Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ашшӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗн аллисем ӑна кӑшт ярӑнтараҫҫӗ.

А руки отца слегка покачивали ее.

XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Унӑн кӑшт каялла каҫӑртса хунӑ пуҫӗ ывӑнсан, вӑл ӑна пӗкет те ҫамкипе ашшӗн хулӗ ҫумне пӑчӑртанать.

И когда голова ее, немного запрокинутая назад, уставала, Таня нагибалась и лбом прижималась к его рукаву.

XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Вӑл, чӗвен тӑрса, аллисене ашшӗн хулпуҫҫийӗ ҫине хурать.

Она поднималась на цыпочки, чтобы закинуть руку на плечо отца.

XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Таня кӑшт ҫеҫ ашшӗн хулпуҫҫийӗ ҫине сӗвӗнчӗ.

И Таня легонько прислонилась к плечу отца.

IX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Ашшӗн алли хӗрачана хулпуҫҫинчен кӗтмен ҫӗртен пырса тытрӗ.

Руки отца внезапно легли на ее плечи.

IX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Хӗрарӑмӑн сасси те, килте пур ҫӗрте те илтӗнекенскер, унӑн йӑрӑс ӳт-пӗвӗпе Таня ҫине яланах ачашшӑн пӑхакан кӑмӑллӑ пит-куҫӗ те, ашшӗн кӗрнеклӗ кӗлетки те, унӑн яланах диван ҫинче выртакан ӗне тирӗнчен тунӑ сарлака чӗн пиҫиххийӗ те, вӗсем пурте вылякан пӗчӗк бильярд та.

И голос женщины, повсюду раздававшийся в доме, ее стройный стан и доброе лицо, всегда обращенное к Тане с лаской, и большая фигура отца, его ремень из толстой коровьей кожи, постоянно валявшийся на диване, и маленький китайский бильярд, на котором они все играли, позванивая железным шариком по гвоздям.

VII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Ашшӗн ачанни пек тарпа нӳрелнӗ пичӗ ҫине пӑхса, вӑл ҫапла шухӑшлать: «Лайӑх ҫын-ши вӑл, лайӑх мар-ши?»

И, глядя на его лицо, как у ребенка покрывшееся испариной, она думала: добрый он человек или нет.

VI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Ҫакна Таня хӑйӗн чӗри хыттӑн тапса илнӗрен тата аялта ашшӗн адресне курнӑран пӗлчӗ.

Таня узнала это по тому, как сильно стукнуло ее сердце, и еще по тому, что внизу прочла она адрес отца.

III // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Ашшӗн пархатарне ҫапла мухтанӑшӑн — хӗрача ҫеҫ калать пулин те — сунарҫӑ пит савӑнчӗ.

Охотник был рад похвале своей отцовской щедрости, хотя произнесла ее только девочка.

II // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Кравать те пур унӑн, шурӑ ҫивитти те, куҫкӗски те, урайӗнче кавир, тӑван ашшӗн вара тир-сӑран заводӗнче сыснасем хушшинче выртса-тӑрса пурӑнмалла!

И кровать у него, и простыни, и зеркало, и ковер на полу, — а родной отец должен валяться на кожевенном заводе вместе со свиньями!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ашшӗн ӑнлануллӑ кӗрешӗвне малалла тӑсаканӗ—Микула, тӳрӗ кӑмӑллӑ та таса чун-чӗреллӗ ҫамрӑк, малтанлӑха тус-юлташӗсенчен нимпех те уйрӑлса тӑманскер.

Помоги переводом

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Амӑшӗ виле ҫинче макӑрнӑ пекех макӑрать, ашшӗ ун ҫине кураймасӑр, сиввӗн пӑхать: часах уйрӑлмалла пулни ӑна та тертлентерет, анчах вӑл хӑйӗн тивӗҫӗ, кӳрентернӗ ашшӗн тивӗҫӗ вырӑнне хурса, хӑйӗн туйӑмне — хӑйӗн ачашлӑхне палӑртмарӗ.

Мать причитала над ней, как над мертвою, а отец обходился с ней презрительно холодно: близость разлуки втайне мучила и его, но он считал своим долгом, долгом оскорбленного отца, скрывать свои чувства, свою слабость.

XXXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл пӗлтермерӗ ӑна ашшӗн пӗтӗм парӑмне тӳлесе татма пулнине тата кӗмӗл укҫан пин тенкӗ тыттарнине.

Она не сказала ей, что обещалась заплатить все его долги да с рук на руки дала ему тысячу рублей серебром.

XXXI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл, ораторсем пекех, аллине малалла тӑсса, хӗрне пукан ҫине кӑтартрӗ, Елена, ашшӗн хусканӑвне ӑнланса илеймесӗр, ун ҫине ыйтуллӑн пӑхсан, вӑл пуҫне пӑрмасӑрах: «сире ларма ыйтатӑп», тесе хучӗ.

Ораторским движением руки указал он своей дочери на стул, и когда та, не понявши его движения, вопросительно посмотрела на него, он промолвил с достоинством, но не оборачивая головы: «Прошу вас сесть».

XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

«Вӗтӗ ҫӑмлӑ такасен ашшӗн» сӑн-питӗнче айванла мӑнкӑмӑллӑх, хастарлӑх, кутӑнлӑх, ҫаврӑнӑҫусӑрлӑх, тӑнсӑрлӑх питӗ лайӑх палӑрса тӑнипе тата ҫав вӑхӑтрах кӗлетке Инсаровпа каснӑ-лартнӑ пӗр сӑнарлӑ пулнипе Берсенев ахӑлтатса кулмасӑр тӳссе тӑраймарӗ.

Тупая важность, задор, упрямство, неловкость, ограниченность так и отпечатались на физиономии «супруга овец тонкорунных», и между тем сходство было до того поразительно, несомненно, что Берсенев не мог не расхохотаться.

XX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Пиччӗшсем кадетсен корпусне кӗнӗ; вӑл, чи кӗҫӗнни, ашшӗн юратнӑ ывӑлӗ, йӑмшах кӗлеткине пула килте юлнӑ.

Братья его поступили в кадетские корпуса; он был самый младший, любимец матери, нежного телосложения: он остался дома.

III // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ашшӗн пулнӑ тет вӑл, халь хӑй ҫук, ӑна нимӗҫсем тытса кайнӑ, — ӑнлантартӑм эпӗ юлташсене.

— Он говорит, что этот портрет был у отца, которого забрали немцы.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Гленарван хӳтӗлесе тӑнипе Роберт Грант ашшӗн ӗмӗтне пурнӑҫласа, Лӑпкӑ океанӑн пӗр утравӗ ҫинче Шотланди колонийӗ тума ӗмӗтленет.

И под покровительством Гленарвана Роберт Грант надеется осуществить мечту своего отца: основать шотландскую колонию на одном из островов Тихого океана.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гарри Грант хӑйӗн ывӑлӗ ҫав териех паттӑр ҫӗнтерӳсем тунине ашшӗн Гленарван умӗнчи парӑмӗсенчен пӗр пайне татнине аванах пӗлчӗ.

Гарри Грант узнал о подвигах своего сына, о том, что он уже уплатил часть отцовского долга.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах та вӑл вӗсен ашшӗн сассиех пулнӑ-ши?..

Но был ли это голос их отца?..

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней