Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

темӗн (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нина Капитоновна Катьӑпа иксӗмӗре темӗн ҫинчен каласа пачӗ те, сасартӑк.

Нина Капитоновна что-то рассказывала нам с Катей и вдруг

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Степа Иванов, страус пек, темӗн ҫисе те ҫӗртме пултаратчӗ, вӑл пуринчен те тулличчӗ, ыттисем пӗтсе кайнӑччӗ, чирле пуҫларӗҫ, хал та чакнӑҫемӗн чакса пычӗ.

Кроме Степы Иванова, который, как страус мог переварить что угодно, мы худели, болели и чувствовали себя очень плохо.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапах унта та темӗн чӗриклететчӗ, темӗн шӑтӑртататчӗ — сасартӑк пӗр вӗҫҫӗн чӗтретсе шаккани илтӗнетчӗ, — сехет мӑлатукӗ янӑракан япала хӗррипе ҫапнӑ пек.

Но и там что-то поскрипывало, шуршало — и вдруг начинался мерный дребезжащий стук, как будто молоточек в часах бил мимо звонка.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл Пугачев патне пырса, ӑна хӑлхаран темӗн каларӗ.

Он подошел к Пугачеву и сказал ему на ухо несколько слов.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫеҫенхирте ҫӳрекен ҫынсем, крепӑҫри хусканӑва сиссе, пӗр ҫӗре пухӑнчӗҫ те темӗн ҫинчен канашлама пуҫларӗҫ.

Люди, разъезжающие в степи, заметя движение в крепости, съехались в кучку и стали между собою толковать.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тул ҫутӑлса ҫитрӗ, халӗ ӗнте Мускав лайӑхах курӑнать: ҫуртсем, ҫуртсем (маншӑн вӗсем пурте вокзал пек туйӑнаҫҫӗ), темӗн пысӑкӑш юр кӗрчӗсем тӑсӑлаҫҫӗ, трамвайсем сайра пӗрре кӑна иртеҫҫӗ.

Совсем рассвело, и Москва была теперь видна: дома, дома (мне казалось, что все это — вокзалы), огромные кучи снега, редкие трамваи.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир Гаттерас капитан пек (Петька мана ун ҫинчен темӗн те каласа панӑ, хӑшпӗр вырӑнсене Жюль Верн тӗлӗкӗнче те курман пулӗ) малтан малалла каятпӑр.

Подобно капитану Гаттерасу (Петька рассказывал мне о нем с такими подробностями, о которых не подозревал и сам Жюль Верн), мы шли вперед и вперед.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

…Ҫав самантра мана, сылтӑм хулпуҫҫирен кӑшт аяларахран, темӗн хытах тӑрӑнчӗ; эпӗ ӳкрӗм те ӑнран кайрӑм.

В это самое время меня сильно кольнуло в грудь пониже правого плеча; я упал и лишился чувств.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Темӗн чухлӗ ырлӑхшӑн та!

Ни за какие благополучия!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Марья Ивановна кӗтессе кайса ларчӗ те темӗн ҫӗлеме тытӑнчӗ.

Марья Ивановна села в угол и стала шить.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Сасартӑк темӗн хураскер курӑнса кайрӗ.

Вдруг увидел я что-то черное.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ географие епле вӗреннине курнӑ-курманах, атте мана хӑлхаран ярса илчӗ, унтан Бопре патне чупса пырса, ӑна сасартӑк вӑратре те темӗн те пӗр калама тытӑнчӗ.

Увидя мои упражнения в географии, батюшка дернул меня за ухо, потом подбежал к Бопре, разбудил его очень неосторожно и стал осыпать укоризнами.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл темӗн каласшӑнччӗ, анчах ассӑн кӑна сывласа илчӗ.

Она хотела что-то отвечать, но только вздохнула.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Темӗн йывӑр пуласса сисни ман ӑша вӑркатать.

Тяжелое предчувствие волновало мою душу.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Капитан ҫав вӑхӑтра хӑйӗн пистолечӗсене авӑрларӗ те пӗрне, ӑшшӑн кулнӑ пек, темӗн пӑшӑлтатса, Грушницкие тыттарчӗ, тепӗрне мана пачӗ.

Капитан между тем зарядил свои пистолеты, подал один Грушницкому, с улыбкою шепнув ему что-то; другой мне.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл капитана аяккалла ҫавӑтса кайрӗ те ӑна темӗн ҫинчен ҫав тери хӗрӳллӗн калама тытӑнчӗ: куратӑп акӑ, унӑн кӑвакарнӑ тути чӗтрет, анчах капитан йӗрӗнсе ҫеҫ кулса илчӗ те унран пӑрӑнчӗ.

Он отвел капитана в сторону и стал говорить ему что-то с большим жаром; я видел, как посиневшие губы его дрожали; но капитан от него отвернулся с презрительной улыбкой.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Нимӗн те кирлӗ мар, туссем мана ыранах манаҫҫӗ, е унтан та япӑхрах, ман ҫинчен, турӑ пӗлет, темӗн те пӗр каласа пӗтерӗҫ; хӗрарӑмсем урӑххине ыталаса, вӑл вилнӗ ҫын ҫумне ан хуштӑр тесе, кулӗҫ манран.

Друзья, которые завтра меня забудут или, хуже, возведут на мой счет бог знает какие небылицы; женщины, которые, обнимая другого, будут смеяться надо мною, чтоб не возбудить в нем ревности к усопшему, — бог с ними!

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫапах пурӑнатӑп — малалла мӗн пулать-ши тесе: темӗн ҫӗннине кӗтетӗп…

А все живешь — из любопытства: ожидаешь чего-то нового…

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Манӑн юрату никама та телей паман, мӗншӗн тесен эпӗ хам кама юратнӑ, ӑна уншӑн пӗр ырӑпа та тавӑрман: эпӗ хамшӑн юратнӑ, пӗр хама килентересшӗн юратнӑ; эпӗ чӗре темӗн ыйтнине ҫеҫ туса пынӑ, вӗсен сисӗмӗсене, вӗсен ачашлӑхне, вӗсен хаваслӑхӗсемпе асапӗсене ҫӑтӑланса ҫӑтнӑ — ҫапах нихӑҫан та тӑранма пултарайман.

Моя любовь никому не принесла счастья, потому что я ничем не жертвовал для тех, кого любил: я любил для себя, для собственного удовольствия: я только удовлетворял странную потребность сердца, с жадностью поглощая их чувства, их радости и страданья — и никогда не мог насытиться.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Темӗн тӗртрӗ мана унӑн чӳречи патнелле.

Что-то меня толкнуло к этому окну.

Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней