Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эсӗ, куккӑр пуртӑ аври, ылханлӑ та сутӑнчӑк ҫын кӑна!
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Унӑн куҫлӑхӗн сылтӑм аври хуҫӑлса кайнӑ, ун вырӑнне вӑл шурӑ ҫипе темиҫе хут пӗтӗрсе, хӑлхинчен ҫавӑрса ҫыхнӑ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Эпир — ӗҫсӗр аптранӑ ача-пӑча — тимӗрҫӗ лаҫҫине вӗркӗч аври туртасшӑн ҫеҫ мар, Прухур пичче тӗрлӗ халап-юмах янине итлеме ытларах пухӑнаттӑмӑр.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Вӗркӗч аври туртма черет ҫитессе кӗтсе, эпир кунта сехетшер лараттӑмӑр.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Ҫичӗ-сакӑр татӑка аяла лартнӑ, тепӗр ҫичӗ-сакӑр татӑкӗ ҫиелти машинка аври ҫинче.
Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.
Ӑна авса колворотӑн аври евӗр хуҫлататӑн та, вӑрӑм вӗҫне шӗвӗртсе 1-2 сантиметр тӑршшӗне 90 градуса аватӑн.
Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234
Хуҫӑлнӑ кӗреҫе аври кӑна ҫавӑн тӑршшӗ пулса юлать.
Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234
Шӑтӑрнак аври валли ытларах чухне пӗр метр тӑршшӗ е кӗскерех кӗреҫе аври суйласа илеҫҫӗ.
Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234
Вӗсем, пакурӗсене шывра выртакан пӗрене ҫине ҫапса лартрӗҫ те, кӑкӑрӗсемпе пакур аври ҫине выртса, малалла уртӑнчӗҫ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Эпӗ ухмах та мар, кӗсел аври те мар…
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӗсел аври темерӗн.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Тавах, — тавӑрчӗ Иван, хӑрах аллипе калум аври ҫине таянса.
Санюк патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унӑн пурттипе аври хӑйпе пӗрлех.
Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унтан, аллисене аври тӑрӑх ерипен ылмаштарса, хӑй патнелле туртма пуҫларӗ.
Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Карлав аври мар-и тата?
3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Анчах чӑвашсен ҫакӑн пек сӑмах пур: кая юлсан — карлав аври теҫҫӗ.
15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑрҫӑ, акнӑ тырӑ пӗтни, вут-кӑвар, выльӑх ӳкни, ҫын вилни — уншӑн пысӑк инкек, килте шӑкӑр-макӑр ҫӗмрӗлни, япала ҫухални, ача-пӑча асӑрхамасӑр аллине ҫурлапа е ҫӗҫӗпе касни, кӗреҫе-сенӗк аври хуҫӑлни — пӗчӗк инкек.
11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пуртӑ аври хуҫӑлса кайрӗ, виҫӗ савӑл кӗрсе ларчӗ, ҫапа-ҫапа тукмак чӗркеленсе пӗтрӗ, хурама муклашки ҫав-ҫавах хӑнк та тумарӗ — ҫурӑлмарӗ.
Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.
Эп халиччен пуртӑ аври лартман, тавӑрать мана хирӗҫ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Ун чух вара кар аври.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.