Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫунать (тĕпĕ: ҫун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лампӑри фитиль хуллен ҫатӑртатса ҫунать, стенасем ҫинче вӑрӑм мӗлкесем шуса ҫӳреҫҫӗ, Витюшка вӑранассинчен шикленсе, амӑшӗ спектакльте вылямалли ролӗн сӑмахӗсене шӑппӑн кӑна вӗренсе ларать, Саша, куҫӗсене чарса пӑрахса, амӑшӗ мӗнле вӗреннине сӑнать.

Чуть потрескивал фитиль в лампе, по стенам скользили длинные тени, за обоями шуршали тараканы; Саша, широко раскрыв глаза, следил, как мать шепотом, боясь разбудить уснувшего Витюшку, повторяла роль.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Чӗлӗм тӗтӗмӗ мачча патне ҫитичченех йӑсӑрланса тӑрать, сӗтел ҫинче пӗчӗк лампа тӗксӗммӗн кӑна ҫунать, тулта хаяр ҫил шӑхӑрса вӗрет, чӳречесем ҫине ҫил-тӑман пыра-пыра ҫапӑнать, ҫынсем вара ҫаплах лараҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ…

Плавал у потолка сизый табачный дым, тускло светила надяетолом пятилинейная лампа, свистел ветер за стеной, и вьюга била в окна, а люди все не расходились, шумели, спорили…

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Вӑрӑ пуҫӗнче ҫӗлӗк ҫунать! — кулса ячӗҫ ачасем.

На воре шапка горит! — засмеялись ребята.

9 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Вӑл ҫутӑ пирӗн чӗресенче сӳнмесӗр ҫунать.

Неугасимо горит он в наших сердцах.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Пурнӑҫ вӑл — час иртекен, час ванакан япала, ҫавӑнпа ҫӗр пек планетӑсем ҫинче ҫеҫ пулать, тӗнче уҫҫийӗн хура та вилӗмлӗ тарӑнӑшӗпе пӗчӗк ҫутӑсем евӗр кӑна мӗлтлетсе ҫунать.

Жизнь, скоротечная, настолько хрупкая, что может существовать только на планетах, похожих на Землю, горит крохотными огоньками где-то в черных и мертвых глубинах пространства.

Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Вӗсенчен аякрах мар кӑвайт ҫунать.

В стороне горел большой костер.

Тундрӑра // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 165–178 с.

Хӳшӗре ялкӑшсах кӑвайт ҫунать.

В юрте ярко горел огонь.

Хӗлле хир сыснисене тытма кайни // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 88–91 с.

Вучах ялкӑшсах ҫунать.

В очаге ярко горел огонь.

Вӑрманти легенда // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 61–64 с.

Кунта вӑрман ҫунать иккен.

Здесь шел пал.

Вӑрманти пушар // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 58–60 с.

Типӗ вутӑ ҫатӑртатса ҫунать.

Сухие дрова потрескивая горят.

XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗчӗк лампа ҫунать.

Горит небольшая лампа.

IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кӑмӑлӗ чапрасне пула хӑйне тем пек асӑрхаттарасшӑн ҫунать.

Будучи от природы криводушным, он изо всех сил старается, чтобы его заметили.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ӑҫтан ҫывӑратӑн-ха, вут кӑмӑллӑн та илемлӗн ҫунать, каҫӗ сӗм тӗттӗм, аяккарах вара, инҫетри ҫӗр хӑвӑлӗнчи пек, комбайн ҫути шӑвать, сывлӑшра таврари ирӗклӗх шӑрши, мазутпа курӑк шӑрши кӗрет, чӗрере — уҫӑ, уҫӑ, вӑл хӑйӗн киленӗвӗшӗн пирвайхи хут тапать тейӗн.

Но как же спать, когда так сладостно-приятно горит костер, а ночь темным-темна, и в глубине ее, как в отдаленной пещере, движется огненное видение комбайна, и пахнет простором, мазутом, травами, и как-то свежо-свежо на сердце, точно оно впервые бьется ради своего удовольствия.

6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Урамри хурама ҫулҫи типсе пӗтӗрӗнет, кӑтраланса ҫунать.

От жара листья тополя сворачивались в трубочки и горели, потрескивая, как свечи…

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шыв чашлатса пӑсланать, типсе ҫитнӗ хуралтӑ, ҫӗрӗшнӗ улӑмпа пӗрле хутӑшса, тар пек хыпса илет те шатӑртатса ҫунать.

Но он и не думал сдаваться: парил, шипел, фыркал, плевался и упорно продолжал разгораться.

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шатӑртатса ҫунать типӗ йывӑҫ, хытхура тар пек хыпӑнать.

Горят, задорно потрескивая, сухая борона и смоляные столбики, что твой чернобыльник.

XXX. Ҫураҫу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шӑранса ҫунать кӑвайт.

Горит, потрескивает жаркий костер.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Чун тарӑхать, чӗрем ҫунать, аптранӑ енне кирлӗ-кирлӗ марпах ӑшна пусаратӑн.

Вот душа-то и мечется, горит, тут уж поневоле ее чем-то утолить надо…

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сӗтел ҫинче пӗчӗк чӗпкуҫ ҫунать.

На столе теплилась крошечная мигалка.

XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӳртре, кӑмака ани ҫинче, — шӑши куҫӗ пек ҫутӑ мӗлтлетет: пӗчӗк кӗленчепе лартнӑ ҫу ҫиппи ҫунать.

В избе, на шестке, мерцал огонек величиной с мышиный глаз: в маленькой стеклянной баночке плавал масляный фитилек.

XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней