Поиск
Шырав ĕçĕ:
12. Ӗнтӗ куҫҫулӗ тӑкнӑ, татӑлса макӑрнӑ, хӗҫрен пуҫ хунӑ Саулпа унӑн ывӑлне Ионафана, Ҫӳлхуҫа халӑхне, Израиль йӑхне асӑнса каҫчен типӗ тытнӑ.
2 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Филистимсем Саул тӗлӗшӗнчен мӗн туни ҫинчен Галаадри Иавис ҫыннисем илтнӗ те, 12. мӗнпур вӑйпитти ҫын кар хускалнӑ, вӗсем ҫӗрӗпе утнӑ, Саулпа унӑн ывӑлӗсен ӳчӗсене Беф-Сан хӳми ҫинчен антарса Иависа илсе ҫитернӗ, вӗсене ҫавӑнта ҫунтарса янӑ; 13. унтан, вӗсен шӑммисене пухса, Иависри юман айне пытарнӑ, ун хыҫҫӑн ҫичӗ кун типӗ тытнӑ.
1 Пат 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Маон хулинче пӗр ҫын пурӑннӑ, унӑн ят ҫӗрӗ, пурлӑхӗ Кармилта пулнӑ, вӑл питӗ пуян пулнӑ; вӑл виҫӗ пин пуҫ сурӑх, пин пуҫ качака тытнӑ; сурӑх ҫӑмӗ каснӑ чухне вӑл Кармилта пулнӑ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Вӑл хӑй туйине тытнӑ, ҫырмаран пилӗк яка чул суйласа илнӗ, вӗсене хӑй ҫумӗнчи кӗтӳҫ хутаҫҫине чикнӗ; хутаҫпа та аллинчи чулравпа филистима хирӗҫ тухнӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах [Саул] ӑна тумтирӗ аркинчен ярса тытнӑ та ҫурсах янӑ.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Саул вара Амалика Хавила хулинчен пуҫласа Египет ҫывӑхӗнчи Сур тӑрӑхне ҫитичченех аркатса тӑкнӑ; 8. Агага, Амалик ҫӗрӗн патшине, чӗррӗн ярса тытнӑ, халӑхне пӗтӗмпех хӗҫпе вӗлерсе тухнӑ, [Иерима та вӗлернӗ].
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑн хыҫҫӑн эсӗ Турӑ сӑрчӗ ҫине ҫитӗн, унта филистимсен ҫар ушкӑнӗ тӑрать, [унта Филисти пуҫлӑхӗсем;] ҫавӑнта хулана пырса кӗрсессӗн, сӑрт ҫинчен анакан пророксен ушкӑнне тӗл пулӑн, вӗсем псалтирьпе тӳнкӗр, шӑхличӗпе кӗсле тытнӑ, вӗсем Турра мухтаса юрлӗҫ; 6. сан ҫине Турӑ Сывлӑшӗ анӗ, эсӗ те вӗсемпе пӗрле Турра мухтаса аслӑлӑн, вара урӑх ҫын пулса тӑрӑн.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара Массифӑна пуҫтарӑннӑ, шыв ӑсса, Ҫӳлхуҫа умне тӑкнӑ, ҫав кун эпир Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗтӗмӗр тесе типӗ тытнӑ.
1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Парне кӳнӗ кун Елкана унӑн пайӗсене хӑйӗн арӑмне Феннанӑна тата унӑн мӗнпур ывӑлӗпе хӗрне уйӑрса панӑ; 5. Аннӑна вара [унӑн ача ҫук тесе] ятарлӑ пай панӑ; Ҫӳлхуҫа Аннӑн варне хупӑ тытнӑ пулин те, упӑшки ӑна [Феннанӑна юратнинчен ытларах] юратнӑ.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ӗнтӗ пӗтӗм Израиль ывӑлӗ, пӗтӗм халӑх Турӑ ҫуртне кайнӑ та ҫӗре ларса Ҫӳлхуҫа умӗнче макӑрнӑ, ҫав кун вӗсем мӗн каҫ пуличченех типӗ тытнӑ, Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иккӗмӗш кунне Вениамин та Гива хулинчен вӗсене хирӗҫ тухнӑ, вара хӗҫ тытнӑ Израиль ывӑлӗсенчен тата вунсакӑр пин ҫыннине пӗтернӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вениамин ывӑлӗсене шутламасан, хӗҫ тытнӑ израильсем вара тӑватҫӗр пин ҫын шутланнӑ; вӗсем пурте вӑрҫа юрӑхлӑскерсем пулнӑ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫав кун хуласенчен пуҫтарӑннӑ, хӗҫ тытнӑ Вениамин ывӑлӗсен шучӗ ҫирӗм ултӑ пин ҫынна ҫитнӗ; унсӑр пуҫне тата Гивӑра пурӑнакансенчен ҫичҫӗр ҫын суйласа илнӗ; 16. пӗтӗм халӑх хушшинчен суйласа илнӗ ҫав ҫичҫӗр ҫын лӳкше пулнӑ, вӗсем сулахай аллипе пуҫран тӗллесе чӗвве ярсан, чулӗ нихӑҫан та айккине ӳкмен.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Турӑ халӑхӗн пухӑвне [Ҫӳлхуҫа умне] пӗтӗм халӑх пуҫлӑхӗсем, пӗтӗм Израиль йӑхӗ пуҫтарӑннӑ, хӗҫ тытнӑ тӑватҫӗр пин ҫуран ҫын пухӑннӑ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсем Гивӑра ҫӗр каҫма шут тытнӑ та ҫавӑнта пӑрӑнса кӗнӗ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Унтан вӗсем Ефрем тӑвӗ ҫине ҫул тытнӑ та Миха ҫурчӗ патне ҫитсе тухнӑ.13. Оттуда отправились они на гору Ефремову и пришли к дому Михи.
Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ӗнтӗ филистимсем ӑна ярса тытнӑ та куҫне чиксе шӑтарнӑ, кайран ӑна Газа хулине илсе пырса икӗ пӑхӑр сӑнчӑрпа сӑнчӑрланӑ, Самсон вара тӗрме ҫыннисен ҫуртӗнче арман чулӗ ҫавӑрнӑ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Самсон вара виҫҫӗр тилӗ тытнӑ та вӗсене пӗр-пӗрин хӳринчен ҫыхса, кашни икӗ хӳре хушшине сӑмала вут пуҫӗ ҫыхса лартнӑ; 5. вут пуҫӗсене тивертсе тилӗсене филистимсен выракан хирне янӑ, ҫапла ҫӗмелсем те, вырман тырӑ та, иҫӗм пахчисемпе ҫу йывӑҫҫин катисем те ҫунса кайнӑ.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӑна Ваалвериф ҫуртӗнчен ҫитмӗл сикль кӗмӗл панӑ; ҫав укҫапа Авимелех ҫапкаланчӑксемпе куштансене тара тытнӑ, лешӗсем ун хыҫҫӑн кайнӑ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑл пӗр Сокхоф ачине тытнӑ та унран Сокхоф пуҫлӑхӗсемпе аслӑ ҫыннисем ҫинчен ыйтса пӗлнӗ; ача ҫитмӗл ҫичӗ ҫын ятне ҫырса панӑ.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.