненӗҫлӗ те айвантарах ачашлӑхран пӗр хӗлхем пӗрчи те юлмарӗ.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.