Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫывӑхра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Абрамсон, куллине чараймасӑр, пит-куҫне пӗркелентернӗ; ҫывӑхра тӑракансем ӑшӑ кулӑпа ейӗлсе итлеҫҫӗ.

Морщился от улыбки Абрамсон, ближние прислушивались, улыбаясь.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗлсех тӑратӑп: унта эпӗ сан ҫывӑхра пулнинчен ытларах усӑ кӳме пултаратӑп.

Я уверена, что на той работе я принесу больше пользы, чем около тебя.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пирӗн хуртлӑ шӳрпепе хырӑма саплас пулать! — ҫавӑнтах ярса илчӗҫ ҫывӑхра тӑракан казаксем.

— А тут с червями! — подхватили ближние казаки.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лутра сӑртсемпе хуҫӑлнӑ уй горизонт патнелле каять, пур енче те — ҫывӑхра та, инҫетре те — ҫутӑсем курӑнаҫҫӗ, вӗсене пӑхса кӗтӳҫсем ӑҫта каҫхи апат пӗҫернине, авӑн ҫапакан машинӑсем ӑҫта тӑнине, бригада станӗсем ӑҫта вырнаҫнине, трактористсем чарӑннӑ вырӑнсене пӗлме йывӑрах пулман.

Степь, изломанная невысокими холмами, уходила к горизонту, повсюду светились то близкие, то далекие огни, и по ним не трудно было понять, где чабаны готовят себе ужин, где стоят молотилки, где раскинулись бригадные станы или таборы трактористов.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Григорий вилнӗ ут ҫинчен йӗнерне сӳсе илчӗ те ҫывӑхра выртакан ҫӗлӗке темӗн шутпа ҫӗклерӗ.

Григорий снял с убитой лошади седло, зачем-то поднял лежавшее неподалеку кепи.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫывӑхра сана, виҫ ҫухрӑма яхӑн!

— Ну уж недалеко, версты три!

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Петюша, кунта ҫывӑхра пӗве пурччӗ пулас?

— Петюшка, тут ить пруд недалеко.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫывӑхра темле шӑрчӑк чӗриклетет…

В ендове свиристела турчелка…

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ай ҫӗтсе кайрӑн? — пачах ҫывӑхра, хӗрлӗ ҫырла тӗмӗсем хушшинчен сасӑ пачӗ Пантелей Прокофьевич.

— Ай заблудилась? — совсем близко, из зарослей боярышника, отозвался Пантелей Прокофьевич.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Куҫне хупнӑ вӑл, ҫывӑхра тӑнӑ пекех, янках курӑнать.

Он с закрытыми очами, и так виден, как бы стоял вблизи.

XIV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫывӑхра сӑнаса тӑраканӑн куҫӗсем унӑн сасартӑк шурса кайнӑ питӗнчи пур йӗрсем ҫинче те вӑхӑтлӑха аптраса ӳкнине палӑртакан паллӑсем пулнине асӑрхаса илнӗ пулӗччӗ, — ҫакӑн пек сӑн грузчикӑн — хӑй ҫурӑмӗ ҫине йывӑр япала хунине утса пынӑ чух ҫеҫ сасартӑк чухласа илнӗ, пӗр утӑм асӑрхамасӑр ярса пуссанах хӑйне ҫӗр ҫумне лапчӑтса хурасса туйса тӑракан грузчикӑн пулать.

Наблюдательный глаз ближнего мог бы сразу заметить, как выражение замешательства проступило во всех чертах его внезапно побледневшего лица, — такое выражение бывает у грузчика, когда он вдруг на ходу почувствует, что поднял на плечи непосильную ношу, что один неосторожный шаг — и она придавит его к земле.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пысӑк хула ҫывӑхра пулни пур енчен те палӑрать.

По всему чувствовалась близость большого города.

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ман ҫывӑхра такам персе ячӗ, эпӗ выртатӑп-ха…

В стороне кто-то уже хлопнул разок, а я лежу…

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫывӑхра ларакансем кашӑкӗсемпе котелокӗсене хырма пӑрахрӗҫ.

Все, кто сидел поближе, перестали скрести ложками в котелках.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Блиндажа тунӑ чухне ертсе пыракансем пурте: ку ҫывӑхра унччен нихҫан та йывӑҫ чӗриклетнине илтменни ҫинчен шантарса каларӗҫ.

Все, кто руководил строительством блиндажа, уверяли, что они никогда, даже в ветреные дни, не слышали поблизости скрипа дерева.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Марийка ҫывӑхра пулни тата унӑн ҫӗкленнӗ кӑмӑлӗ Илья Крылатова халь иртнӗ кунхисенчен ытларах пӑлхатрӗ.

Близость Марийки и ее приподнятое настроение взволновали Илью Крылатова больше, чем в предыдущие дни.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пачах ҫывӑхра, хӑлхана питӗрсе, мотор кӗрлет, гусеницӑсем чанкӑртатаҫҫӗ, тупӑ пени сывлӑша ҫурать; йӗри-тавра пӑшал пени шатӑртатать, ҫынсем тӗрлӗ сасӑпа калаҫни илтӗнет; ҫӗр пӳртӗн кашкӑр йӑви евӗрлӗ тӑвӑр алӑкӗнчен атӑ е ҫӑматӑ тӑхӑннӑ урасем чупса иртни курӑнать.

Совсем близко, оглушая, ревел мотор танка, скрежетали гусеницы, рвала воздух пушка; вокруг гремела ружейная пальба и людская разноголосица; десятки ног, то в валенках, то в сапогах, мелькали мимо узкого, открытого входа в землянку, схожего с волчьей норой.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пӑхса пӗтернӗ хыҫҫӑн Шаракшанэ комбатпа калаҫма пуҫларӗ; ҫапла вӑл сӑмахсене уйрӑммӑн, хыттӑн кӑшкӑрса калать, анчах майӗпен калаҫма та май ҫук: снарядсем ҫывӑхра ҫурӑлни тӑтӑшах кансӗрлет — тӑшман хӑй ҫухатнӑ сӑрт ҫине пеме тапратрӗ.

Закончив осмотр, он заговорил с комбатом Шаракшанэ; да, он говорил отрывисто, резко и громко, но иначе и нельзя было говорить: часто мешали близкие разрывы снарядов — противник начал обстрел потерянной высоты.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лена шухӑшӗпе халь, ял ҫывӑхра чух, салтаксем малалла, атакӑна каймалла ӗнтӗ, анчах вӗсем унталла каймаҫҫӗ, пӗр ҫӗре кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, унтан тӗрлӗ еннелле чупса саланаҫҫӗ, темшӗн пӗр вӗҫӗмсӗр хир тӑрӑх хӗвӗшсе ҫӳреҫҫӗ, ӳкеҫҫӗ, хырӑмпа шӑваҫҫӗ…

Солдаты не бежали вперед, в атаку, что нужно было, по мнению Лены, делать сейчас, тем более, что деревня близко, а сходились кучками, затем разбегались в разные стороны, зачем-то без конца метались по полю, падали, ползли…

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫывӑхра снаряд ҫурӑлса кӗмсӗртетсен, вӗсем йынӑша-йынӑша, ӑҫта килнӗ унта ыткӑнаҫҫӗ те Ленӑна та хӑйсем хыҫҫӑн сӗтӗрсе каяҫҫӗ.

Если разрывался вблизи снаряд, они с визгом бросались куда попало и тащили Лену за собой на поводке волоком.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней