Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑрман сăмах пирĕн базăра пур.
вӑрман (тĕпĕ: вӑрман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑнта ӗҫе ячӗҫ те ӗнтӗ пирӗн вӑрман уҫланкинче резервӑра тӑракан полка.

Тут-то и был введен в дело наш стоявший на лесной просеке в резерве полк.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Инҫетри вӑрман ярӑмӗ ҫинче кӑвак тӗтӗм тӗтӗрсе ракетӑсем пӗрхӗнеҫҫӗ.

Над дальней грядкой леса взметнулись окрашенные лиловым дымом ракеты.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Щегольковпа ылмашӑнчӗ те вӑл, бинокльне майлаштарса, нумайччен ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле, вӑрман еннелле пӑхса тӑчӗ.

Сменил Щеголькова и, приладив бинокль, долго глядел на северо-запад, к лесу.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑрман хыҫӗнчен тупӑ сасси янӑрама пуҫларӗ; ку хутра вӑл салтаксен хӑлхине мӗнпур вӑйпа ҫитсе ҫапӑнчӗ, утсене сехрелентерсе пӑрахрӗ.

За лесом пухнул орудийный гул; теперь он потрясал слух всадников, заставляя настораживаться лошадей.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ял хыҫӗнче ешӗл йывӑҫсем шӗвӗр тӑррисемпе сенкер пӗлӗт тупине тӗкӗленӗ пек вӑрман курӑнса ларать.

За деревушкой, зелеными остриями вонзаясь в синеющий купол неба, виднелись вершины леса.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вагон ӑшӗнче ҫеҫенхирти эрӗм шӑрши тӑрать, лаша тарӗпе ҫурхи сӗлкӗш шӑрши кӗрет, ҫав хутранах тата тавракурӑм хӗрринче вӑрман ярӑмӗ, каҫхи тӗксӗм сӑлтӑр пек инҫетри, ытамлайми, салху шухӑша путнӑ сенкер вӑрман ярӑмӗ сулланать.

Пахло в вагоне степной полынью, конским потом, вешней ростепелью, и, далекая, маячила на горизонте прядка леса, голубая, задумчивая и недоступная, как вечерняя неяркая звезда.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Уҫса хунӑ алӑк витӗр ют ҫӗр тӳремлӗхӗ шӑвӑнса иртет, инҫетре сенкер те ачаш вӑрман ярӑмӗ карусель пек ҫаврӑнса юлать.

Мимо раздвинутых дверок вагона скользила чужая равнинная земля, вдали каруселила голубая и нежная прядка леса.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑрман касма кайсан юлнӑскер…

С порубки это…

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йытӑсем кашкӑрӑн ҫулне тип вар вӗҫӗнчен пуҫланакан вӑрман енчен пӳлсе илнӗ те, ут таканӗ евӗр алкартилесе, ун ҫинелле кӗпӗрленсе вӗрсе пыраҫҫӗ.

Собаки шли на него лавой, охватывая подковой, отрезая от леса, начинавшегося в конце буерака.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хуҫкаланчӑк ҫиҫӗм йӑлтӑркки пек касса татрӗ унӑн шухӑшне кӗске асаилӳ: вӑрман, капӑр кӗмӗл кутлӑх тӑхӑнтартнӑ пек шурӑ та элккем тумлӑ йывӑҫсен вуллисем; Аксинйӑн мамӑк тутӑр айӗнчи хӗрӳллӗ йӑлтӑртатса тӑракан нӳрӗ хура куҫӗсем…

Как вспышка зигзагистой молнии, перерезало мысли короткое воспоминание: лес, бурые стволы деревьев в белом пышном уборе, как в нарядной серебряной шлее; влажный, горячий блеск черных, из-под пухового платка Аксиньиных глаз…

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫуна тупанӗсемпе якалнӑ ҫул йӑлтӑркки, тӗссӗр кӑвак пӗлӗт кирӗклӗхӗ, вӑрман, чӗлхесӗрскер, йывӑр ыйха путнӑскер…

Притертый полозьями глянец дороги, серая ветошь неба, лес немой, смертно сонный…

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пас тытнипе чӗнтӗр евӗр эрешленнӗ вӑрман шап-шурӑ курӑнать.

В лесу, завешанном кружевным инеем, строгая бель.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унта вӑрман сарӑлса ларни уҫҫӑн курӑнать, Дон леш енчи кӳлӗ ҫинче, хӑях ҫийӗпе, пулса ҫитнӗ хӑмӑш, махорка евӗрлӗскер, ӗшенчӗклӗн хумханать.

Там приметно желтел лес, вызревший махорчатый камыш устало гнулся над задонским озерцом, над осокой.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ильинична чие ҫырли пек хӗрелсе, йӑлкӑшса ларать, унӑн тӑхлачи эрех ӗҫсе тултарнипеле тӑм тивнӗ вӑрман улмийӗ пек симӗсленсе кайнӑ.

Ильинична полыхала вишневым румянцем, сваха ее зеленела от водки, как зашибленная морозом лесная груша-зимовка.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑрман ҫумӗнчен ҫулма пуҫлатпӑр-и? — ыйтрӗ Григорий.

— От лесу будем зачинать? — спросил Григорий.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Авӑ унта, ваше благороди, вӑрман ҫывӑхӗнче.

— А вон, ваше благородие, возле леса.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Куҫне хӗсерех пӑхма пуҫларӗ — вырӑнӗ палланӑ пек: хӑрах айккинче вӑрман, вӑрман хыҫӗнчен темскерле шалча курӑнать, таҫта инҫетре, ҫӳл тӳпере пек вӑл.

Начал прищуривать глаза — место, кажись, не совсем незнакомое: сбоку лес, из-за леса торчал какой-то шест и виделся прочь далеко в небе.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӑрман хыҫӗнчен ырхан та типшӗм, вӑрӑм чӗрнеллӗ алӑсем ҫӗкленчӗҫ; чӗтренсе илчӗҫ те куҫран ҫухалчӗҫ.

Из-за леса поднялись тощие, сухие руки с длинными когтями; затряслись и пропали.

XV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Йывӑҫсем, сӗм вӑрман пек йӗри-тавра хупӑрласа илчӗҫ те, чӗрӗ пекех, хура сухалӗсене силлесе, вӑрӑм турачӗсене малалла тӑсса, ӑна пӑвса вӗлерме хӑтланаҫҫӗ; ҫӑлтӑрсем ун умӗнче, пурне те ун ҫине тӗллесе кӑтартса, малта чупса пынӑн туйӑнать: ҫул хӑй ун йӗрӗпе ыткӑнса пырать пек.

Деревья, обступивши темным лесом и как будто живые, кивая черными бородами и вытягивая длинные ветви, силились задушить его; звезды, казалось, бежали впереди перед ним, указывая всем на грешника; сама дорога, чудилось, мчалась по следам его.

XIV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тӳпере ту пек хура-кӑвак пӗлӗтсем шума пуҫласан вара, хура вӑрман кӑкланса тухас пек тайӑлма тытӑнсан, юмансем шатӑртатнӑ чух, пӗлӗтсем хушшинче ҫиҫӗм йӑлтлатса илсе пӗтӗм тӗнчене ҫутатнӑ чух, — хӑрушла ун пек чух Днепр!

Когда же пойдут горами по небу синие тучи, черный лес шатается до корня, дубы трещат и молния, изламываясь между туч, разом осветит целый мир — страшен тогда Днепр!

X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней