Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тытӑнса (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Епле? — ыратакан алли пирки мансах тепӗр хут ыйтрӗ Мард; хӑйӗн вӑрттӑнлӑхӗпе кӳлештерекен пухӑва кӑшкӑрса тӑкасран аран-аран тытӑнса тӑрать.

Лицо неизвестного заставляло капитана морщиться.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Анчах ҫӑкӑр чӗркенӗ пир татки тавралӑха хускатмасӑрах ҫӗре ӳкрӗ те — Нок нӳрлӗ ҫӑкӑр ҫемҫине ҫӑварне халех чиксе тултарасран аран-аран тытӑнса тӑчӗ; ытлашши тимлӗхе пула янӑракан, ҫӑмӑлланнӑ пуҫпа лӑпкӑн малалла утрӗ.

Однако тряпка из-под хлеба упала на пол без сотрясения окружающего, и Нок уходил спокойно, с пустой, легкой, шумной от напряжения головой, едва удерживаясь, чтобы тотчас же не набить рот влажным мякишем.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Улттӑри ача асӗнче Фарфонт патне пӗр карап пӗртен пӗр хут килнӗ пулса тухать; ача виҫӗ ҫулти ӳсӗмрен тытӑнса пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртнине асра хӑварма пуҫлать тӗк — ҫапла вара юлашки виҫӗ ҫул хушшинче утрав ытти тӗнчепе нимӗнле ҫыхӑну та тытман-и?

На памяти ребенка шести лет Фарфонт был посещен один раз одним кораблем; допустив, что прочные завоевания памяти начинаются с трехлетнего возраста, выходило, что остров в течение трех лет был отрезан от всякого сообщения с миром?

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Миша ҫилленсе ҫитет те пӗренене пӗтӗм вӑйпа тӗксе ярать; пӗрене икӗ чалӑша яхӑн каялла сулӑнать те упана тата та хытӑ пырса ҫапать, — Миша аран ҫеҫ йывӑҫ ҫинче тытӑнса юлать.

Рассердился Миша и хватил бревно изо всей силы; бревно откачнулось сажени на две назад — и так хватило Мишу, что чуть он с дерева не свалился.

Упапа пӗрене // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 24–25 с.

Кимӗ чӗриклете-чӗриклете, чӗтре-чӗтре чӑмать, тепӗр чух темӗн шухӑшланӑн хум хысакӗ ҫинче тытӑнса тӑрать те — Аяна ҫӗклесе ывӑтса каллех аялалла шӑмпӑртатса анать.

Лодка ныряла, поскрипывая и дрожа, иногда как бы раздумывая, задерживаясь на гребне волны, и с плеском кидалась вниз, подбрасывая Аяна.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Анчах ӗнер каҫ пӳрт тӑррисенчен усӑна-усӑна аннӑ пӑр хӳрешкисем, ҫутӑ пӑрпа витӗннӗ шыв кӳлленчӗкӗсем ку сивӗ хӗвел ҫӳлерех хӑпариччен кӑна тытӑнса тӑрассине систереҫҫӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, вӑл тарнине пӗлсен, Калюковпа тусӗсем кунта тытӑнса тӑрӗҫ-ши?

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗншӗн юлашки самантчен тытӑнса тӑнӑ вӑл?

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эп санпа алла-аллӑн тытӑнса кулет тӑвасшӑн.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унччен тытӑнса тӑмаллах сирӗн.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шурса кайнӑ, Тарьерен те ытларах ырханланнӑ, алли хӗрлӗ кӑранташа та вӑйлӑн пусса ҫыраймасть; чун хавалӗпе кӑна тытӑнса пурӑнать пулас, епле тӳсет тулӗк…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сулахайри чӳрече хуппи хӑрах петле ҫинче кӑна тытӑнса тӑрать.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, кассӑна ҫаратнӑ хыҫҫӑн, кооператив ахаль те нушана кӗрсе ӳкрӗ, каларӑм-ҫке, тен, вӑл тек тытӑнса та тӑраймӗ… — килӗшесшӗн пулмарӗ Телегин.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Александровӗ хӑяккӑн чалӑшрӗ, ҫавӑнтах тата, аршӑн ҫӑтнӑ тейӗн, ярт! тӳрленсе ларчӗ самантлӑха, анчах капла тытӑнса тӑраймарӗ, пӗкӗрӗле пуҫларӗ…

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, хӗрлӗ армеецсем унсӑр та тек тытӑнса тӑраймастчӗҫ ӗнтӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗр-ҫӗнӗ полк килсе ҫитни фронта ку тӗлте ҫирӗплетме кӑштах пулӑшрӗ-ши, пулӑшаймарӗ-ши те, Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсем ҫакӑн хыҫҫӑн уйӑх ытла чиперех тытӑнса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Килне мӗнле пӑрахса хӑварнине ас тумасӑр, пулса иртекен ӗҫӗн ҫӗнтерейми ҫилӗ айне лекнӗскер — Ассоль тинӗс хӗрринелле чупрӗ; пӗрремӗш кӗтесрех вӑйӗ пӗтсе ҫитнӗрен тӑпах чарӑнчӗ; ури лӗнчӗрех кайрӗ, сывлайми пулса пӳлӗнчӗ, ӑс-тӑнӗ ҫӳҫ пӗрчинчен ҫеҫ тытӑнса тӑрать.

Не помня, как оставила дом, Ассоль бежала уже к морю, подхваченная неодолимым ветром события; на первом углу она остановилась почти без сил; ее ноги подкашивались, дыхание срывалось и гасло, сознание держалось на волоске.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Нӑрӑ, чӑн та, тытӑнса тӑраймарӗ, айккинелле ҫатлатса вӑркӑнчӗ.

Жук, точно, не удержался и с треском полетел в сторону.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Унӑн ҫӳллӗ алӑкӗ, тӑрринчен тӗксӗм кантӑкпа уҫнӑскер, ялан тенӗ пекех питӗрӗнчӗк, анчах ҫӑра питӗркӗчӗ алӑкри шӑтӑкран лӑнчӑ ҫеҫ тытӑнса тӑрать; алӑпа тӗксенех алӑк хупӑлчисем пӗр-пӗринчен уйрӑлаҫҫӗ те карӑнса уҫӑлса каяҫҫӗ.

Ее высокая дверь с мутным стеклом вверху была обыкновенно заперта, но защелка замка слабо держалась в гнезде створок; надавленная рукой, дверь отходила, натуживалась и раскрывалась.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Хӑраса-аптӑраса ӳкнӗскер, шыва ӳкесрен аран-аран тытӑнса тӑрса Ассоль аллине карап еннелле тӑсрӗ.

К судну, едва не падая в воду, испуганная и оторопевшая, протягивала Ассоль руки.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней