Поиск
Шырав ĕçĕ:
35. Халдейсем ҫине хӗҫ ӳктӗр, тет Ҫӳлхуҫа, Вавилон ҫыннисем ҫине те, унӑн пуҫлӑхӗсемпе ӑсчахӗсем ҫине те ӳктӗр; 36. хӗҫ унӑн юмӑҫӗсем ҫине ӳктӗр, вара вӗсем ухмаха тухӗҫ; хӗҫ унӑн ҫар ҫыннийӗсем ҫине ӳктӗр, вӗсем сехӗрленсе ӳкчӗр; 37. хӗҫ унӑн учӗсем ҫине, ҫар ураписем ҫине, ун хушшинчи хутӑш халӑх ҫине ӳктӗр, вӗсем хӗрарӑмсем пек пулса тӑччӑр; хӗҫ унӑн мулӗ-пурлӑхӗ ҫине ӳктӗр, вӗсене ҫаратса тухчӑр; 38. вӗсен шывӗсем ҫине шӑрӑх антӑр — вӗсем типсе ларччӑр; мӗншӗн тесессӗн ку ҫӗр — кӗлеткесен ҫӗрӗ, вӗсем хӑрушӑ йӗрӗхӗсемшӗн ухмаха тухрӗҫ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Уншӑн татӑлса йӗрӗҫ: «епле арканнӑ вӑл!» тейӗҫ; «каялла тарса мӗн тери намӑса юлчӗ Моав!» тейӗҫ; таврари мӗнпур кӳршишӗн Моав ҫын кулли те хӑрушӑ вырӑн пулса юлӗ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа эсир тунӑ усал та ирсӗр ӗҫсене текех чӑтма пултарайман; ҫавӑнпа ӗнтӗ сирӗн ҫӗрӗр халӗ хӑвӑр курнӑ пек, пушхир, хӑрушӑ, ылханлӑ, ҫынсӑр пулса юлнӑ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑнпа Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ сире хирӗҫ ҫаврӑнса тӑрӑп та, пӗтӗм Иудея пӗтмелле, тӗппипе пӗтмелле пулӗ, 12. ҫӑлӑнса юлнӑ иудейсене те, Египет ҫӗрне пурӑнма каяс теекенсене, пӗтерӗп, вӗсем пурте тӗп пулӗҫ, Египет ҫӗрӗнче пӗтӗҫ; хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе пӗтӗҫ; кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе выртӗҫ; вӗсем ылханлӑ та хӑрушӑ, ҫын кулли, ҫын мӑшкӑлӗ пулса юлӗҫ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Хамӑн ҫиллӗме, Хамӑн хаярлӑхӑма Иерусалим ҫыннисем ҫине ҫитернӗ пек, эсир Египета кӗрсен сирӗн ҫине те Хамӑн хаярлӑхӑма ҫитерӗп, эсир ылханлӑ та хӑрушӑ, ҫын кулли те ҫын мӑшкӑлӗ пулса тӑратӑр, ҫак ҫӗре вара урӑх кураймӑр.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Акӑ Ҫӳлхуҫа Израильпе Иуда ҫинчен каланӑ ҫав сӑмахсем: 5. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эпир сехӗрленӳ сассине илтетпӗр — хӑрушӑ, тӑнӑҫлӑх ҫук!
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Маншӑн хӑрушӑ ан пул, Эсӗ — хӗн-асап кунӗнче тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗм.17. Не будь страшен для меня, Ты - надежда моя в день бедствия.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Манассия, — Езекия ывӑлӗ, Иудея патши, — Иерусалимра тунӑ ӗҫсемшӗн Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчи пур патшалӑхшӑн та хӑрушӑ тӗслӗх пулмалла тӑвӑп.
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫак ҫӗр ҫинче тискер те хӑрушӑ ӗҫ пулса пырать: 31. пророксем суя сӑмах пӗлтереҫҫӗ, вӗсем пулӑшнипе священниксем хуҫаланаҫҫӗ, Манӑн халӑхӑм вара ҫакна юратать.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ялав ҫакса, Сиона систерӗр те пӗр чарӑнмасӑр чупӑр: Эпӗ ҫурҫӗр енчен инкек тата хӑрушӑ вилӗм илсе килӗп.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсӗ эпир кӗтмен хӑрушӑ ӗҫӳсене тунӑ чухне ҫӳлтен аннӑ та — Санӑн сӑну умӗнче тусем ирӗлнӗ.3. Когда Ты совершал страшные дела, нами неожиданные, и нисходил, - горы таяли от лица Твоего.
Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Санӑн хӑрушӑ сассуна илтсе халӑхсем тарма пуҫлӗҫ; Эсӗ ҫӗкленсессӗн ӑрусем сапаланӗҫ, 4. лӗпӗш хурчӗ епле ҫаратса хӑварать, сирӗн тупӑшӑра ҫапла ҫаратӗҫ, ӑна хӗрлӗ шӑрчӑк тапӑннӑ пек тапӑнӗҫ.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑнпа та Сана хӑватлӑ халӑхсем мухтавлӗҫ, хӑрушӑ ӑрусенӗн хулисем Санран сехӗрленӗҫ, 4. мӗншӗн тесессӗн Эсӗ мӗскӗншӗн те, чухӑншӑн та йывӑр вӑхӑтра тарса хӑтӑлмалли вырӑн пултӑн, ҫил-тӑвӑлран хӳтӗлекен хӳтлӗх, шӑрӑхран хӳтӗлекен сулхӑн пултӑн: тискер ҫынсенӗн ҫилли хӳмене ҫапӑнакан ҫил-тӑвӑл пекехчӗ.
Ис 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тинӗс хӗрринчи пушхирпе мӗн пуласси ҫинчен пророкла калани. — Кӑнтӑрта ҫил-тӑвӑл ҫӳренӗ пек, вӑл пушхир енчен, хӑрушӑ ҫӗршывран килет.
Ис 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Каҫ пулчӗ — ах, хӑрушӑ! ирччен вӑл ҫук та.
Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Акӑ ҫӗртен пушхир тумашкӑн, ун ҫинчен ҫылӑхлӑ ҫыннисене пӗтермешкӗн хаяр та вут-ҫулӑмла ҫунакан ҫиллипе Ҫӳлхуҫанӑн хӑрушӑ кунӗ килет.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем ӗнтӗ — хӑрушӑ пусмӑра лекнӗскерсем, выҫӑхса ҫитнӗскерсем — пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре сӗтӗрӗнсе ҫӳрӗҫ; выҫӑпа касӑлнӑскерсем тарӑхӗҫ, хӑйсен патшипе хӑйсен Туррине хурлӗҫ.
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫӳлхуҫа хӑрушӑ, питӗ аслӑ Вӑл, Унӑн хӑвачӗ — тӗлӗнмелле хӑват!
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Канӑҫӗ сахал унӑн, ҫукпа пӗрех, ҫавӑнпа вӑл ҫывӑрнӑ чухне те, кӑнтӑрлахи пекех, сыхӑ ҫывӑрать: 7. вӑрҫӑ хирӗнчен тарса ӳкнӗ ҫын евӗр, хӑй шухӑшӗнчен хӑй шикленекенскер, тӗлӗк тӗлленнӗ чухне чи хӑрушӑ самантра шарт сиксе вӑранать те тӗлӗнсех каять: нимӗн хӑрушши те ҫук иккен.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Мӑнаҫлӑх вӑл — этем Ҫӳлхуҫаран сивӗннинчен, этем чӗри хӑйне Пултараканран ютшӑннинчен пуҫланать: 15. ҫылӑхӑн пуҫламӑшӗ — мӑнаҫлӑх, мӑнаҫлӑ ҫын ӑшӗнчен ирсӗрлӗх тапса тӑрать; 16. ҫавӑншӑн ӑна Ҫӳлхуҫа хӑрушӑ хаса парать, юлашкинчен ӑна тӗппипех пӗтерет.
Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.