Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗк сăмах пирĕн базăра пур.
тӗлӗк (тĕпĕ: тӗлӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрлӗ тӗлӗк тӗлленеҫҫӗ ҫынсем каҫсенче.

Разные сны снятся людям по ночам.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Сергее каллех, миҫемӗш хут-тӑр ӗнтӗ, ҫывӑрнӑ пек те тӗлӗк курнӑ пек туйӑнса каять.

И опять, уже в который раз, показалось Сергею, что он спит и видит сон.

1 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Калӑн, вӑрӑм та асаплӑ тӗлӗк вӗҫленнӗ, иртсе кайнӑ, вӑл халех аллине ҫӗклет те питне сӑтӑрса илет, чиксе ыратакан тӑнлавӗсене хӗссе лартать, пилӗк пӳрнипе те ҫӳҫне якатса ярать…

Казалось, кончился длинный кошмарный сон, и сейчас он поднимет руки, проведет ими по лицу, сожмет колющие болью виски, пятерней расчешет волосы…

16 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

«Пӗтӗмпех пӗтнӗ…» — хытса ларса юлчӗ Сережа Петров пуҫӗнче ку йывӑр тӗлӗк мар, ку чӑннипех пурнӑҫ шӑпин ирсӗрлӗхӗ пулнине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн.

С того момента, как понял Сережка Петров, что не кошмарный сон случился с ним, а дикий по своей жестокости поворот судьбы, в мозгу застыло: «Все кончено».

8 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Тӗлӗк ӑна, сакӑрура евӗр, хӑйӗн ҫыпӑҫтаракан аллисемпе ҫатӑрласа тытнӑ та ӗмет, унран ниепле те хӑтӑлса пӗтме ҫук.

Сон, как спрут, засосал его в свои липкие объятия, и нет сил высвободиться из них.

5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Петрова каллех ҫывӑрнӑн та тӗлӗк курнӑн туйӑнса кайрӗ.

И опять показалось Петрову, что он спит и видит сон.

5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Тӗлӗк мар пулсан ҫакӑ, эпӗ вилнӗ.

Если не сон, то я мертв.

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

«Мӗнешкел усал тӗлӗк! Халех вӑранмалла!» — Сергей кӑшкӑрасшӑн, анчах унӑн чӗлхе ҫинче явӑнкӑҫ.

«Какой жуткий сон!

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Дарьйӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн, темиҫе кун ӗнтӗ, Наталья хӑйне темле усал тӗлӗк йывӑррӑн тӑвӑнтарса тертлентернӗ, анчах ыйхӑран вӑранма ниепле хал ҫитереймен пек асапланса пурӑнчӗ.

Несколько дней после разговора с Дарьей Наталья жила, испытывая такое ощущение, какое бывает во сне, когда тяжко давит дурной сон и нет сил очнуться.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл таса мар шпалерлӑ пӳлӗме, тутлӑ ҫимине, вӗренине, цирка астуса илчӗ, анчах ҫаксем халь ӑна пӑтранчӑк та йывӑр тӗлӗк пек ҫеҫ туйӑнчӗҫ.

Вспоминала она комнатку с грязными обоями, гуся, Федора Тимофеича, вкусные обеды, ученье, цирк, но все это представлялось ей теперь как длинный, перепутанный, тяжелый сон…

VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Тётка тӗлӗк курнӑ.

Тетке приснился собачий сон.

VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Вӑл тӗлӗк курнӑ, ӑна Игнат Савельевич хӑйӗн ҫуртне вут тӗртнӗ пек, Костьӑна унта пӗччен хупса хӑварнӑ пек курӑннӑ.

Ему снилось, что Игнат Савельевич поджег свой дом, оставив в нем одного Костю…

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Темле пурнӑҫпа тӗлӗк хушшинчи сӳрӗклӗх йӑпшӑнса кӗчӗ ун чӗрине.

Какое-то странное чувство равнодушия, граничащего с забытьем, подкралось к нему.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн чунӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр савӑнӑҫпа тулнӑ; вӑл Аксинйӑна ӗлӗкхи пекех халтан кайса юратрӗ, ҫакна пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе, чӗри кашни хут талтлатса тапмассерен туйрӗ, ҫав вӑхӑтрах ку чӑн пурнӑҫра маррине, вӑл пӗтӗмпех иртни, ӗмӗрлӗхе ҫухални, куҫ умне килсе тухнине, ку тӗлӗк кӑна пулнине ӑнланчӗ.

В нем цвело, бродило чувство, он любил Аксинью прежней изнуряющей любовью, он ощущал это всем телом, каждым толчком сердца и в то же время сознавал, что не явь, что мертвое зияет перед его глазами, что это сон.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан шухӑш ҫӑмхи, тахҫан ҫӳресе курнӑ лайӑх пӗлекен сукмак ҫине кустарса янӑшӑн савӑннӑ евӗр, хӑвӑрт та чӑртмаххӑн ҫавӑрӑнса сӳтӗлме, тӳссе ирттернӗ самантсене сыпӑкӑн-сыпӑкӑн аса илтерме тытӑнчӗ: ҫапӑҫура вилнӗ вырӑс тата нимӗҫ салтакӗсен пичӗ-куҫӗсем, нӗрсӗррӗн сапаланса выртакан кӗлеткесем; тӗрлӗ сасӑллӑ шӑв-шав, калаҫу; тахҫан курнӑ пейзажӑн вӑхӑт шӑлса кайнӑ тӗссӗр татӑкӗсем; никама каласа паман, анчах темле майпа упранса юлнӑ шухӑшсем; канонадӑн аса илсе ҫитермелле мар хӑрушӑ ахрӑмӗсем, пулемет шатӑртатнӑ тата лента кӑштӑртатса шунӑ сасӑсем, хаваслӑ музыка, тахҫан юратса пурӑннӑ хӗрарӑмӑн чуна ыраттармалла хитре те кӑшт шупкарах тути, унтан каллех тата — вӑрҫӑ таткаланчӑкӗсем, — вилнӗ ҫынсем, тӑвансен масарӗсен пусӑрӑнса кӗнӗ тӗмескисем… — ҫаксем пурте пуҫра ҫывӑрмасӑр курнӑ тӗлӗк пек умлӑн-хыҫлӑн шӑвӑна-шӑвӑна иртрӗҫ.

А затем память, словно обрадовавшись, что направили ее на знакомую, утоптанную тропу, настойчиво и злорадно стала подсовывать обрезки воспоминаний: лица, безобразные позы убитых русских и немецких солдат, разноголосую речь, бескрасочные, стертые временем куски виденных когда-то пейзажей, невысказанные, почему-то сохранившиеся мысли, внутренне еле ощутимые отзвуки канонады, знакомый стук пулемета и шорох ленты, бравурную мелодию, красивый до боли, чуть блеклый рисунок рта любимой когда-то женщины и опять — клочки войны: убитые, осевшие холмики братских могил…

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Паян тӗлӗк курнӑ эпӗ.

— Сегодня я видел сон.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун хыҫҫӑн тепӗр хут тӗлӗрсе кайрӗ те ирчченех вӑранмасӑр, нимле тӗлӗк курмасӑр, канлӗн ҫывӑрчӗ.

После спал непросыпно, без снов.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫакӑнтан вара тӗлӗк пуҫланса каять.

Тут начинался сон…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ача лӑпланать, анчах кӑштахран леш тӗлӗк ҫӗнӗрен пуҫланать.

Мальчик успокоился, но вскоре началось все снова.

Аллине шарт ҫапать Ненила // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ҫывӑрса каять те тӗлӗк курать ача.

Заснет, и видится мальчику сон.

Хумханать Ейӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней