Поиск
Шырав ĕçĕ:
10. Хӑвӑн ҫӗрне ултӑ ҫул акса ҫимӗҫ пуҫтарса тӑр, 11. ҫиччӗмӗш ҫулне ӑна кантарма хӑвар, унпа чухӑнсем тӑранса пурӑнччӑр, вӗсем хыҫҫӑн юлнипе хирти кайӑксем тӑранччӑр; хӑвӑн иҫӗм ҫырли пахчипе ҫу йывӑҫӗ тӗлӗшӗнчен те ҫаплах ту.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара Иосиф халӑха каланӑ: акӑ эпӗ халӗ сире хӑвӑра та, сирӗн ҫӗрӗре те фараон валли илтӗм; акӑ сире вӑрлӑх, ҫӗре акса тухӑр; 24. вырса илсессӗн, пиллӗкӗмӗш пайне фараона парӑр, тӑватӑ пайӗ хӑвӑра хире акса хӑварма, хӑвӑра, хӑвӑр килӗртисене тӑранса пурӑнма, хӑвӑр ачӑрсене тӑранса пурӑнма юлӗ, тенӗ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23300 гектарӗ ҫине пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши, ытти ҫурхи культурӑсем акса хӑвармалла.На 23300 гектарах нужно посеять зернобобовые, другие весенние культуры.
Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Район ялхуҫалӑх культурисене 43368 гектар ҫинче акса ҫитӗнтерет.Район выращивает сельскохозяйственные культуры на 43368 гектарах.
Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
- Тӗрлӗ пулӑшу, субсиди илсех тӑнӑ: сухаласа акса хӑварнӑ ҫӗршӗн, ӑратлӑ выльӑх ӗрчетнӗшӗн, сӗт туса илсе сутнӑшӑн, ӳсен-тӑран отрасльне аталантарнӑшӑн тата ытти те.
Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
- Кӗркунне 448 гектар акса хӑварнӑ.
Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Чӑваш ҫӗр ҫинче ӗҫлеме хӑнӑхнӑ, ҫапах тепӗр чухне выльӑх пӑхни, пахча ҫимӗҫ акса ӳстерни ывӑнтарать-тӗр.
Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Ял хуҫалӑх министерствин кӑтартӑвӗсем тӑрӑх - кӗрхи тӗштырӑ культурисене, выльӑх апачӗлӗх курӑксене республикӑра 82,5 пин гектар акса хӑварнӑ, кӗрхи ҫӗртме 195 пин гектар ҫинче пурнӑҫланӑ.
Кун йĕркинче - çывхаракан çураки // Е.ЯКОВЛЕВ . «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№