Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

темӗн (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темӗн мар.

— Да нет, ничего.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӳрнисем кӑвакарчӗҫ унӑн, сӑнӗ авӑс тӗслӗ пулчӗ, анчах унӑн шӑтарса пӗтерсе хӗн курнӑ ӳчӗпе тата темӗн аппаланатчӗҫ.

Она лежала с синими пальцами, и лицо становилось уже восковым, но все ещё что-то делали с этим бедным, измученным, исколотым телом.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачи Петя сӑнарлӑ иккенӗ ӑна килӗшетчӗ, чӑнласах та, ачин профилӗнче темӗн вӑрӑмми пур — вунӑ кунхи кӑна пулин те унӑн профилӗ пур.

Ей нравилось, что он похож на Петю, и в самом деле что-то длинное было в этом профиле, — хотя ему было всего десять дней, у него был уже профиль.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑйне илтмесӗр вӑл темӗн каларӗ, сасси те ӑшӗ капланнине пула сасартӑк урӑхла илтӗнчӗ…

Он говорил что-то, не слыша себя, и голос его вдруг стал совсем другой от волнения…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Темӗн ҫиеттӗмӗр эпир вӗҫӗмсӗр, унтан уҫӑлса ҫӳреме тухрӑмӑр, мӗншӗн тесен эпӗ Ленинграда курма ӗлкӗреймерӗм-ха терӗм, Саня хӗрсе ҫитрӗ те «эппин ку мӗнле хула иккенне хам кӑтартса ҫӳрем-ха сана» терӗ.

Мы что-то ели без конца, а потом пошли гулять, потому что я сказала, что ещё не успела посмотреть Ленинград, и Саня загорелся и сказал, что он хочет сам «показать мне, что это за город».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня темӗн ҫинчен васкавлӑн ыйтатчӗ, эпӗ ун сӑмахне илтмесӗрех ответ парса пытӑм.

Саня что-то быстро спрашивал, и я отвечала не слыша.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун чухне мана ҫӗр ҫинче те, пӗлӗт ҫинче те темӗн ытарса илмелле марри пулмалла пекчӗ.

Тогда мне казалось, что должно произойти что-то необыкновенное, какая-то перемена во всём — и на земле и на небе.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурте лайӑх иртрӗ, анчах малтанхи кунхине хам юратса пӑрахнӑ профессора темӗн ҫитмен пекчӗ.

Всё обошлось, но профессор, в которого я накануне влюбилась, был, кажется, чем-то недоволен.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан сӗтел урлӑ кармашрӗ те стена ҫинчен темӗн хӑйпӑтасшӑн аппаланчӗ.

Потом перегнулся через стол и стал что-то снимать со стены.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан платьене урӑхлатас тесе эпир Кирӑпа темӗн ҫӗлесе те кӗскетсе аппалантӑмӑр.

Потом мы с Кирой что-то сделали с платьем — подкололи, подшили.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанхи кансӗр минут иртрӗ, вӑл шӳтленӗ кӑмӑлпа манӑн карттӑ пирки темӗн ыйтрӗ, Зильмердакски свитӑпа Ашинскипе арпаштармарӗ-ши вӑл.

Первая неловкая минута прошла, он шутливо спросил что-то насчёт моей карты, не спутала ли я Зильмердагскую свиту с Ашинской.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗррехинче акӑ кукамай ман пата килмерӗ, тепӗр кун ирхине вӑл мана: чӗрене темӗн пулчӗ тесе, телефонпа пӗлтерчӗ.

Но вот однажды бабушка не пришла, а наутро позвонила и сказала, что у неё что-то стало с сердцем.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Николай Антоновичпа, паллах ӗнтӗ, калаҫмастӑп эпӗ, — терӗм малалла, хама хам темӗн пек лӑплантарасшӑн пулсан та лӑплантараймасӑр.

— С Николаем Антонычем я, разумеется, не стану объясняться, — продолжала я, чувствуя, что у меня ноздри раздуваются, стараясь успокоиться и чувствуя, что не в силах.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл тата темӗн каларӗ те, анчах эпӗ хам хыҫҫӑн алӑка хупса чупсах тухрӑм.

Она ещё говорила что-то, но я уже выбежала и захлопнула двери.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ йӗме тытӑнатӑп та тинех вӑл мана ҫӗклесшӗн пӗшкӗнет, анчах темӗн пулать хӑйне, урайне ларать, унтан вара шӑппӑнах урайне тӑсӑлса выртать, ҫийӗнче унӑн чӑкӑртатса тӑракан капӑр хура платье.

Я начинаю реветь, и тогда она оборачивается и наклоняется, чтобы поднять меня, но что-то делается с нею — и она садится на пол, потом ложится и тихонько лежит, вытянувшись на полу, в своём чудном чёрном шуршащем платье.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Апла калани те тӗрӗс марччӗ пулӗ, мӗншӗн тесен алла илнӗ тетрачӗсенчен пӗрне уҫса пӑхрӑм та темӗн пичетленине асӑрхарӑм — кӗнекерен ҫурса илнӗ страница пек, — анчах халь унпа калаҫма юрамастчӗ-ха, вара эпӗ хисеплӗн пуҫӑма тайса: — Тавтапуҫ, Миша, — терӗм.

Возможно, что это снова была неправда, потому что я наудачу открыла одну тетрадь, и там оказалось что-то печатное — точно вырванная из книги страница, — но теперь с ним больше нельзя было говорить, и я только поблагодарила очень вежливо: — Спасибо, Миша.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл тухса каймарӗ, ҫаплах темӗн пӑшӑлтатрӗ.

Он не уходил, все шептал.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл Николай Антоныч патне пырса темӗн пӑшӑлтатасшӑнччӗ.

Он бросился было к Николаю Антонычу и стал ему что-то шептать.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Вӑл чирлӗ-и, сывӑ-и, чӗрӗ-и, вилӗ-и, пурпӗрех ӑна курассӑм килмест манӑн», тенӗччӗ вӑл, ҫавна пула тӗлӗнмелле лӑплантӑм та ҫав тертлӗ кунхине темӗн чухлӗ ӗҫлерӗм.

«Больного или здорового, живого или мертвого, я не хочу его видеть», как все становилось на место, и я сам удивлялся спокойствию, с которым говорил и действовал в этот хлопотливый день.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл темӗнччен столовӑйра ларчӗ, нимӗн те тумарӗ, эпир чӑматансене епле тултарни ҫине пӑхса ҫеҫ тишкӗрсе ларчӗ, унтан ҫавӑнтах ларнӑ ҫӗртен тӑчӗ те кухньӑна ҫуртра ӗҫлекен карчӑка ятлама кайрӗ, лешӗ темӗн сахал туяннӑ пулать вара.

Она долго сидела в столовой и ничего не делала, только критиковала нашу укладку, а потом сорвалась и как ни в чем не бывало, побежала на кухню ругать домработницу за то, что та чего-то там мало купила.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней