Поиск
Шырав ĕçĕ:
17. Шывсем Сана курнӑ та, эй Турӑ, шывсем Сана курнӑ та хӑраса кайнӑ, тӗпсӗр авӑрсем сехӗрленсе ӳкнӗ.17. Видели Тебя, Боже, воды, видели Тебя воды и убоялись, и вострепетали бездны.
Пс 76 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсем унта хӑрамалла мар ҫӗртех сехӗрленсе ӳкӗҫ: сана хирӗҫ пыракансенӗн шӑмми-шаккине Турӑ салатса тӑкӗ.6. Там убоятся они страха, где нет страха, ибо рассыплет Бог кости ополчающихся против тебя.
Пс 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем унта [хӑрамалла мар ҫӗртех] сехӗрленсе ӳкӗҫ: Турӑ — тӳрӗ ҫынсем хушшинче.5. Там убоятся они страха, [где нет страха,] ибо Бог в роде праведных.
Пс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ирхи ҫутӑ вӗсемшӗн — вилӗм ӗмӗлкипе пӗрех: вилӗм ӗмӗлкинчен сехӗрленсе курнӑ вӗсем.17. Ибо для них утро - смертная тень, так как они знакомы с ужасами смертной тени.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Унӑн кунӗ ҫинчен анӑҫра илтӗҫ те — хӑраса ӳкӗҫ, тухӑҫра илтӗҫ те — сехӗрленсе кайӗҫ.20. О дне его ужаснутся потомки, и современники будут объяты трепетом.
Иов 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аман вара патшапа патша майри умӗнче сехӗрленсе ӳкнӗ.
Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара вӗсем, хӑйсен мӗнпур вӑрҫӑ кӑралне йӑтса, тапӑра кайӗҫ те Ассири ҫарӗн ҫулпуҫӗсене вӑратӗҫ, унтан Олоферн чатӑрӗ патне чупӗҫ, анчах ӑна тупаймӗҫ; ӗнтӗ вӗсем сехӗрленсе ӳкӗҫ те сирӗнтен тарма пуҫлӗҫ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тинӗс хӗрринче, Сидонпа Тир хулисенче пурӑнакансем, Сур тата Окина хулисенче пурӑнакансем, пӗтӗм Иемнаан ҫыннисем пурте сехӗрленсе ӳкнӗ, вӑл Азот тата Аскалон хулисенче пурӑнакан пӗтӗм халӑха та хӑратса пӑрахнӑ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Израиль тӑшманӗсемпе Ҫӳлхуҫа Хӑй вӑрҫӑ вӑрҫнӑ тенине илтсессӗн, ҫӗр ҫинчи пур патшалӑх та Турӑран сехӗрленсе ӳкнӗ.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӗсем Герар таврашӗнчи мӗнпур хулана аркатса тӑкнӑ, унта пурӑнакансем Ҫӳлхуҫаран сехӗрленсе ӳкнӗ; хуласене пӗтӗмпех ҫаратнӑ, вӗсенчен питӗ нумай тупӑш илсе тухнӑ.
2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара ҫак ҫӳллӗ Ҫурт тӗлӗпе иртен-ҫӳрен кирек кам та сехӗрленсе ӳксе: Ҫӳлхуҫа ку ҫӗрпе ку Ҫурта мӗншӗн ҫапла туса хӑварнӑ-ши? тейӗ.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Халӗ вӑл пӗр-пӗр ҫӗр хӑвӑлӗнче е урӑх вырӑнта пытанса тӑрать, вӗсене малтан тапӑннӑ чухне сан ҫыннусенчен кам та пулсан вилсессӗн, ҫынсем илтӗҫ те: «Авессалом хыҫҫӑн кайнӑ ҫынсем вилсе выртрӗҫ» тейӗҫ, 10. ун чухне чи хӑюлли те, арӑслан чӗрелли те сехӗрленсе ӳкӗ — санӑн аҫу мӗнле паттӑррине, унпа пӗрле ҫӳрекенсем мӗнле хӑюллине пӗтӗм Израиль пӗлет.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫакӑн хыҫҫӑн Саул сасартӑках пӗтӗм кӗлеткипе ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, мӗншӗн тесессӗн Самуил сӑмахӗнчен сехӗрленсе ӳкнӗ; ҫитменнине, вӑйӗ те юлман унӑн: ҫавӑн чухне вӑл кунӗпех, ҫӗрӗпех апат ҫимен пулнӑ.
1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Саулпа Израиль ҫыннисем ҫак сӑмахсене илтнӗ те питӗ хӑраса, сехӗрленсе ӳкнӗ.11. И услышали Саул и все Израильтяне эти слова Филистимлянина, и очень испугались и ужаснулись.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӗнтӗ филистимсем — хиртисем те, тапӑртисем те — пурте сехӗрленсе ӳкнӗ; таврари ҫӗре тустарса-ҫаратса ҫӳрекен чи малти ҫар ушкӑнӗсем шуйханса ӳкнӗ [те ҫапӑҫасшӑн пулман]; пӗтӗм ҫӗр кисреннӗ, Ҫӳлхуҫа сехӗрлентерсе пӑрахнӑ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Самуил ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗннӗ те, Ҫӳлхуҫа ҫав кун аслатипе ҫумӑр янӑ; пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫапа Самуилран сехӗрленсе ӳкнӗ.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вилсе пӗтейменнисем шыҫӑпа асапланнӑ, вӗсем сехӗрленсе кӑшкӑрни тӳпене ҫитиех ҫӗкленнӗ.12. И те, которые не умерли, поражены были наростами, так что вопль города восходил до небес.
1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫапӑҫу тытӑнаспа священник пырса халӑхпа калаҫтӑр, 3. вӑл халӑха ҫапла калатӑр: эй Израиль, итле! эсир паян хӑвӑр тӑшманӑрсене хирӗҫ вӑрҫа кӗретӗр, чӗрӗрсем шуйханса ан ӳкчӗр сирӗн, ан хӑрӑр, ан шикленӗр, сехӗрленсе ан тӑрӑр вӗсенчен: 4. сирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫма [тата] сире ҫӑлса хӑварма сирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫа Туррӑр пырать, тетӗр.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Тапранӑр, ҫула тухӑр, Арнон юхӑм шывӗ урлӑ каҫӑр; акӑ Эпӗ санӑн аллуна Сигона — Есевон патшине, аморрей ҫыннине — тата унӑн ҫӗрне паратӑп; ҫав ҫӗре ярса илме хатӗрлен, унпа вӑрҫӑ вӑрҫ; 25. ҫак кунран тытӑнса Эпӗ тӳпе айӗнчи пур халӑха та сан умӑнта хӑратса та сехӗрлентерсе тӑрӑп; сан ҫинчен илтнисем чӗтресе, санран сехӗрленсе ӳкӗҫ, терӗ Турӑ.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ вара сире каларӑм: эсир Аморрей тӑвӗ патне килсе ҫитрӗр, Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, ӑна пире парать; 21. акӑ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, ҫак ҫӗре сана парать, пыр, хӑвна Ҫӳлхуҫа, аҫӑрсенӗн Турри, каланӑ пек, ӑна еткерлӗхе ил, ан хӑра, сехӗрленсе ан тӑр, терӗм.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.