Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хулпуҫҫийӗ (тĕпĕ: хулпуҫҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл чӑнласах Петро карабинне илчӗ; сылтӑм урипе чӗркуҫленчӗ те пӑшал кӗпчекне арҫынла хӑюллӑн кӑкӑрӗнчен ҫӳлерехе, ҫинҫе хулпуҫҫийӗ ҫумне хӗстерсе тытрӗ, икӗ хутчен персе ячӗ.

Она и в самом деле взяла Петров карабин; с колена, по-мужски, уверенно прижав приклад к вершине груди, к узкому плечу, два раза выстрелила.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн хулпуҫҫийӗ хыҫӗнче чӑнлӑх шыранӑ, иккӗленнӗ, хӑй пачах урӑх майлӑ ҫавӑрӑнса ӳкнӗ тата ӑшӗ-чиккинче йывӑр кӗрешӳпе асапланнӑ кунсем пулман та тейӗн.

Будто и не было за его плечами дней поисков правды, шатаний, переходов и тяжелой внутренней борьбы.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Антип ун патне вирхӗнсе пычӗ те, атӑ тӑхӑннӑ урисемпе шӑва-шӑва кайса, тайкаланса илчӗ, винтовкине хулпуҫҫийӗ ҫумне тӗрелесе, чарӑнса тӑчӗ.

Подбегая к нему, скользя ногами, обутыми в чирики, Антип качнулся, стал, кинул к плечу винтовку.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑтине Петро, хулпуҫҫийӗ ҫине ҫӑнӑх миххи пек хурса, самаях пысӑк кухньӑна ҫӗклесе кӗртрӗ, пир сарса хатӗрленӗ сӗтел ҫине асӑрханса хучӗ.

Как мучной куль, на плече внес Петро в просторную кухню свата, осторожно опустил на стол, заранее застланный холстинной дорожкой.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, эхлетсе илсе, ӑна ҫатӑрах ал сыппинчен лӑчӑртаса тытрӗ, хӑрушла вӑйпа хулпуҫҫийӗ ҫине ывӑтрӗ, пӗшкӗнчӗ те, тахҫантанпах пӗлнӗ ӑслайпа йывӑр кӗлеткене хӑй урлӑ ҫӗклесе ҫапнӑ май, унӑн аллине картах аялалла туртрӗ, чавса тӗлӗнсе шӑмӑ сыппи сикнине нӑтӑрт! тунӑ сасӑран туйрӗ.

Крякнув, он сжал ее в запястье, со страшной силой кинул себе на правое плечо, нагнулся и, перебрасывая издавна знакомым приемом тяжелое тело через себя, рванул руку книзу, ощущая по хрустящему звуку, как в локте ломаются суставы.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Икӗ ҫаврӑм турӗҫ, купӑсҫӑ пӳрнисене бассем ҫине куҫарчӗ, хӗрарӑм вара, майлӑ самантпа усӑ курса, пуҫне Григорий хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те аран илтӗнмелле пӑшӑлтатса каларӗ:

Сделали два круга, гармонист свалил пальцы на басы, и женщина, улучив секунду, положила Григорию голову на плечо, чуть слышно шепнула:

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро, хулпуҫҫийӗ ҫине чаппан уртса, картишне тухрӗ.

Петро надел внапашку зипун, вышел.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл Мелеховсен кил хушшине малтан кӗрсе кайрӗ, крыльца умӗнче чарӑнчӗ те касмӑкри сарӑ йытӑ аҫи пӳлӗнчӗклӗн хӑрӑлтатса вӗрнине пуҫне пӗшкӗртсе пӑхса тӑчӗ, унтан хулпуҫҫийӗ ҫинчен винтовкине хыврӗ.

Он первый вошел на мелеховский баз и, остановившись около крыльца, с минуту, угнув голову, глядел, как гремит на привязи желтый кобель, задыхаясь и захлебываясь лаем; потом снял с плеча винтовку.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав каҫ вӑл, хулпуҫҫийӗ ҫинчи симӗс пакунӗ пекех тӗссӗрленсе кайнӑ кӗпи ҫухине вӗҫерсе ярса вӑрах хушӑ сӗтел хушшинче ҫурӑмне пӗкӗртсе ларчӗ.

Он долго сидел в этот вечер за столом, ссутулясь, расстегнув ворот выгоревшей на солнце рубахи с такими же выгоревшими защитными погонами.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрарӑм, чӗрне вӗҫҫӗн ҫӗкленсе, хӗвел ҫинче хӗрелнӗ ҫара аллисене упӑшкин хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те ӑна тусанпа вараланнӑ питӗнчен, сӑмсинчен, куҫӗнчен, тутинчен, хӗвелпе хуралнӑ мӑйӗнчен чуптӑва-чуптӑва илчӗ.

Вытягиваясь на носках, кинув на плечи мужа изогнутые, розовые от солнца, оголенные руки, женщина целовала его в пыльные щеки, нос, глаза, губы, черную от солнца и ветра шею.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑвакрах шурӑ шӑлӗсене кӑтартса, сасартӑках тутине тискеррӗн йӗрсе пӑрахрӗ, — куҫ шӑрҫисем хаяррӑн чалӑрчӗҫ, сасси хистевлӗн те урмӑшнӑн якӑлтатса тухрӗ, Нимӗҫ хулпуҫҫийӗ хыҫне ҫакнӑ винтовка чӗнне ярса тытрӗ те, ҫак самантра вара Мирон Григорьевич ҫамрӑк чухнехине аса илчӗ: аллипе пӗр хӑмсармасӑр темелле, пӗррех вӑл ӑна пит шӑмми урлӑ янклаттарса ячӗ.

У него вдруг хищно ощерился рот, оголив иссиня-чистые зубы, — зрачки угрожающе расширились, голос залязгал властно и крикливо, Немец взялся за ремень, висевший на плече винтовки, и в этот миг Мирон Григорьевич вспомнил молодость: бойцовским ударом, почти не размахиваясь, ахнул его по скуле.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Подтелков каллех аялалла персе анчӗ, хулпуҫҫийӗ тӗлӗнче сӑран пиншакӗн ҫӗвви татӑлса тухрӗ, ура пӳрнисем хальхинче те ҫӗре перӗнчӗҫ.

Вновь грузно рванулось вниз тело Подтелкова, лопнул на плече шов кожаной куртки, и опять кончики пальцев достали земли.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пӑрах! — кӳренчӗклӗн мӑкӑртатса илчӗ Подтелков, кӳршин хулпуҫҫийӗ ҫине вӗриленсе кайнӑ пысӑк аллине хурса.

— Брось! — обидчиво гудел Подтелков, кладя на плечи соседа свои большие горячие ладони.

XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫыр!.. — хушрӗ вӑл секретаре, ун ҫине хулпуҫҫийӗ урлӑ чалӑшшӑн пӑхса.

Пиши!.. — приказал он секретарю, заглядывая ему через плечо.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шинельне хулпуҫҫийӗ ҫине уртса янӑ Кривошлыков сӳрӗккӗн йӗри-тавра пӑхкалать.

Кривошлыков в накинутой внапашку шинели затравленно оглядывался.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑрӑм кӗсменне хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ.

Длинное весло нес на плече.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хапхаран хулпуҫҫийӗ урлӑ кофта уртса янӑ арӑмӗ тухрӗ.

Из ворот вышла его жена, уже в накинутой на плечи кофтенке.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук аллине Анна хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Бунчук положил руку на плечо Анны.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ирӗклех-и эпир? — кукша пуҫне йӑкӑшт ҫӗклесе кӑтартрӗ тепри ун хулпуҫҫийӗ урлӑ.

— Мы свободны? — из-за его плеча высунулась скользкая, юркая голова другого.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сарлака ҫамкаллӑ, вӑкӑр питлӗ, чармак куҫлӑ Кутепов, кӗреҫе сухалне кӗскен кастарнӑскер, ун еннелле ҫаврӑнса пӑхать; Неженцевӗ кӑшкӑрнӑ еннелле Кутепов хулпуҫҫийӗ урлӑ кармашса тинкерет.

Кутепов повернул широколобое, бычье лицо с широко посаженными черными глазами и подстриженной лопатистой бородкой; из-за его плеча выглянул на окрик Неженцев.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней