Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Сана Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫине лартма кӑмӑл тунӑ Ҫӳлхуҫа Турру мухтавлӑ пултӑр!9. Да будет благословен Господь Бог твой, Который благоволил посадить тебя на престол Израилев!
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Ҫапла тӑрса, вӑл пӗтӗм Израиль халӑхне хытӑ сасӑпа каласа пилленӗ: 56. Хӑйӗн Израиль халӑхне, Хӑй каланӑ пек, лӑпкӑ пурӑнӑҫ панӑ Ҫӳлхуҫа [Турӑ] мухтавлӑ!
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унтан халӑх еннелле ҫаврӑнса патша пӗтӗм Израиль халӑхне пилленӗ, — пӗтӗм Израиль халӑхӗ ура ҫинче тӑнӑ, — 15. Соломон ҫапла каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ мухтавлӑ: Вӑл манӑн Давид аттеме Хӑй чӗлхи-ҫӑварӗпе каланине халӗ Хӑй аллипе вырӑна килтерчӗ!
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Соломон сӑмахӗсене илтсессӗн, Хирам питӗ савӑнса кайнӑ та каланӑ: Давида ҫав йышлӑ халӑха тытса тӑма ӑслӑ ывӑл панӑ Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ пултӑр! тенӗ.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Соломон патша вара мухтавлӑ пултӑр, Давидӑн аслӑ пуканӗ те Ҫӳлхуҫа умӗнче ӗмӗрех тӗреклӗ пултӑр! тенӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша хӑйӗн выртан вырӑнӗ ҫинчех пуҫне тайнӑ та 48. ҫапла каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ: паян Вӑл [манӑн вӑрлӑхӑмран] манӑн аслӑ пуканӑм ҫине ларакана пачӗ, ҫакна манӑн куҫӑмсем курса тӑраҫҫӗ! тенӗ, тесе пӗлтернӗ Ионафан.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Авесса вара — Иоав шӑллӗ, Саруия ывӑлӗ — тата тепӗр виҫӗ хӑюҫах хушшинче чи палли пулнӑ; вӑл хӑйӗн сӑннипе виҫҫӗр ҫын вӗлернӗ, леш виҫӗ паттӑр умӗнче мухтавлӑ пулнӑ.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑ — Давидӑн юлашки сӑмахӗ, Иессей ывӑлӗ Давид калани, ҫӳле ҫӗкленнӗ ар, Иаков Турри ҫу сӗрнӗскерӗ, Израиль ҫӗрӗн мухтавлӑ юрӑҫи калани.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, мана хӳтӗлекен мухтавлӑ!
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унтан патшана ҫӗре ҫитиех тайӑлнӑ та каланӑ: патша хуҫамӑм ҫине алӑ ҫӗкленӗ ҫынсене тӗп тунӑ Ҫӳлхуҫа Турру мухтавлӑ! тенӗ.
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Пӗтӗм Израильре те Авессалом пек илемлӗ, ун пек мухтавлӑ арҫын пулман; ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпи таранччен те унӑн пӗр кӑлтӑк та пулман.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Давид Навал вилнине илтнӗ те каланӑ: Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ, Вӑл Навала мана намӑс кӑтартнӑшӑн тавӑрчӗ тата Хӑйӗн чурине усал ӗҫ тӑвасран ҫӑлса хӑварчӗ; Ҫӳлхуҫа Навалӑн ҫиллине Навал пуҫӗ ҫинех ячӗ, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Давид Авигейӑна каланӑ: сана паян ман патӑма янӑ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ мухтавлӑ; 33. санӑн ӑсу та пиллӗхлӗ, эсӗ ху та пиллӗхлӗ: эсӗ мана паян юн тӑкма, хамшӑн тавӑрма памарӑн.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Чухӑна Вӑл тусан ӑшӗнчен ҫӗклесе тӑратать, мӗскӗне пылчӑк ӑшӗнчен туртса кӑларать те аслӑ улпутсемпе юнашар лартать, еткерлӗхе вӗсене мухтавлӑ вырӑн парать: Ҫӳлхуҫа ҫӗрӗн тӗпне-йӗрне тытса тӑрать, ун ҫинче Вӑл ҫутӑ тӗнчене ҫирӗплетнӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эй Израиль, эсӗ телейлӗ! кам пур-ши сан пекки? сана Ҫӳлхуҫа упраса тӑрать, Вӑл — сана сыхласа тӑракан хулкан, санӑн мухтавлӑ хӗҫӳ!
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Асир ҫинчен каланӑ: Асир Израиль ывӑлӗсем хушшинче мухтавлӑ, ӑна хӑйӗн тӑванӗсем юратса тӑрӗҫ, урине вӑл йывӑҫ ҫӑвне чикӗ; 25. тимӗрпе пӑхӑр — санӑн хапхусем; пурӑнас кунусем пекех, пуянлӑху хушӑнса пырӗ санӑн.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Гад ҫинчен каланӑ: Гад йӑхне хунаттарса яракан — мухтавлӑ; вӑл — арӑслан пек, тӑшманӗсен алли-урине те, пуҫне те ҫапса салатать; 21. вӑл хӑйне валли ҫӗрӗн пуҫламӑшне суйласа илчӗ, саккун паракан ӑна еткерлӗх вырӑнне хучӗ, вӑл халӑх пуҫлӑхӗсемпе килчӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче тӳрӗ пулчӗ, Израильшӗн мӗн тумаллине пурне те турӗ.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Ҫак кӗнекере ҫырнӑ саккун мӗн хушнине пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑшмастӑн пулсассӑн, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун ҫакӑ мухтавлӑ та хӑрушӑ ятӗнчен хӑраса тӑмастӑн пулсассӑн, 59. Ҫӳлхуҫа сана хӑвна та, санӑн тӑхӑмна та халиччен пулман шӑтан-юханпа аптӑратса ӳкерӗ, иртсе кайми хӑрушӑ шӑтан-юханпа тата иртсе кайми усал чир-чӗрпе чирлеттерсе хӗне ярӗ; 60. сана Египет чирӗсене, хӑвна хӑратса тӑнӑ пӗтӗм [усал] чире, ертӗ, вӗсем вара санран хӑпа пӗлмӗҫ; 61. хӑвна тӗппипе пӗтерсе тӑкичченех Ҫӳлхуҫа сан ҫине ҫак саккун кӗнекинче ҫырса кӑтартман пӗтӗм чире [тата ҫырса кӑтартнӑ пӗтӗм чире] ярса тӑрӗ; 62. эсир тӳпери ҫӑлтӑрсем пекех йышлӑччӗ, анчах хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлеменнипе эсир сахаллӑн тӑрса юлатӑр.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Аарон ывӑлӗсем валли те — мухтавлӑ та чаплӑ курӑнмашкӑн — хитонсем ту, пиҫиххисем ту, вӗсем валли пуҫ ҫыххийӗсем ту; 41. ҫавна Аарон пиччӳне тата унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене те тӑхӑнтарт, вӗсене ҫу сӗр, вӗсен аллисене тултар#, вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳр, вара вӗсем Манӑн священникӑмсем пулӗҫ.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Аарон валли, хӑвӑн пиччӳ валли, мухтавлӑ та чаплӑ курӑнмашкӑн священник тумтирӗ ту.2. И сделай священные одежды Аарону, брату твоему, для славы и благолепия.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.