Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шӑтӑк пуррине асӑрхасан, тӳрех тыт та ҫӗле, унсӑрӑн вӑл тата ытларах ҫурӑлса кайма пултарать.Дыру заметишь, сразу зашей, чтобы еще больше не разорвалось.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Унӑн чӗри ҫурӑлса каяс патне ҫитрӗ, кӑкри тӑвӑрланчӗ, пырне вӗри сывлӑш питӗрсе лартрӗ.У нее рвалось сердце, в груди было тесно, в горле сухо и горячо.
XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Мӗн чухлӗ хӗрарӑм пулӗ, мӗн чухлӗ пӑшӑрхантӑм, унӑн шӑпи ҫинчен шухӑшласан, чӗрем ҫурӑлса тухатчӗ…Сколько страху, тревоги испытала я, сердце разрывалось, когда думала о его судьбе…
XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Праҫниксенче ҫамрӑксем киле ҫӗрле, питӗ кая юлса, ҫурӑлса пӗтнӗ тумпа, пылчӑкланса, тусанланса, суранланса пӗтнӗ пит-куҫпа, хӑшӗсем хӑйсен юлташӗсене епле хӗненипе усаллӑн мухтанса, теприсем кӳренсе, тарӑхса, кӳреннипе макӑрса, ӳсӗр те мӗскӗннӗн, телейсӗр те йӗрӗнмелле пулса таврӑнаҫҫӗ.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ун аллинчи перчетки ҫурӑлса пӗтнӗ.
XLII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн Леноре фрау ахлатса илчӗ, «пуҫ ҫурӑлса тухать», тесе пӗлтерчӗ.
X // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Джемма, туйӑмлӑ нотӑсене юрласа, пуҫне ҫӳлелле ҫӗкленӗ чухне, ҫакӑн пек куҫсемпе пӑхсан тӳпе те ҫурӑлса, таткаланса каймасӑр чӑтас ҫук пек туйӑнчӗ Санина.
VI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ашшӗ пӑр ҫурхахне ҫӗҫӗпе ҫапсан, вӑл пайӑн-пайӑн ҫурӑлса кайрӗ, вара ун ӑшӗнчен шултра чӗрӗ ҫимӗҫ тухрӗ.
XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Кунта такамӑн чӗри ҫурӑлса кайнӑ, кунта темӗнле ҫын вӑтӑр ҫичӗ ҫул пӑчӑхса пурӑннӑ, темӗнле Людовикӑн аякри ывӑлӗ тет-и… хушаматне астумастӑп… ну йӑлт ухмах ҫын сӑмахӗсем!
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кунсӑр пуҫне тата эпӗ вӗсене Уайт-Ривер шыв варринче пирӗн цилиндр ҫурӑлса кайни, вара эпир ӑна епле юсани ҫинчен ӑнлантарса патӑм.
Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Виҫӗмҫул, раштавра, Сайлас йысну «Лалли Рук» ҫинче Ҫӗнӗ Орлеанран таврӑннӑ чух цилиндр пуҫӗ ҫурӑлса кайнӑ та, пӗр ҫын чӑлахланса юлнӑ.
Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫакӑншӑн хӗрачасем те, негрсем те чӗрисем ҫурӑлса каясла кулянчӗҫ, пӗр-пӗрне ыталасах макӑрчӗҫ, вӗсене пӑхса хамӑн та чун питӗ пӑшӑрханчӗ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Апӑршуксем ҫав тери телейлӗ те савӑнӑҫлӑ-ҫке, вӗсене ҫапла пӗр шеллемесӗр улталанине курса тӑнипе манӑн чӗре ҫурӑлса тухас пек ыратать, анчах эпӗ ниепле те ҫак ӗҫе хутшӑнса тӳрлетейместӗп.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Бак мистер пӑшалне авӑрларӗ те: «Ҫурӑлса каям та, пур-пӗр Шепердсонсенчен хӑшне те пулин персе пӑрахатӑп!» — тет.Мистер Бак зарядил ружье и говорит: хоть треснет, да застрелит кого-нибудь из Шепердсонов!
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ише-ише, сана кӑшкӑра-кӑшкӑра ывӑнса ҫитсен, эпӗ ҫывӑрса кайнӑ, эсӗ ҫухалнӑшӑн куляннипе манӑн чӗре ҫурӑлса тухасла ыратрӗ, сулӑ ҫинчен те, хам ҫинчен те эпӗ пачах шухӑшламарӑм.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫурӑлса каям та, пурпӗрех пӗлетӗп».
Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эсӗ ӑҫта каясшӑн пулнине аса илетӗп те чӗрем ҫурӑлса тухать…Как я вспомню, куда ты хочешь ехать, сердце у меня так и покатится!
XXXI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӗриленни каҫа хирӗҫ вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пычӗ; ал-урисем сурма пуҫларӗҫ, пуҫӗ ҫурӑлса тухас пекех ыратрӗ.Жар быстро усилился к вечеру; появилась ломота во всех членах и мучительная головная боль.
XXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Манӑн акӑ чӗре ҫурӑлса тухать.
XII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Катьӑн инкӗшӗ усал карчӑк пулнӑ, ӑна час-часах ҫаптаркаласа илнӗ; Катя ӑна курайман, хӑй ун патӗнчен тухса тарсан, турӑ ирӗкӗнче пурӑнасси ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ; Елена хӑй пӗлмен ҫӗнӗ сӑмахсене хӑраса та хисеплесе итленӗ, Катя ҫине тинкерсе пӑхнӑ, вара унӑн тискер кайӑкӑнни евӗр ҫиҫсе тӑракан хура куҫӗсем, хӗвелпе пиҫнӗ аллисем, хулӑн сасси, ҫурӑлса пӗтнӗ кӗпи те Еленӑшӑн ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑн, кӑштах таса сывлӑш пек пулнӑн туйӑннӑ.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.