Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Пс 4

Раздел: Библи –> Псалтирь

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.16 11:56

Предложений: 14; Слово: 115

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Хӗлӗхлӗ сӑпрайпа. Давид псаломӗ.

2. Эй тӳрӗлӗхӗмӗн Турри! Хӑвна тархасланӑ чухне илтсемччӗ мана!

Йывӑр килнӗ чухне Эсӗ мана ҫӑмӑллӑх параттӑн.

Хӗрхенсемччӗ мана, манӑн кӗллӗме илтсемччӗ.

3. Эй ар ывӑлӗсем! манӑн ятӑма хӑҫанччен таптӑр-ши эсир?
хӑҫанччен ӑҫтиҫука савӑр-ши, ултав шырӑр-ши?

4. Пӗлсе тӑрӑр: Ҫӳлхуҫа Хӑй валли Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннине уйӑрса илчӗ;
Ҫӳлхуҫана тархаслатӑп та — Вӑл мана илтет.

5. Ҫиллӗр килсен те ҫылӑха ан кӗрӗр:
вырӑнӑр ҫине ҫывӑрма выртсассӑн ӑшӑрта шухӑшласа пӑхӑр та — лӑпланӑр;
6. тӳрӗлӗх парнийӗ кӳрӗр,
Ҫӳлхуҫана шанса тӑрӑр.

7. Нумайӑшӗ: «кам пире ырӑлӑх кӑтартӗ?» тет.

Эй Ҫӳлхуҫа, пире Хӑвӑн сӑну ҫутине кӑтартсам!

8. Вӗсем ҫӑкӑр, эрех [тата ҫу] хушӑннипе савӑнчӗҫ,
манӑн чӗрене вара вӗсенчен те ытларах савӑнтартӑн.

9. Канлӗ выртатӑп та ҫывӑратӑп:
эй Ҫӳлхуҫамӑм, пӗр Эсӗ анчах шанчӑклӑ усратӑн.

Сайт:

 

Статистика

...подробней