Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Гаваон ҫыннисем ӑна каланӑ: пире Саулран, унӑн килӗнчен ылтӑн та, кӗмӗл те кирлӗ мар, Израильре пирӗн никама та вӗлерме ирӗк ҫук, тенӗ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Паян Израильре вӗлермелле-ши вара?
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Пӗтӗм Израильре те Авессалом пек илемлӗ, ун пек мухтавлӑ арҫын пулман; ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпи таранччен те унӑн пӗр кӑлтӑк та пулман.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ, эсӗ вара Израильре ӑссӑррисенчен пӗри пулӑн; эсӗ патшапа калаҫса пӑх; вӑл мана сана качча пама хирӗҫ пулмӗ, тенӗ.И ты, ты будешь одним из безумных в Израиле. Ты поговори с царем; он не откажет отдать меня тебе.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анчах Фамарь каланӑ: ҫук, пиччем, ан чыссӑрлат мана, Израильре ун пек тумаҫҫӗ; ӑссӑрла ан хӑтлан.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Патша хӑйӗн тарҫисене каланӑ: пӗлетӗр-и, ҫакӑ кун Израильре ҫулпуҫ, чаплӑ ҫын, пуҫ хучӗ; 39. эпӗ, патшана ларма ҫу сӗрнӗ ҫын пулсан та, халлӗхе вӑйсӑр-ха, ку ҫынсем вара, Саруия ывӑлӗсем, манран вӑйлӑрах; усал тӑвакана усаллӑхне кура Ҫӳлхуҫа тавӑрса патӑр! тенӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Давид ӗнтӗ Авенира ҫапла каланӑ: ар мар-им эсӗ, Израильре санпа кам танлашма пултарайӗ?15. И сказал Давид Авениру: не муж ли ты, и кто равен тебе в Израиле?
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах та Давид Саула ҫапла каланӑ: патша кӗрӳшӗ пулмашкӑн кам эпӗ, манӑн пурӑнӑҫӑмпа ман аттемӗн йӑхӗ мӗнех вӑл Израильре? тенӗ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Давид филистима ҫапла хуравланӑ: эсӗ мана хирӗҫ хӗҫпе, сӑнӑпа тата хулканпа килетӗн, эпӗ вара сана хирӗҫ эсӗ хурланӑ Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль ҫарӗсен Турри, ячӗпе пыратӑп; 46. паян Ҫӳлхуҫа сана манӑн аллӑма парӗ, эпӗ сана вӗлерӗп те пуҫна касса татӑп, [санӑн виллӳне тата] филистимсен ҫарӗнчи ҫынсен виллисене тӳпери кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене пӑрахса парӑп, вара пӗтӗм ҫӗр Израильре Турӑ пуррине пӗлӗ; 47. ҫак пӗтӗм эшкер те курӗ: Ҫӳлхуҫа хӗҫпе те сӑнӑпа хӑтармасть, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл Ҫӳлхуҫа вӑрҫи, Вӑл сире пирӗн алла тытса парӗ, тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эхер те ӑна кам та пулин вӗлерес пулсассӑн, патша ҫав ҫынна пысӑк пуянлӑх парнеленӗ пулӗччӗ, вӑл ӑна хӑйӗн хӗрне те качча парӗччӗ, унӑн ашшӗн килне те Израильре ирӗклӗ тӑвӗччӗ, тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Саул патшана ларнӑранпа ҫулталӑк иртнӗ, Израильре иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Саул Израиль ҫыннисенчен хӑйне валли виҫӗ пинне суйласа илнӗ: 2. икӗ пинӗ Саулпа пӗрле Михмас хулинче тата Вефиль тӑвӗ ҫинче пулнӑ, пинӗшӗ Ионафанпа пӗрле Вениамин ҫӗрӗнчи Гива хулинче пулнӑ; ытти халӑха вӑл хӑйсен килӗсене янӑ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израильре мӗн ӑмсантараканни пурте кам валли пултӑр-ха?
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Халиччен Израильре кам та пулин Турӑран ыйтса пӗлме кайнӑ чухне ҫапла каланӑ: «витӗркуран патне каяр» тенӗ: халӗ «пророк» теекенсене унччен «витӗркуран» тенӗ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Самуил Ҫӳлхуҫа пророкӗ пулнине Израильре пур ҫӗрте те, ҫӗрӗн пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫитиех, ӗненме тытӑннӑ. Илий ӗнтӗ питӗ ватӑлса ҫитнӗ, унӑн ывӑлӗсем вара ҫаплах Ҫӳлхуҫа умӗнче хӑйсенӗн юрӑхсӑр ҫулӗпе ҫӳренӗ.]
1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Самуила ҫапла каланӑ: акӑ Эпӗ Израильре пӗр ӗҫ тӑвӑп та, ҫавӑн ҫинчен илтекенӗн икӗ хӑлхи те янӑраса кайӗ; 12. ҫав кун Эпӗ Илий килӗ ҫинчен мӗн каланине йӑлтах пурӑнӑҫа килтерӗп; Эпӗ пуҫлӑп та вӗҫлӗп; 13. Эпӗ ӑна пӗлтертӗм: вӑл хӑйӗн ывӑлӗсем чыссӑр ӗҫсем тунине пӗлнӗ, анчах вӗсене ҫӑварлӑхламан, ҫав айӑпшӑн Эпӗ вӗсенӗн килне ӗмӗрлӗхе хаса паратӑп, терӗм; 14. ҫавӑнпа тупа туса калатӑп: Илий килӗн айӑпне нимӗнле парне те, тырӑ-пулӑ парни те ӗмӗрне те ҫырлахтарас ҫук.
1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Халӑх Турӑ ҫуртне пухӑннӑ та каҫ пуличчен Турӑ умӗнче ларнӑ, темӗн тӗрлӗ кӑшкӑрса макӑрнӑ, татӑлса йӗнӗ, 3. каланӑ вӗсем: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Израиль Турри! мӗншӗн Израильре ҫакӑн пек пулса тухрӗ-ши, Израилӗн мӗншӗн пӗр йӑхӗ пӗтрӗ-ши? тенӗ.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пӗтӗм халӑх пӗр ҫын пек кар тӑрса каланӑ: халь ӗнтӗ эпир пӗри те хамӑр чатӑра каймастпӑр, хамӑр киле таврӑнмастпӑр; 9. эпир халӗ акӑ мӗн тӑвӑпӑр: шӑпа ярӑпӑр та Гива ҫине [кайӑпӑр], тенӗ; 10. кашни Израиль йӑхӗ ҫӗр ҫынран — вунӑ ҫын, пин ҫынран — ҫӗр ҫын, вунӑ пин ҫынран пин ҫын уйӑрса патӑр, ҫав ҫынсем Вениамин ҫӗрӗнчи Гивӑна Израильре намӑссӑр ӗҫ тунӑшӑн тавӑрма каякан халӑх валли апат-ҫимӗҫ илсе килччӗр, тенӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Левит, вӗлернӗ хӗрарӑмӑн упӑшки, ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ хамӑн ҫум-арӑмӑмпа Вениамин ҫӗрӗнчи Гива хулине ҫӗр каҫма кӗтӗм; 5. Гива ҫыннисем, мана тапӑнасшӑн пулса, ҫӗрле пирӗн ҫурта ҫавӑрса илчӗҫ; мана вӗлересшӗнччӗ, ҫум-арӑмӑма вара [мӑшкӑлласа] асаплантарса пӗтерчӗҫ, вӑл ҫав асапа тӳсеймесӗр вилчӗ; 6. эпӗ ӗнтӗ ун виллине касса вакларӑм та ӑна Израиль пурӑнакан пӗтӗм ҫӗре салатрӑм, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫак тискер те намӑссӑр ӗҫе Израильре турӗҫ; 7. ӗнтӗ эсир, Израиль ывӑлӗсем, пурсӑр та пӗрле пӑхса тухӑр та ҫак ӗҫе, татса парӑр ҫакӑнта, тенӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ывӑлсемӗ инкӗшне качча илесшӗн мар пулсассӑн, ҫав арӑм хапха патне аслӑ ҫынсем умне тухӗ те: «манӑн ывӑлсемӗм хӑй пиччӗшӗн ятне Израиль хушшинче сыхласа хӑварма килӗшмест, мана качча илесшӗн мар» тейӗ; 8. ун пек чухне ҫав хуланӑн аслӑ ҫыннисем ӑна чӗнсе илсе ӳкӗтлеме тивӗҫлӗ, анчах та лешӗ ура ҫине тӑрса: «ман ӑна качча илес килмест» теет пулсассӑн, 9. инкӗшӗ аслӑ ҫынсенӗн куҫӗ умӗнче ун патне пытӑр та ун уринчен аттине хывса илтӗр, унтан питӗнчен сурса ҫапла калатӑр: «хӑй тӑванӗн йӑхне сыхласа хӑварма тӑрӑшман ҫынна [Израиль хушшинче] ҫапла тӑваҫҫӗ» тетӗр; 10. вара Израильре ӑна «ҫара ураллин килӗ» тесе ят парӗҫ.
Аст 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.