Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Ҫавсенчен пӗринчен тепӗр мӑйрака шӑтса тухрӗ; малтан вӑл пӗчӗккӗччӗ, кайран ӳссе кайрӗ те кӑнтӑралла, тухӑҫалла тата илемлӗ ҫӗршыв еннелле тӑсӑлчӗ, 10. вӑл тӳпе ҫарӗ патнех ҫитрӗ, ҫав ҫарӑн тата ҫӑлтӑрсен пӗр пайне ҫӗр ҫине шӑлса пӑрахрӗ те таптарӗ вӗсене, 11. вӑл ҫав ҫарӑн Ҫулпуҫӗ патнех ҫӗкленчӗ, Ӑна куллен кӳмелли парнесемсӗр тӑратса хӑварчӗ, Унӑн сӑваплӑ вырӑнне ирсӗрлетрӗ.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Ҫӳлхуҫа, усал ҫынран хӑтарсам мана; хӗсӗрлекенрен сыхласам мана: 3. чӗринче вӗсем усал шухӑшлаҫҫӗ, куллен вӑрҫа хатӗрленеҫҫӗ, 4. чӗлхине ҫӗлен чӗлхи пек ҫивӗчлетеҫҫӗ; вӗсенӗн чӗлхи айӗнче — аспид наркӑмӑшӗ.
Пс 139 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эй Турӑ, ҫӗклен, Хӑвӑн ӗҫне хӳтӗле, ӑссӑр ҫын Хӑвна куллен мӑшкӑлланине асна ил; 23. тӑшманусем кӑшкӑрашнине, Сана хирӗҫ пӑлханакансем вӗҫсӗр шӑв-шав ҫӗкленине ан манӑҫла.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. [Санӑн мухтавлӑхна аслӑламашкӑн,] куллен Санӑн аслӑ илемне мухтамашкӑн чӗлхе-ҫӑварӑм тулли мухтав юрри.8. Да наполнятся уста мои хвалою, [чтобы мне воспевать славу Твою,] всякий день великолепие Твое.
Пс 70 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ман сӑмахӑмсене куллен тӳнтерлетсе калаҫҫӗ; мана усал тӑвасшӑн анчах шухӑшлаҫҫӗ: 7. манӑн чунӑма пӗтересшӗн пуҫтарӑнаҫҫӗ, пытанса лараҫҫӗ, манӑн кашни утӑма сӑнаҫҫӗ.
Пс 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тӑшманӑмсем куллен мана хыпса ҫӑтасшӑн хӗртӗнсе тӑраҫҫӗ: эй Ҫӳлти Турӑ, мана тапӑнакансем ытла та нумай-ҫке!3. Враги мои всякий день ищут поглотить меня, ибо много восстающих на меня, о, Всевышний!
Пс 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эпӗ ҫамрӑкчӗ, ӗнтӗ ватӑлтӑм, тӳрӗ ҫынна пӑрахнине, унӑн ачисем ҫӑкӑр кӗлесе ҫӳренине курмарӑм: 26. вӑл куллен ырӑ тӑвать, кивҫен парать, унӑн йӑхӗ пиллӗхлӗ пулать.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫылӑха каламасӑр пурӑнтӑм та — куллен ахлатнӑран, йынӑшнӑран шӑммӑм-шаккӑм та хӑрӑнчӗ: 4. Санӑн аллу мана кунӗн-ҫӗрӗн пусса тӑчӗ; ҫуллахи шӑрӑхпа типнӗ евӗр, хӗрлӗ сӑнӑм шуралчӗ.
Пс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара вӑл тӑнӑ та хӳхӗм тум тӑхӑнса, пӗтӗм эрешне ҫакса хитреленнӗ; акӑ унӑн хӗрарӑм тарҫи ҫитнӗ, вӑл Олоферн умне, ҫӗре, Иудифь валли кавирсем сарса хунӑ, ҫав кавирсене ӑна Вагой куллен вӗсем ҫинче ларса апатланма панӑ пулнӑ.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Теприсене куллен тыткаламалли ытти япаласене тата пӗтӗм таса япалана, — чи паха ҫӑнӑха, эрехе, йывӑҫ ҫӑвне, ливана, ырӑ шӑршӑлӑха, — шанса панӑ.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вениамин ҫинчен каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр саваканскер Ун патӗнче шанчӑклӑ пурӑнать, [Турӑ] куллен ун хутне кӗрсе тӑрать, вӑл Унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинче канлӗ пурӑнать.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Куллен [туса тӑмалли] кирпӗч шутне ан чакарӑр тенӗ сӑмахсенче Израиль ывӑлӗсен сыхлавҫисем хӑйсен хӗн-асапне курнӑ.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пӑхавҫӑсем [вӗсене] куллен пусахласах ӗҫлеттернӗ: хӑвӑрӑн [палӑртнӑ] ӗҫӗре сирӗн улӑм пулнӑ чухнехи пекех туса пырӑр, тенӗ.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑр хатӗрлекен статьясемпе сюжетсенче эсир куллен Чӑваш Ен ҫыннисен ӗҫри ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа кӑтартатӑр, ҫемье хаклӑхӗсене пропагандӑлатӑр тата ӗҫе юратса хисеплеме вӗрентетӗр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=66 ... cc00d977d9
Вӑл каланӑ тӑрӑх — хальхи вӑхӑтра республикӑра 3900 ытла спорт объекчӗ ӗҫлет, вӗсем куллен 100 пин ытла ҫынна йышӑнма пултараҫҫӗ.
Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
- Хуҫалӑх ӗҫне куллен ҫӗр ҫын хутшӑнать.
Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Куллен хаваспах библиотекӑна ҫӳретӗп.
Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№
Чылайӑшӗ ҫӑмӑл машинӑпа куллен ҫӳрет, ҫавӑнпа водитель прависӗр хӑварсан хӑшӗ-пӗри хӑйне ал-урасӑр тӑрса юлнӑ пекех туять.
Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Куллен тухакан хаҫатра тӑрӑшакансен йышӗ самаях пысӑк пулнӑран пичете хатӗр материалсем «черетре» чылай купаланса каятчӗҫ.
Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Уруков урамӗн пӗр сыпӑкӗпе куллен машинӑпа иртме тивет — ӗҫе каятӑп, киле таврӑнатӑп.
Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№