Поиск
Шырав ĕçĕ:
13. Ун умӗнче ялтӑртатакан ҫутӑран Унӑн пӗлӗчӗсем тарса пычӗҫ, пӑрпа вутлӑ кӑвар тӑкӑнса пычӗ.13. От блистания пред Ним бежали облака Его, град и угли огненные.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл пӗлӗте тайӑлтарчӗ те — аяла анчӗ; Унӑн ури айӗнче — сӗм тӗттӗм; 11. херувимсем ҫине ларчӗ те — вӗҫсе кайрӗ, ҫил ҫуначӗ ҫинче вӗҫсе пычӗ; 12. тӳпери пӗлӗтсен шывне ҫӑралатса, сӗмлӗхе Хӑйӗн пӗркенчӗкӗ турӗ; 13. Ун умӗнче ялтӑртатакан ҫутӑран вутлӑ кӑвар хыпса ҫунчӗ.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Вера Павловна хыҫҫӑн мар, тӳрех хӑй кабинетне кайрӗ; сӗтелӗ ҫине, сӗтел ҫумӗнчи вырӑн ҫине сиввӗн, ерипен пӑхса илчӗ: ҫапла, вӑл ӗнтӗ темиҫе кун хушши мӗн те пулин ҫакӑн пекрех япала пуласса, калаҫу е ҫыру пуласса кӗтнӗччӗ, ну, акӑ вӑл ҫыру, адресӗ ҫук, анчах пичечӗ Вера Павловнӑн; ну, паллах, Вера Павловна ӑна пӗтерес тесе шыранӑ е халь тин пӑрахса хӑварнӑ, ҫук, шыранӑ: хутсем ним йӗркесӗр сапаланса выртаҫҫӗ, анчах Вера Павловна ӑна ӑҫтан тупма пултартӑр-ха, вӑл ҫырӑвне пӑрахнӑ чухне ҫав тери пӑхланса кайнӑ, вӑрр ывӑтнӑ ҫыру, алла кӑвар пек ҫунтараканскер, ӳксе сӗтел ҫийӗн шуса кайнӑ та сӗтел леш енне, чӳрече ҫине ӳкнӗ.
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫунса пӗте пуҫланӑ ҫурта ун сӑрлӑ пит-куҫне ҫутатать, пичӗ ҫинче вырӑнӗ-вырӑнӗпе шурӑ тӗс курӑнать, куҫ лупашкисем сархайнӑ, куҫхаршисем танмарланнӑн туйӑнаҫҫӗ, тути-ҫӑварӗ яланхиллех кӑвар пек хӗмленет.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Яков Лукич алӑк умӗнче пӗр ури ҫинчен теприн ҫине пусса тӑрать, шӗл кӑвар ҫинче тӑнӑ пек.Яков Лукич возле двери переступал с ноги на ногу, словно стоял на горячих угольях.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.