Поиск
Шырав ĕçĕ:
8. Акӑ халӗ эпир — хамӑра куҫарса килнӗ вырӑнта; Эсӗ пире, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра пӑрахнӑ аттемӗрсен тӳрӗ мар ӗҫӗсемшӗн тавӑрса, ҫакӑнта салатса ятӑн, пире мӑшкӑл курса, ҫын ылханӗ пулса пурӑнмалла турӑн.
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пӗчӗк ачисемпе кӑкӑр ачисем хула урамӗсенче выҫӑпа виле-виле выртнӑран ман халӑхӑмӑн хӗрӗ патне вилӗм ҫитрӗ; ҫакна курса, куҫӑм куҫҫуль юхтарса вӑйсӑрланчӗ, ӑшӑм-чиккӗм пӑлханать, чӗремӗм ҫурӑлса тухать.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӑшманӗсем мала тухрӗҫ унӑн, ӑна усал суннисем ырӑ курса пурӑнаҫҫӗ: йӗркесӗр ӗҫӗ нумайран Ҫӳлхуҫамӑр ун ҫине ҫапла хуйхӑ ячӗ; хӑйсен умӗнчен уттарса, тӑшмансем вӗсен ачисене тыткӑна илсе кайрӗҫ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Турӑ ҫилли ӑна ҫын пурӑнман ҫӗр туса хурӗ, вӑл пӗтӗмпех пушӑ пулӗ; Вавилон тӗлӗпе иртекен кирек кам та унӑн суранӗсене курса хӑранипе шӑхӑрса илӗ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эдом вара сехре хӑпартмӑш пулӗ; ун тӗлӗпе иртекен кирек кам та унӑн суранӗсене курса хӑранипе шӑхӑрса илӗ.17. И будет Едом ужасом; всякий, проходящий мимо, изумится и посвищет, смотря на все язвы его.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Унӑн шухӑшӗ-тӗллевӗ аслӑ, ӗҫӗсен шучӗ те ҫук. Санӑн куҫу этем ывӑлӗсенӗн пур ҫулне те курса тӑрать, Эсӗ кашнине хӑйӗн ҫулне кура, хӑй ӗҫӗн ҫимӗҫне кура тавӑрса паратӑн. 20. Вӑл Египет ҫӗрӗнче кӗтретсемпе паллӑсем кӑтартнӑ, Эсӗ вӗсене Израильре те, пӗтӗм ҫын хушшинче те халичченех кӑтартатӑн — Эсӗ Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ, вӑл паянхи кунчченех ҫавӑн пек; 21. Эсӗ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, Египет ҫӗрӗнчен паллӑсемпе те кӗтретсемпе, тӗреклӗ аллупа, пысӑк вӑюпа сехӗрлентерсе илсе тухнӑ та 22. ашшӗсене пама пулнӑ ҫак ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, вӗсене панӑ. 23. Вӗсем килсе кӗчӗҫ те ӑна тытса тӑра пуҫларӗҫ, анчах Санӑн сӑмахна итлес темерӗҫ, Сан саккуну тӑрӑх пурӑнас темерӗҫ, ӳкӗтӳсене итлемерӗҫ, ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсем ҫине ҫак мӗнпур хӗн-хура ятӑн. 24. Акӑ хулана ярса илме купаланӑ тӑпра хӳме ҫывӑхрах ӗнтӗ, хулана ярса илӗҫ; вӑл, — хӗҫпе те выҫӑпа, мур чирӗпе хавшаса ҫитнӗскер, — хупӑрласа илнӗ халдейсен аллине лекӗ; Эсӗ мӗн калани пулса пырать, халӗ ҫавна Хӑвах куратӑн. 25. Эсӗ вара, эй Ҫӳлхуҫа Турӑҫӑм, мана каларӑн: «хула халдейсен аллине лекнӗ вӑхӑтра хӑвна валли хир кӗмӗлле сутӑн ил те кӳнтеленсене чӗн» терӗн.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫав ҫынсене пула вара Вавилонра, ҫавӑнта куҫарса килнӗ иудейсем хушшинче, ылханнӑ чухне ҫапла калама пуҫланӑ: «Ҫӳлхуҫа Седекияпа Ахава мӗн тунӑ, сана та ҫапла тутӑр» тенӗ; Седекияпа Ахава вара Вавилон патши вут-ҫулӑм ҫинче ӑшаланӑ; 23. ҫакӑ вӗсене Израильре ирсӗр ӗҫсем тунӑшӑн — хӑйсен ҫывӑх ҫыннисен арӑмӗсемпе аскӑнланса пурӑннӑшӑн, Ман ятӑмпа Эпӗ хушман ҫӗртенех суйса калаҫнӑшӑн — ҫитнӗ; Эпӗ ҫакна пӗлетӗп, Эпӗ ҫакна курса тӑнӑ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ тӳрӗ ҫынна сӑнатӑн, унӑн ӑшчикӗпе чӗрине курса тӑратӑн.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫак хулана вара сехре хӑппи, тӗнче кулли туса хӑварӑп; ун витӗр иртен-ҫӳрен кирек кам та унӑн суранӗсене курса шалт тӗлӗннипе шӑхӑрса ярӗ.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Манӑн куҫӑм вӗсен мӗнпур ҫулне курса тӑрать; вӗсем Ман умӑмран тараймаҫҫӗ, вӗсен ултавӗ Ман куҫӑмран пытанса юлаймасть.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ Санпа сутлашас пулсассӑн, тӳрри Эсӗ пулӑн; ҫапах эпӗ Санпа тӳрӗ сут ҫинчен калаҫӑп: мӗншӗн-ха усаллисен ҫулӗ ӑнса пырать, ултавҫӑсем пурте ырӑ курса пурӑнаҫҫӗ?
Иер 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ ҫакна пӗтӗмпех курса тӑратӑп! тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсем — самӑртнӑ ӑйӑрсем: кашниех ют арӑма курса кӗҫенет.8. Это откормленные кони: каждый из них ржет на жену другого.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Израиль хӗрне, Мана пӑрахнӑскере, Эпӗ аскӑнла ӗҫӗсемшӗн хӑваласа ятӑм, уйӑрӑлни ҫинчен ӑна ҫыру ҫырса патӑм, унӑн ултавлӑ хӗр тӑванӗ Иудея ҫакна курса та хӑраса ӳкмерӗ, вӑл хӑй те аскӑнла ӗҫсем турӗ, ҫавна Эпӗ курса тӑтӑм.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫапла тунӑ хыҫҫӑн Эпӗ ӑна: «Ман патӑма таврӑн» терӗм; анчах вӑл таврӑнмарӗ; ҫакна унӑн ултавлӑ хӗр тӑванӗ Иудея та курса тӑчӗ.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ сире тулӑх ҫимӗҫ паракан ҫӗршыва илсе килтӗм, унӑн ҫимӗҫӗпе тӑранса, унӑн ырӑлӑхне курса пурӑнччӑр терӗм; эсир вара унта ҫитрӗр те Манӑн ҫӗрӗме вараларӑр, Манӑн еткере ирсӗре кӑлартӑр.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн ятна тӑшманусене пӗлтермешкӗн Санӑн сӑну умӗнче сӑрт-тусем шӑратакан вут-ҫулӑмпа, вӗретекен шывпа ирӗлнӗ пек ирӗлсе кайӗччӗҫ, Санӑн сӑнна курса халӑхсем ҫӳҫенӗччӗҫ.
Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ӳлӗмрен мӗн пулассине калӑр та, эсир турӑсем иккенне пӗлсе тӑрӑпӑр эпир, е мӗн те пулин — ыррине-и, усаллине-и — туса кӑтартӑр, эпир тӗлӗнер, сирӗнпе пӗрле курса тӑрар.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Куҫа шыв пек курӑнни — кӳлӗ, типсе хӑрӑннӑ ҫӗр ҫӑлкуҫ пулса тӑрӗ; шакал канӑҫлӑх курса пурӑнакан ҫӗрсенче чаканпа хӑмӑш ӳсе пуҫлӗ.
Ис 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсем ҫапла калаҫҫӗ: «васкатӑр Вӑл, Хӑйӗн ӗҫне хӑвӑртрах тутӑр — эпир курса тӑрӑпӑр, Израиль Святойӗ палӑртса хуни ҫывӑхартӑр, пурӑнӑҫлантӑр — эпир пӗлсе тӑрӑпӑр!» тееҫҫӗ.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.