Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗрсен (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсем патне хӑнасем пырасса кӗтмен хӗрарӑмсем, Никифоровпа Крапивин вырӑсла хапха калинккине уҫса кӗрсен, вӑтаннипе аванмарлансах кайрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лаҫҫа кӗрсен, вӑл кӑварланса выртакан вучахран самай пысӑк икӗ тӑм чӑмакки туртса кӑларчӗ, алса тулӗпе тытса, пӗрне ҫӗклерӗ те шап! пӑрахрӗ ҫӗре.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сых енне хыҫалалла ҫаврӑнкаласа пӑхсах утнӑ май (ара, хӑй тахҫан Кашкӑр Микулине хӗрлӗ автан ярса хӑварнӑ яла килет-ҫке, ҫитменнине, пӗр кутамкка хаҫат, кӗнеке, листовка йӑтнӑ), шӑп масарпа усрав вӑрман хушшине кӗрсен, Вӑрманхыҫ енчен хӑйне темле ҫатан урапа хӑваланине асӑрхарӗ те вӗлт ҫеҫ пӑрӑнчӗ сылтӑмалла, ҫамрӑк юманлӑхри шӗшкӗ тӗмӗсем хушшинелле.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шӑллӗ алӑкран кӗрсен, Антун сӗтел хушшинчен тӑчӗ, ӑна хытӑ-хытӑ ыталаса илес тесе, аллисене сарса ячӗ, хирӗҫ хавассӑн утса пычӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах, Минӑпа тусӗсем пырса кӗрсен, урӑлчӗҫ тейӗн — шӑпӑрт пулчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Урапасен килне кӗрсен кӑна тӑна кӗчӗ, килкартине, пӳрте ухтарам пек туса, кӑшт пӑхкаласа тухсан, шалт аптӑранӑ Тарьепе калаҫкаласа ларчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӳрте кӗрсен, вӑл йӑмӑкне айккинчен кӑшт пӑхса илчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин камерӑна кӗрсен, вырӑн ҫинче выртакан Телегин тӑрса ларчӗ, анчах ура ҫине ҫӗкленмерӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Енчен вӑл хӑнасемпе кӗрсен? — иккӗленчӗ Валет.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем мӑн урама пӑрӑнса кӗрсен те чӗрӗк сехет картишӗнчех тӑчӗ, унтан пуҫне калинккерен кӑларса унталла-кунталла пӑхкаларӗ те, пысӑках мар хутаҫа кӗпе айне пытарса тухрӗ, килне йӑпӑрт кӑна чупса каҫрӗ, пӳрте кӗмесӗрех, сарайне кайса алла кӗреҫе тытрӗ те пахчана, ун вӗҫӗнчи ҫырмана анчӗ…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем камерӑна кӗрсен, унта ларакан пӗртен-пӗр ҫын, — хуп-хура ҫӳҫлӗ, хура шӗвӗр сухаллӑ, вӑтӑрсенчи пӗчӗк тутар, — сак ҫинчен якӑлт сиксе тӑчӗ…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ванькка, — терӗ вӑл тӑна кӗрсен, — Телегин, приказ итле: пӑрахса хӑвар мана.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шаларах кӗрсен, хыҫалтан ӑнсӑртран пырса тапӑнас хӑрушлӑх пӗтсен, Ванькка та мала иртрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кабинет евӗр пӳлӗмне кӗрсен, вӑл Телегинӑн вараланса-ҫурӑлса пӗтнӗ тумтирне куҫ хӗррипе пӑхкаларӗ те, ҫемҫе пукан пур ҫӗртех, хыҫсӑрри ҫине ларма сӗнчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешсем сарайне урапа-ҫуна пӑхма кӗрсен, хӗрлӗ армеецсем хӑвӑрт кӑна хӑма пӳртрен тухрӗҫ те, улӑм купинче пытанас тесе, хыҫалти калинккерен пахчана вӗҫтерчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чурачӑка ҫӗр выртма кӗрсен, хӑйне милици уйрӑмӗнчи темле пӳлӗме хупса хурас умӗн кӑна конвойӑн аслинчен ыйтрӗ:

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗле кӗрсен, ҫӗнӗ ҫул умӗн, выльӑх йӳнелме тытӑннӑ вӑхӑтра, вӑл, ашшӗпе хуньӑшӗнчен укҫа кивҫен илсех, ҫӗр вӑтӑр тенкӗ парса ӑйӑр туянчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Блемер унӑн силленекен кӗлеткине пӑхса юлнӑ май халӗ те ӗненмест-ха, анчах Тарт пӗкӗрӗлсе вӑрман катин чӑпар ешӗллӗхне кӗрсен матрос тӳссе тӑраймарӗ, таркӑна ҫухатасран хӑранипе тӑруках тилӗрсе кайрӗ, сывлайми пулчӗ, уҫланкӑпа чупса каҫнӑ ҫӗртех курокне пеме хатӗрлерӗ, тӗм авӑннӑ-ҫатӑртатнӑ еннелле кӑшкӑрчӗ:

Блемер смотрел на его раскачивающуюся фигуру и все еще не верил, но, когда Тарт, согнувшись, нырнул в пеструю зелень опушки, — матрос не выдержал, задохнувшись от внезапного гнева и страха упустить беглеца, Блемер перебежал поляну, на ходу взвел курок и крикнул в ту сторону, где гнулись и трещали кусты:

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Виҫҫӗмӗш палатӑна кӗрсен тӑмпа сӗрнӗ пек хура-хӗрлӗ питлӗ икӗ ҫынна курчӗ.

Пройдя в третью палату, он увидел двух мужиков с темно-красными лицами, точно вымазанными глиной.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Хыпарта пӗлтернӗ тӑрӑх арҫын QR-код кӑтартнӑ, хӑйне япӑх пулнине вӑл лавккана кӗрсен туйнӑ.

Сообщается, что мужчина показал QR-код, себя он плохо почувствовал уже зайдя в магазин.

Ҫӗнӗ Шупашкарта QR-код тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн арҫын вилсе кайнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30861.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней