Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Ҫиллӗр килсен те ҫылӑха ан кӗрӗр: вырӑнӑр ҫине ҫывӑрма выртсассӑн ӑшӑрта шухӑшласа пӑхӑр та — лӑпланӑр; 6. тӳрӗлӗх парнийӗ кӳрӗр, Ҫӳлхуҫана шанса тӑрӑр.
Пс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсӗ ҫылӑха кӗнипе Турра мӗн тӑвассу пур? усал ӗҫӳсем йышлӑланса пырсассӑн та Турра мӗн кӑтартассу пур?6. Если ты грешишь, что делаешь ты Ему? и если преступления твои умножаются, что причиняешь ты Ему?
Иов 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсӗ: «мана тӳрӗ пурӑннинчен мӗн усси?» терӗн, «ҫылӑха кӗменни ҫылӑха кӗнинчен мӗн тӗлӗшпе лайӑхрах вара?» терӗн.3. Ты сказал: что пользы мне? и какую прибыль я имел бы пред тем, как если бы я и грешил?
Иов 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Турра ҫапла каламалла: «ӗнтӗ тӳссе куртӑм, тек ҫылӑха кӗмӗп. 32. Пӗлместӗп пулсассӑн, вӗрентсемччӗ мана; йӗркесӗр ӗҫ турӑм пулсассӑн, урӑх тумӑп» темелле.
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫав ҫын вара ыттисем ҫине пӑхса ҫапла калӗ: «эпӗ ҫылӑха кӗреттӗм, чӑнлӑха тӳнтерле кӑтартаттӑм, ҫапах Турӑ мана тивӗҫлипе тавӑрмарӗ; 28. Вӑл манӑн чунӑма вилӗмрен хӑтарчӗ, мана кун ҫути пачӗ» тейӗ.
Иов 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эпӗ хамӑн чӗлхе-ҫӑварӑма ӑна ылханса ҫылӑха кӗме паман.
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ чӑнахах та ҫылӑха кӗнӗ пулсассӑн, ҫылӑхӗ хампа пӗрлех юлӗ.4. Если я и действительно погрешил, то погрешность моя при мне остается.
Иов 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах Санӑн ӑшунта тепӗр вӑрттӑн шухӑш та пулнӑ, — пӗлетӗп, ҫав шухӑш пулнӑ Санӑн, — 14. ку ҫын ҫылӑха кӗнине астусах тӑрӑп, ҫылӑхӗшӗн ӑна хаса памасӑр хӑвармӑп, тенӗ.
Иов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ывӑлусем Ун умӗнче ҫылӑха кӗнӗ те, Вӑл вӗсене хӑйсен усаллӑхӗн аллинех ӳкернӗ.4. Если сыновья твои согрешили пред Ним, то Он и предал их в руку беззакония их.
Иов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ ҫылӑха кӗтӗм-им?
Иов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӗрентӗр мана — вара шӑпланӑп; эпӗ мӗнпе ҫылӑха кӗнине кӑтартӑр.
Иов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла вара Иов чӗлхипе усал каласа ҫылӑха кӗмен.
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫапла туса Иов ним ҫылӑха та кӗмен, Турӑ ҫинчен пӗр ӑссӑр сӑмах та каламан.22. Во всем этом не согрешил Иов и не произнес ничего неразумного о Боге.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл каланӑ: тен, манӑн ывӑлӑмсем ҫылӑха кӗчӗҫ пулӗ, тен, хӑйсен ӑшӗнче Турра хурларӗҫ пулӗ, тенӗ.Ибо говорил Иов: может быть, сыновья мои согрешили и похулили Бога в сердце своем.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫапла ӗҫсе-ҫисе ҫаврӑнсассӑн, Иов вӗсене чӗнтере-чӗнтере илсе ҫылӑхӗсенчен тасатнӑ, ирхине ирех тӑрса кашни ачишӗн Турра пӗрер парне, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне, кӳнӗ [тата вӗсен чунӗсем ҫылӑха кӗнӗшӗн пуриншӗн те пӗр пӑру кӳнӗ].
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир халӗ Санӑн умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр, эпир хамӑр тӑшмансен туррисене мухтарӑмӑр, ҫавӑнпа Эсӗ пире вӗсен аллине патӑн: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ яланах тӗрӗс тӑватӑн!
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Анчах та Иудифь каланӑ ӑна: эпӗ куна ҫиместӗп, ку хама илӗртсе ҫылӑха кӗни пулӗ, мана хампа пӗрле илсе килнӗ апат-ҫимӗҫе паччӑр, тенӗ.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑнпа та, аслӑ хуҫамӑр, унӑн сӑмахне ахаль ирттерсе ан яр, ӑна чӗрӳне хыв, мӗншӗн тесессӗн тӗрӗс сӑмах вӑл: пирӗн йӑх хӑйӗн Турри умӗнче ҫылӑха кӗмесен, ӑна айӑплама ҫук, пире хӗҫ витмест.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Халӗ ӗнтӗ, аслӑ хуҫамӑм, ҫак халӑх аташса пурӑнать пулсан, вӗсем хӑйсенӗн Турри умӗнче ҫылӑха кӗреҫҫӗ пулсан, ҫакӑ вӗсене такӑнтараканни пулӗ, курӑпӑр та ҫакна, кайӑпӑр та ҫӗнтерӗпӗр вӗсене.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑйсен Турри умӗнче ҫылӑха кӗриччен телей вӗсен енче пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсемпе пӗрле — тӗрӗсмарлӑха курайман Турӑ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.