Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Тӳпене (тĕпĕ: тӳпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвеле ылмаштарса ҫӗрлехи тӳпене хураллама ҫавра уйӑх тухни паҫӑрах ӗнтӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Тӳпене тӑхлан тӗслӗ пӗлӗтсем карса илнӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Нарӑс хӗвелӗ тӳпене чылай хӑпарнӑ.

Помоги переводом

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Тӳпене талккӑшпех ҫӳхе шурӑ чатӑр пек пӗлӗт хупӑрласа илнӗ.

Помоги переводом

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тӳпене шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ ҫеҫ тӑрса юлчӗ.

Помоги переводом

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ун витӗр — кӑвак тӳпене шултра куҫлӑ марлӗпе карса хунӑ пек — ҫумӑр хӗвелӗн пайӑркисем ним чӑрмавсӑрах кӗреҫҫӗ те ҫав тери пӗҫертеҫҫӗ.

Помоги переводом

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Чӗнсе илнӗ те вӑл тӳпене, ҫырмасенче шыв юхтӑр тесе ыйтнӑ.

Обратился он к небу, попросил, чтобы по оврагам потекла река.

Шӑмашпа Вӑтанпи // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/4

Ҫак тапхӑрта ирӗке кӑларнӑ Донбаса гуманитари пулӑшӑвӗ яни те эпир Ҫӗнтерӗве ҫывхартас ӗҫе хамӑрӑн тӳпене хывнине палӑртать.

Помоги переводом

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Ҫырма леш енче ферма ҫутисем хура кӑвак тӳпене юпа пек хӑпараҫҫӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Хам тӳпене тултарса ҫитнипе ҫеҫ ҫырлахас килмест, Вавилшӑн та ӗҫлесе ҫитерес килет.

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тӗксӗм кӑвак тӳпене ҫӑлтӑрсем тухаҫҫӗ, аякра, вӑрман пек ҫӗкленсе тӑракан сӑрт леш енче, каҫхи шуҫӑм хӗвелтухӑҫнелле шӑвать, ҫил ҫаврӑнса килет те йывӑҫсене, Тимуша сӗртӗнет, ачашланса тем пӑшӑлтатать, унтан хӑй ҫулӗпе кайса ҫухалать.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тӳпене талккишпех тачка хура пӗлӗт хупӑрланӑ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӳпене лапкӑшпех ҫӳхе те ҫемҫе пӗлӗтсем хупласа тӑнипе хӗвел ӑҫти паллӑ пулмарӗ.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Тавралӑх йӑлтӑркка ҫутӑ мар ӗнтӗ: кӑвак тӳпене тӗксӗмлетсе пӑтранчӑк ҫӳхе ҫурхах карӑннӑ.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл, тӳпене перӗнеслех ҫӳлелле кармашаканскер, тӑван тавралӑхра мӗн пуррине, унта мӗн пулса иртнине витӗртен витӗр курас пек туйӑнать.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫул леш енче сарӑлса выртакан сарӑ хӑмӑллӑ ыраш пусси вӗҫӗнчи тарӑн ҫырмаран тӳпене каллех хӗрен ҫӗкленчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ытти кайӑксем вара хӑйсен юлташӗ сывалса ҫитсен ҫул ан ҫухаттӑр тесе тӳпене йӑлтӑркка мамӑксем вӗҫтерсе хӑварнӑ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗвел паҫӑрах аннӑ ӗнтӗ, симӗсрех кӑвак тӳпене хӗвеланӑҫ енче пӗр йӗпкӗн ҫӑлтӑр шӑтарма ӗлкӗрнӗ, анчах ҫанталӑк тӗттӗмленсех ҫитмен-ха, ҫурт-йӗрпе йывӑҫ кӳлеписем уҫӑмлӑнах палӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫавӑнтах кӗтмен ҫӗртен тӗттӗмленсе кайрӗ, тӳпене пӗлӗтсем хупӑрласа илчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сирӗнпе эп вӗҫӗттӗм, Тӳпене ҫӗкленӗттӗм.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней