Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

картиш сăмах пирĕн базăра пур.
картиш (тĕпĕ: картиш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Авдеич Брех картиш тӑрӑх хыпӑнчӑклӑн утса ҫӳрерӗ, ним ахальтенех ҫӑлалла пӑхрӗ, е ҫӗрте выртакан пӗр-пӗр хӑйӑ татӑкне ҫӗклерӗ, унтан каллех, тарпа йӗпеннӗ панулми пек ҫаврака хӗрлӗ питне ҫаннипе шӑлса илсе, крыльца патӗнчен калинкке еннелле вӗткеленсе утса кайрӗ.

Авдеич Брех суетливо ходил по двору, то бесцельно заглядывал в колодец, то поднимал какую-нибудь щепку и опять метался от крыльца к калитке, утирая рукавом налитое, как яблоко, багровое, мокрое от пота лицо.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Картиш масар ҫинчи пек пушанса юлчӗ…

Обмертвел баз…

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утсемпе вӑкӑрсем, ыйха ҫухатса, илӗм-тилӗмчченех картиш тӑрӑх сулланса ҫӳреҫҫӗ.

Лошади и быки, лишаясь сна, бродили до рассвета по базам.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Каймастӑп, — пӗр чееленмесӗр хуравларӗ Аксинья, тӑйлӑк-тайлӑк пӳрт тата мӑянпа хытхура ашкӑрса кайнӑ картиш ҫинелле тӑвӑнчӑклӑн пӑхса.

— Не уйду, — просто ответила Аксинья, со сжавшимся сердцем оглядывая полуразрушенный курень и баз, бурно заросший лебедой и черным бурьяном.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Митька симӗс гимнастерка вӗҫҫӗнех ӗне картиш тасатать.

Митька в одной защитной гимнастерке чистил коровий баз.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем, винтовкисене тӑратса хурса, плац пек анлӑ картиш тӑрӑх сапаланса кайрӗҫ.

Казаки, составив винтовки в козлы, разбрелись по просторному, как плац, двору.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сотня утсене витене вырнаҫтарса тухнӑ та, пӗтӗм картиш казаксемпе тулса ларнӑ.

Сотня размещала в конюшне лошадей.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫил курӑнман шӑлӗсемпе катан тӑррине хирсе уҫрӗ те ҫинҫе шӑчча аяккалла илсе ывӑтрӗ, унтан сасартӑк, ылтӑн улӑма сенкӗпе ҫӗкленӗ пек пӗр пысӑк чикӗм йӑтса, картиш ҫийӗн ыткӑнчӗ, урам тӗлӗнче тӗлсӗррӗн ҫавӑрттарса, тӑрмаланчӑк ҫӗклеме Степан Астахов пӳрчӗ ҫине кайса пӑрахрӗ.

Ветер, вгрызаясь, подрыл ему вершину, свалил тонкую жердь и вдруг, подхватив золотое беремя соломы, как на навильнике, понес его над базом, завертел над улицей и, щедро посыпав пустую дорогу, кинул ощетиненный ворох на крышу куреня Степана Астахова.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем картиш варринче тӗл пулчӗҫ.

Они сошлись на середине двора.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сотня кайрисене кӗтсе илчӗ те картиш варрине йӗркеленсе тӑчӗ.

Сотня вобрала хвост и строем стала посредине двора.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Сылтӑмалла каймалла, — терӗ Астахов, картиш хыҫӗнчи ҫирӗк вӑрманӗ варринче юмахри пек симӗсленсе выртакан лачака ҫине тӗллесе кӑтартса.

— Направо ехать, — сказал Астахов, указывая на сказочно зеленевшее за двором болото в ольшанике.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах та картиш пушӑ хирпе пӗрех, ҫурт-йӗрсен черепицӑпа витнӗ ҫийне хӗвел тӑрана пӗлми ҫуллать.

Но двор был пустынен, черепичные крыши построек ненасытно лизало солнце.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Господа офицерсем аякран пӑхса тӑраҫҫӗ, сарлака картиш хыҫӗнче казаксене епле хӑваласа ҫӳренине сӑнаса, табак туртаҫҫӗ, хушӑран урядниксен распоряженийӗсене хутшӑнаҫҫӗ.

Господа офицеры стояли в стороне и, наблюдая, как гоняют по широкому задворью казаков, курили, иногда вмешивались в распоряжения урядников.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, тунсӑхласа, лашин мӑйне шӑлкаласа якатрӗ, урисемпе йӗнер йӑрани ҫине уртӑнчӗ, тӑпӑл-тӑпӑл кӑна икӗ хутлӑ ҫурт ҫине, ун тавра хӳмеленӗ йывӑҫ карта ҫине, картиш варринчи ҫав тери илемлӗ ҫурт-йӗрсем ҫине пӑхрӗ.

Тоскуя и выглаживая конскую шею, Григорий давил ногами стремена, глядел на аккуратный двухэтажный дом, на деревянный забор, на чудно́го вида дворовые постройки.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑна ҫакӑ аса килчӗ: пӗр каҫхине, Григорий ун патӗнче горницӑра ларнӑ чух, Аксинья ӑна Кубане кайма ӳкӗтленӗччӗ; ҫакнашкалахчӗ ун чухне: уйӑх ҫутататчӗ те, чӳречерен тулли уйӑх ҫутипе шупка шурӑ картиш курӑнса выртатчӗ.

Вспомнилась Аксинье та ночь, когда она уговаривала Григория в своей горнице идти на Кубань; так же только месяц был да двор за окном белел, затопленный лунным половодьем.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Карпӑклӑ йӗпсӳ юра ҫил алласа вӗҫтерет, картиш тӑрӑх кӗмӗл тӗслӗ ҫил-тӑман шӑхӑрса юхать.

Ветер перевеивал хрупкий, колючий снег, по двору текла, шипя, серебристая поземка.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Картиш тӗлӗнче хурчка пек ҫаврӑнакан ҫил юлашки сӑмахсене Григорий патне илсе ҫитереймерӗ; Петрона лаши мӗнӗпех пурҫӑн пек ҫемҫе тусан хупласа илчӗ, вара Григорий, нимӗн илтеймесӗр, аллипе сулчӗ те вите патнелле утса кайрӗ.

Ветер, коршуном круживший над двором, не донес до Григория конца фразы; Петра с лошадью спеленала шелковая пыль, и Григорий, не расслышав, махнул рукой, пошел к конюшне.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйсен картиш хапхи патне ҫитсен кӑна вӑл сывлӑш ҫавӑрса илчӗ, юн тухиччен кӑшласа тӑртантарнӑ тути хӗррисене ҫыртса, урисемпе тумтир арки ӑшӗнче чӑлкаланса, шала кӗчӗ.

Перевела дух у ворот своего база, вошла, путаясь ногами в подоле, кусая распухшие, искусанные в кровь губы.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫурчӗ пысӑк, кивӗскер, картиш енчен палисадник тытнӑскер, садра сарӑлса ларать.

Дом, большой, старый, огороженный со стороны двора палисадником, ютился в саду.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Картиш урлӑ вӗҫсе каҫакан хура ҫӑхан пӗтӗм пыр тулли тухакан хулӑн сассипе кӑранклатса хӑварчӗ.

Горловой полнозвучный крик уронил, пролетая над двором, ворон.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней