Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

темӗн (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта темӗн чухлӗ яш-кӗрӗм пуҫтарӑннӑ.

Тут собралось много молодежи.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ, ахӑрнех, хӗрелтӗм те пулас, темӗн каласшӑнччӗ, анчах ҫав самантра Катя Ваточкина чупса ҫитрӗ:

Я, кажется, покраснела и хотела что-то сказать, но тут подбежала Катя Ваточкина:

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫурт ҫинчи калаҫу хыҫҫӑн ӑша темӗн лайӑхмарскер ларса юлчӗ.

У всех в душе был какой-то неприятный осадок после этого разговора на крыше.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Темӗн анлӑш, мӗн пур куҫ куран тавралӑха, Ҫӗрӗн пӗтӗм ҫавралӑхне хупласа, пирен умра Мускав ларать.

И такая огромная, заполнив собой все видимое пространство, весь круг Земли, лежала под нами Москва!

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Картишӗнче те черет кӗтсе тӑракан повесткӑллӑ ҫынсем темӗн чухлех.

Во дворе толпились, ожидая очереди, люди, получившие повестки.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Темӗн те пулма пултарӗ!

Мало ли что будет!

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Амӑшӗ ҫинчен те, лашисем ҫинчен те темӗн чул каларӗ.

Уж он мне все и про мать рассказал и про коней своих.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пушкин палӑкӗ хыҫӗнче, бульварта, йывӑҫ ешӗллӗхӗ витӗр темӗнле кӳпшек кӳлепе, кӗмӗл тӗслӗскер курӑнать, — чӑтлӑха кӗтмен ҫӗртен темӗн пысӑкӑш пулӑ килсе ҫакланнӑ тейӗн.

За памятником Пушкину на Тверском бульваре сквозь зелень деревьев виднелось круглое серебристое туловище, словно туда, в заросли, заплыл какой-то огромный кит.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тӗнчене темӗн пулнах.

В мире что-то случилось.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Пултӑрах — темӗн мар, утӑ та улӑм, аҫа та ҫиҫӗм — ан тив пултӑрах!

— Ну и пусть будет — гроб и свечи, сено-солома, гром и молния, — пусть!

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Чӑтма ҫук кӳренӳ, калама кӑна ҫӑмӑл… — Вӑл татах та темӗн каласшӑнччӗ, анчах йывӑҫ тӗмисене чаштӑртаттарса, ҫыран хӗрринчен Стрижаков чупса ҫитрӗ.

— Это до того обидно, что просто… — Он не договорил, раздирая кусты, с берега примчался Стрижаков.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унӑн пичӗ ҫинче асаплӑ шухӑш палли — вӑл темӗн ҫинчен аса илмешкӗн тӑрӑшать.

Лицо его выражало мучительную сосредоточенность.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах эпӗ пӗрин ҫинчен пӗр сӑмахпа та ҫырса пӗлтермерӗм: пӗррехинче Октябрӑн 25-мӗш ятлӑ проспектри «гастрономра» темӗн туяннӑ чух хам паллакан фигурӑна куртӑм, вӑл сӑрӑ пальтопа, юри хама юрас кӑмӑлпа туяннӑ ҫемҫе шӗлепке тӑхӑннӑ, унӑн пысӑк тӑваткӑл пуҫӗнче вӑл темле илемсӗр те вырӑнсӑр ларать…

Но я не писала ни слова о том, как однажды, покупая что-то в «Гастрономе», на проспекте 25 Октября, я увидела за окном знакомую фигуру в сером пальто и в мягкой шляпе, той самой, которая была куплена ради меня и которая неловко стояла на квадратной большой голове…

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Темӗн тӑваттӑм эпӗ ҫав вӑхӑтра, спиртовкӑна чӗртеттӗм пулас, кофе лартаттӑм.

Я что-то делала: кажется, разжигала спиртовку, ставила кофе.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ таврӑннӑ вӑхӑтра Саня ҫывӑратчӗ; кавир ҫине темле укҫа-тавраш ӳкрӗ, эп ӑна пуҫтартӑм та Саня ыран хӑй тумалли ӗҫсен темӗн вӑрӑмӑш списокне вулама тытӑнтӑм.

Саня спал, когда я вернулась; какие-то деньги валялись на ковре, я подобрала их и стала читать длинный список дел, которые Саня оставил на завтра.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑн пек вӗрентсе ҫитнӗ няня та темӗн туса хурас пур пек сасартӑк хӑраса ӳкрӗм те, анчах ача ҫине пӑхсанах лӑплантӑм.

Мне вдруг стало страшно, что такая учёная няня может наделать массу глупостей, но я посмотрела на мальчика и успокоилась.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня куратчех ӗнтӗ хама темӗн пулнине.

Конечно, Саня видел, что со мной что-то происходит.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Парапет ҫинче тӑракан сигнальщик пӗчӗк ялавӗсемпе тӑскаланса темӗн пӗлтеретчӗ, лерен вара, карап ҫинчен, хӗвелпе ялкӑшса тӑракан Нева урлӑ ӑна ялавсемпех ответ паратчӗҫ; ҫаксем мана пурте уяв вӑхӑтӗнчи пек туйӑнчӗҫ, кӑмӑлӑм ирӗке вӗҫрӗ, ҫапла хӗпӗртенипе куҫӑм та куҫҫульпе витӗнчӗ.

Сигнальщик, стоя на парапете, передавал что-то флажками; оттуда, с корабля, через сиянье воздуха, солнца, Невы ему отвечали флажками; и всё это было так празднично, так просторно, что у меня даже слёзы подступили к глазам.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Темӗн мар-ха, ку иртет.

— Ничего, это пройдёт.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурте темӗн пуласса кӗтеҫҫӗ, пӑшӑлтатса калаҫаҫҫӗ, манӑн аялалла подвала анмалла, тӗттӗмре нӳрлӗ стенасенчен тытӑнса пымалла.

Все ждут чего-то, говорят шёпотом, и нужно идти вниз, в подвал, ощупывая в темноте отсыревшие стены.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней