Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ, уласа ярасран хӑраса, нимӗн те калаймарӑм, Тятюкп вара, пӗр хӗрринелле пӑрса, алӑк питӗркӗчне часрах уҫрӑм та пӑлтӑралла чупса тухрӑм, пусма тӑрӑх тӗк татнӑ пек урамалла сирпӗнтӗм.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Эсӗ кама шыратӑн, тӑванӑм? — тесе ыйтнӑ Вулич, лешӗ тӳрех: — Сана, — тенӗ те ҫавӑнтах ӑна хӗҫпе ҫапса хул пуҫҫийӗнчен чӗри патне ҫитиччен касса татнӑ.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унӑн ҫыртса татнӑ аялти тути хӗрринчен янахӗ ҫинелле икӗ йӗр пулса юн юхнӑ.С нижней, прокушенной губы его текли по подбородку две струйки крови.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Самолёт пур ҫӗртен те аманса пӗтнӗ пулнӑ: хӳрин пӗр татӑкӗ катӑлса ӳкнӗ, сулахай ҫунаттин касса татнӑ вӗҫӗ трос ҫинче ҫеҫ тытӑнса, силленсе пынӑ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Урисене татнӑ…
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ хӗвеланӑҫнелле каймалли ҫула тӑшман Мускавран пӗр сакӑрвун километрта татнӑ, ҫав кӗске ҫул татӑкӗ тӑрӑх хула ҫывӑхӗнчи ҫыхӑну ҫеҫ пулнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Адрианӑн ҫак шухӑшӗсене алӑка такам франмасонла виҫӗ хутчен шаккани сасартӑк татнӑ.Сии размышления Адриана были прерваны нечаянно тремя франмасонскими ударами в дверь.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Санӑн пурнӑҫу пирки ӗҫе татнӑ, ырантан тепӗр кунне сана вӗлереҫҫӗ…
Подтяжкӑсем // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Халӗ вӑл, каллех вӗҫме тата ҫапӑҫма пултаракан пулас ӗмӗтпе хӑйӗн татнӑ урисене хӑнӑхтарма чунтан тӑрӑшса тренировка тума тытӑнсан, Оля патне яракан ҫырусенче суймалла пулнишӗн, ӑна калас килнине калама май ҫуккишӗн питӗ кулянчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӗркуҫҫирен аяларах татнӑ урисене ҫӗклесе хуҫлатнӑ чух, вӗсем ҫав тери ыратрӗҫ.В обрубленных по голень ногах подтягивание вызывало острую боль.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вара ҫакӑн пек пулса тухрӗ: пӗрремӗш — унӑн часрах тӳрленмелле, выҫӑ пурӑннӑ вӑхӑтра ҫухатнӑ сывлӑхӗпе вӑйне каялла тавӑрмалла, ҫакӑн пирки ытларах ҫимелле тата ҫывӑрмалла; иккӗмӗш — лётчикӑн ҫапӑҫура кирлӗ пулакан пахалӑхӗсене каялла тавӑрмалла, ҫакӑн пирки унӑн, койка ҫинче выртакан чирлӗ ҫын тума пултаракан гимнастикӑллӑ упражненисене туса, шӑмма-шакка тӗреклетмелле; виҫҫӗмӗш — ку ӗнтӗ чи кирли тата чи йывӑрри пулнӑ — чӗркуҫҫи таран татнӑ урасене вӑйлӑ та ҫӑмӑллӑн ҫаврӑнкалакан тумалла, кайран вара, протезсем туса тӑхӑннӑ хыҫҫӑн, ҫав урасемпе самолета управлени туса пыма хӑнӑхтармалла.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав хут тӑрӑхах атте пӗтӗм памалли укҫине парса татнӑ майӗпе ҫак сутӑн илнӗ именин чӑн-чӑн хуҫи пулса тӑма тивӗҫлӗ, именине сутнӑ Троекуровӑн та тата урӑххисен те никамӑн та малашне ку именипе нимӗнле ӗҫ те пулмалла мар.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫав хут ҫинче татӑклӑнах каласа панӑ, канцелярист Спицынран хӑйне лекнӗ … ят ҫӗре тивнӗ … чунлӑ именири пӗтӗм пурлӑха вӑл, аттене, Дубровские, сутнӑ, договор тӑрӑх пама тивӗҫ укҫине — 3200 тенкине — атте йӑлтах парса татнӑ, шантарнӑ ҫыннине Соболева ҫав имение закон тӑрӑх атте ҫине ҫирӗплетсе ҫырса пама хушнӑ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Шӑмма пӑчкӑпа татнӑ чух хӑрушла хытӑ ыратрӗ, анчах та вӑл, асапа тӳсме вӗреннӗскер, халӗ ҫак шурӑ халат тӑхӑннӑ, пичӗсене марлӗрен тунӑ маскӑсемпе хупланӑ ҫынсем унӑн урисем патӗнче мӗн тунине те питех ӑнланаймарӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Часах вӑл лӑпланчӗ те халь ӗнтӗ, этем хӑйне нумайранпа асаплантарнӑ ыйтӑва татнӑ хыҫҫӑн ҫӑмӑллӑн туйнӑ пек, тинех хӑйне ҫӑмӑл иккенне туйрӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Такам питӗ ӑстан вӗсен карланкисене ҫӗҫӗпе касса татнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем, хыҫра мӗн пуррине каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ пек, пурте пуҫӗсене хыҫалалла каҫӑртса выртнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Авӑ, вӑрман хӗрринчен инҫех мар, тӑррине снаряд татнӑ хулӑн хыр, чӗрпӗкленсе хуҫӑлнӑ вуллинчен сарӑ сухӑр юхтарать, — ун тавра арканнӑ пуҫ шӑммиллӗ нимӗҫсем, ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ питлӗскерсем, йӑванса выртаҫҫӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кунтан оруди хуҫалӑхӗсӗр, маскировка тума лартнӑ чӑрӑшсемсӗр, кӗрхи тӗксӗм пӗлӗт касса татнӑ ҫывӑхри сӑрт хӗррисӗр пуҫне нимӗн те курӑнман.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хура, ҫӗрӗк ҫарансем хушшинче, вӗтӗ вӑрмансем хушшинче татнӑ, анчах пуҫтарман йӗтӗнӗн тикӗс мар куписемпе витӗннӗ уйсем хушшинче шурлӑхсем тӑхлан пек курӑнса ҫутӑлса выртнӑ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Эпир Борисов патӗнче Березина урлӑ каҫнӑ чухне пирӗн взводри Теткин красноармеецӑн пиҫиххине осколок тивсе татнӑ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948