Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

выртнине (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сулӑнкӑсенче ҫуна сулӑна-сулӑна каять, Егор пасарнӑ куҫ хӑрпӑкӗсене уҫса пӑхать те пӗрмаях пӗр евӗрлӗ шап-шурӑ уйсем тикӗссӗн сарӑлса выртнине курать, ҫул хӗрринчи пӑрланнӑ тӗмӗсем кантӑк пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, карӑнса тӑракан, шерепеллӗ-шерепеллӗ телеграф пралукӗсем юпа патӗнчен юпа патне чупаҫҫӗ, ҫул ҫинче пӗччен ула кураксем сиккелесе ҫӳреҫҫӗ.

Розвальни пошатывало на раскатах; Егор приоткрывал ресницы, уже запушенные инеем, и видел все одно и то же — ровно стлались вокруг белые поля, придорожные кусты стекленели ледяными блестками, бежали от столба к столбу провисшие, в колючей бахроме, телеграфные провода, прыгали одинокие вороны на дороге.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗррехинче чылай ҫӗрле тӗл пулуран таврӑнсан, вӑл хӑйӗн сӗтелӗ ҫинче военкомат повестки выртнине курнӑ — ӑна облаҫ хулине медицинӑ комиссине чӗннӗ.

Однажды, вернувшись с позднего свидания, он нашел у себя на столе повестку из военкомата — его вызывали в областной город на медицинскую комиссию.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Григорий казаксемпе сывпуллашрӗ те, вилнисемпе ҫулти патшалӑх сунса уйрӑлма тесе, лав патне утса пычӗ, ҫавӑн чух тин вӗсем, виҫҫӗшӗ те урапа ҫинче ҫарран выртнине асӑрхарӗ, аттисене кунчисемпе урисем айне хунӑ.

Григорий попрощался с казаками, подошел к повозке прощаться с мертвыми хуторянами и только тут заметил, что они все трое разуты до боса, а три пары сапог подостланы голенищами им под ноги.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑмах та чӗнмерӗ вӑл, пырне хӗҫпе касса татнӑ така ҫинҫе урисемпе тапӑлтатса выртнине курсан ҫеҫ, кӗхлеткелесе, крыльцаран кӗрсе ҫухалчӗ.

Он ничего не говорил, и только тогда, крякнув, пошел на крыльцо, когда валух, с перерезанным шашкой горлом, засучил тонкими ногами.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Буденновецсен пусси Усть-Невински ҫӗрӗн сулахай енче выртнине Сергей пӗлнӗ.

Поля буденновцев — Сергей это знал — лежали на левом крыле усть-невинского земельного клина.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл ҫывӑрса каяс тесе куҫне хупнӑччӗ кӑна, анчах хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫинче ҫемҫе те ӑшӑ алӑ выртнине туйрӗ.

Он закрыл глаза и хотел уснуть, но почувствовал на своем плече теплую руку.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑй патӗнче миҫе михӗ тулӑ выртнине аса илесшӗн тӑрӑшса ларчӗ вӑл, анчах ниепле те аса илеймерӗ — те пиллӗк, те улттӑ.

Она хотела вспомнить, сколько же у нее было спрятано мешков пшеницы, пять или шесть, и не могла.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей, аллисене тӑсса, тӗк пек ҫемҫе тӗркеме темле майсӑр тытса тӑчӗ, ҫак утиял ӑшӗнче чӗрӗ чун выртнине пӗртте шанмалла мар пек туйӑнчӗ ӑна.

А Сергей неумело, на вытянутых руках, держал мягкий и, как пушинка, легкий сверток, и ему не верилось, что в одеяле лежит живое существо.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӑртакҫах тӑхта ак, хӑвна пӗрре лайӑх кӑпӑклантарса кӑтартӗҫ те, тӗрӗсси хӑш уҫланкӑра выртнине пӗлӗн вара.

А вот погоди, умылят тебя дюжей, тогда узнаешь, на чьей делянке правда.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах тутлӑ ыйхӑ ӑна ҫавӑнтах ӳсӗртсе ярса анкӑ-минкӗлентерчӗ; вӑл мӗнле выртнӑ ҫаплах мелсӗррӗн тӗлӗрсе кайрӗ те тӗлӗкре вӗри ҫил ҫунтарса янӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑван ҫеҫен хире, тип курӑкӑн хӑмӑр кӑвак тӗслӗ ҫӑра тӗмӗсене, тӗпӗкленсе ӳсекен тӗксӗм сенкер чӑпар тӗмӗсем хушшинче таканламан лаша йӗрӗсем выртнине курчӗ…

Но сон опьянил его; он уснул в той неловкой позе, которую принял лежа, и во сне видел бескрайную выжженную суховеем степь, розовато-лиловые заросли бессмертника, меж чубатым сиреневым чеборцом следы некованых конских копыт…

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иван Алексеевич, Афонькӑран аякра мар выртаканскер, вӑл урисемпе вӗттӗн тапаланса илсе лӑпланса выртнине ҫав самантрах асӑрхама ӗлкӗрчӗ.

Иван Алексеевич, лежавший неподалеку, видел, как Афонька мелко засучил ногами и затих.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Выртнине куратӑп-ха…

— Вижу, что лежишь…

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫак тӗлте ун ҫепӗҫ сасси пат татӑлчӗ, йӑлтӑртатакан ачаш кӑвак куҫӗсем алчӑраса кайрӗҫ те тӗксӗмленчӗҫ — хӑй умӗнче чӗрӗ ҫын мар, виле выртнине курнӑ пекех тӗксӗмленчӗҫ.

Тут ее приятный голосок оборвался, нежно-голубые глаза расширились и помрачнели, как будто перед ним стоял мертвец, а не живой человек.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чи кайран Анфиса тухрӗ, алӑка хупнӑ чух вӑл пиччӗшӗ ҫине пӑхса илчӗ, пиччӗшӗн хулӑн куҫхаршиллӗ пичӗ тӗлӗкӗнче те кулса выртнине асӑрхарӗ…

Последней выходила Анфиса, прикрывая дверь, она еще раз посмотрела на брата: он и во сне улыбался.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Япаласене уйӑрса илме те ҫук, сасартӑк ҫатан хыҫӗнчен ҫӑмламас калпак курӑнса каять, патне пырса пӑхатӑн та — юпасем ҫинче кӑкшӑмсем ҫакӑнса тӑнине куратӑн, вӗсем хура та мар, тин ҫунакан кӑмакаран кӑларнӑ пек хӗрлӗ; е килкарти варринче ҫамрӑк хӗрарӑмӑн шурӑ тутӑрӗ курӑнса каять, тинкеререх пӑхатӑн та — тутӑр та мар, хушка пуҫлӑ ӗне тӑнине куратӑн; е вӑкӑр мӑйракисем курӑнса каяҫҫӗ, анчах мӑйракисем кӑнтӑрлахи пек сӑркка мар, слюдаран якатса тунӑ пек витӗр курӑнса тӑраҫҫӗ; е тата пӗр-пӗр крыльца ҫинче ҫӑмламас тир курӑнса каять, патнерех пыратӑн та — йытӑ выртнине куратӑн; е лупас айӗнче ларакан чӑхсем курӑнса каяҫҫӗ, вӗсем кашта ҫине шӑрҫа тирнӗ пек ларса тухнӑ.

Самые обыденные предметы выглядели загадочными: то покажутся из-за плетня причудливые папахи, а подойдешь ближе и увидишь: не папахи это, а кувшины на кольях, и они уже не черные, а красные, как будто только что вынуты из обжигальной печи; то забелеет на базу платок какой-нибудь молодайки, а присмотришься и увидишь не платок, а лысую голову коровы; то замаячат бычьи рога, но не бурые, как днем, а прозрачные, точно выточенные из слюды; то на каком-либо крылечке зачернеет овчина, а подойдешь ближе и увидишь собаку; то зарябят под кровлей куры, сидящие цепочкой, точно нанизанные на шест…

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑй, пиҫӗ шӑмшаклӑскер, ҫак хушӑрах тӗкӗр умне пилӗк таран хутланса, ҫӗнӗ шупка-кӑвак юбкӑн тӗрленӗ арки епле выртнине сӑнарӗ.

И, гибкая, переламывалась надвое, рассматривала перед зеркалом расшивной подол новой бледно-голубой юбки.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Листницкий тӗлӗнсе пӑхать те ун ҫине, вӑл мӗлке айӗнче мӗнле шухӑшсем пытанса выртнине ниепле те чухласа илеймест.

Лисницкий дивился и не мог разгадать, что хранилось за этой неуловимой скрытностью.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Нумай пулмасть пулса иртнӗ ҫапӑҫу вырӑнӗнчен иртнӗ чухне Григорий шоссе ҫулӗ хӗрринчех пӗр казак вилли выртнине курчӗ.

Проезжая место недавних боев, Григорий увидел у самого шоссе убитого казака.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тарланӑ кантӑклӑ бинокль витӗр пӑхнӑ чухнехи пек, хӑмӑр окоп йӑранӗсем тӑсӑлса выртнине тата хула еннелле тӗксӗм кӑвакрах кӗлеткесем чупнине курчӗ.

Как сквозь запотевшие стекла бинокля, видел бурую гряду окопов, серых людей, бежавших к городу.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл витрисене хӑйӑр ҫине лартрӗ те хӑлӑпӗсенчен кӗвенте ҫаклатрӗ, хӑйӑр ҫинче Гришкӑн шӗвӗр сӑмсаллӑ аттисен йӗрӗсем выртнине курчӗ.

Она поставила на песок ведра и, цепляя дужку зубцом коромысла, увидела на песке след, оставленный остроносым Гришкиным чириком.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней