Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тин сăмах пирĕн базăра пур.
тин (тĕпĕ: тин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан тин вара: — Сухая Поляна, — терӗ.

И только потом сказала: — Сухая Поляна.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Андрей чухласа илчӗ: утӑ купи ҫумӗнче вӑл тӑнсӑр пулса нумаях выртман иккен, — полк тин ҫеҫ-ха канма вырнаҫать.

Андрей понял, что лежал в забытьи у стожка совсем недолго — полк только еще располагался на привале.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Андрей, тӑрса ларчӗ те, тин ҫеҫ Юргина палласа илнӗ пек, ыйтрӗ:

Андрей поднялся, сел и, будто только теперь узнав Юргина, спросил:

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Андрей выртрӗ те пӗр виҫ-тӑватӑ секундран тин ӑнланса илчӗ: хӑйпе Матвей Юргин калаҫать иккен.

Андрей лег и, переждав несколько секунд, наконец-то понял, что с ним разговаривает Матвей Юргин.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тӳпере кӗрленӗ сасса илтсен тин тӑна кӗчӗ Андрей.

Очнулся Андрей только от гула в небе.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хӑш-пӗр ялсене тӗппипех ҫунтарса янӑ, тин ҫеҫ пушар пулнӑ вырӑнсенче вара, ҫап-ҫара кӑмака мӑрйисем хушшинче ҫынсене ҫакса вӗлермелли каштасем туса лартнӑ, — вӗсем ҫинче ҫаруран стариксемпе хӗрарӑмсем тата сапаланчӑк ҫӳҫ-пуҫлӑ та ҫара кӑкӑрлӑ хӗрсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Некоторые деревни спалили до тла, а в местах, где только что был пожар, среди печей поставили столбы для повешения людей, — на них висели обнаженные старики и женщины и девушки с растрепанными волосами и голой грудью.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫапӑҫу вӑл — чи малтан ӑспа ӑс тытӑҫса илни, унтан вара тин хӗҫ-пӑшал ӗҫе каять.

Битва — это в первую очередь схватка ума с умом, и только потом в дело идет оружие.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Ерофей Кузьмич! — йынӑшса кӑшкӑрса илчӗ те Лозневой, хӑй ҫӑлӑнса юлнине тин ҫеҫ ӑнланнӑ пек, кил хуҫи умне чӗркуҫленсе ларма хӑтланчӗ.

— Ерофей Кузьмич! — со стоном крикнул Лозневой, словно только теперь поняв, что он спасен, и хотел было броситься перед хозяином на колени.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Мӗн пулса иртнине, вӑл кӑшкӑрнине илтсен тин ӑнланса илнӗ пек, ытти ҫынсем пурте кӑшкӑрса та уласа хурӑнсем патӗнчен тӗрлӗ еннелле саланса кайрӗҫ.

И будто все остальные ольховцы, только услышав ее, поняли, что случилось, — с криками и воем хлынули от берез в разные стороны.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Ҫакса вӗлерчӗҫ? — пачах урах ҫын сассипе ыйтрӗ Макариха, каялла ҫаврӑнса пӑхса, хӗрарӑмсене паллаймасӑр; тин ҫеҫ пулса иртнине вӑл халь те-ха ӗненмерӗ тейӗн.

Повесили? — чужим голосом спросила Макариха, оборачиваясь и не узнавая баб; она словно все еще не верила тому, что случилось.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Макариха плошаде чи юлашкинчен пыраканнисемпе пӗрле тин ҫитнӗ.

Макариха пришла на площадь одной из последних.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ерофей Кузьмич кӗтесселле ҫаврӑнса пӑхрӗ те, паян ирхине мӗн пулнине тин ҫеҫ ӑнланса илчӗ.

И только теперь, оглянувшись на угол, Ерофей Кузьмич понял, что случилось в это утро.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Чашкине хӗрри таран самогон тултарчӗ, унтан вара ӑна тин ҫеҫ чӗртнӗ хӑйӑ вӗҫӗпе тивертрӗ.

Наполнив чашку самогоном до краев, поднес к ней гребешок огня на конце лучинки.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑхӑт ҫитсен ӑнланса илнӗ вӑл: тин ӗнтӗ унтан пысӑк ҫын пулайрас ҫук.

Спустя время он понял, что большого человека из него не выйдет.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Аллисене вӑл, ӗҫленӗ хыҫҫӑн, тин ҫеҫ ҫунӑ-мӗн.

Натруженные руки он только что обмыл.

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Серёжка! — тин ҫеҫ тӑна кӗнӗ пек пулчӗ Лукерья.

Сережка! — кое-как опамятовалась Лукерья.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Болотное текен район центрне тин ҫеҫ коменданта лартнӑ обер-лейтенант Гобельман трубкӑна рычагӗ ҫинелле пӑрахрӗ те сӗтел хушшинчен тӑчӗ.

Бросив трубку на рычаг, обер-лейтенант Гобельман, только что назначенный комендантом в районный центр Болотное, поднялся из-за стола.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пурин ҫинчен те вӑл кула-кула каласа пачӗ, — ҫавӑн пек пулать ҫав вӑл, тин ҫеҫ килсе ҫитнӗ самант савӑнӑҫлӑ пулсан, иртни вара, хурлӑхли, самантрах манӑҫа тухать.

Обо всем он рассказывал со смехом, — так все плохое прошлое отступает перед настоящим, если это настоящее радостно, как весенний рассвет.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тавралла пӑхса илсен тин асӑрхарӗ вӑл: йӗри-тавра, тӗмескесем хушшинче, шур ҫырли аврисемпе ылтӑн тӗслӗ упа саррисем ӑшӗнче тата вилесем выртаҫҫӗ иккен.

Оглядевшись, она только теперь заметила, что вокруг среди кочек, в брусничнике и золотистом папоротнике лежат трупы.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫав йӑмрасем айӗнчи ҫӑл патне ҫитсен тин чарӑнса тӑчӗҫ вӗсем.

Остановились они только, когда дошли до этого колодца под ветлами.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней