Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ачана тӑван ашшӗ умӗнче сӑмса каҫӑртма вӗрентсе янӑ, еплерех мӑнаҫланса кайнӑ вӑл!Выучили мальчишку задирать нос перед родным отцом, важность на себя напустил какую!
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Ашшӗ пур та, ӑна ӑҫта шыраса тупӑн-ха?
Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Апла мар-ҫке, унӑн ашшӗ пур, — терӗ Том Сойер.
Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Мӗншӗн тесен, Михха ашшӗ ытла та тӗлӗнмелле сасартӑк ҫухалчӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Макҫӑм ашшӗ Вулпус ялӗнчен, Анаткас урамӗнче пурӑнакан Сантӑр аслашшӗ Мӑнҫырма ялӗнчен килнӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑтакасра пурӑнакан Ҫтаппан ашшӗ Минкӗш ялӗнчен килнӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ванюк—Микула ывӑлӗ, ашшӗ пекех хӑюллӑ та патвар, вӑйлӑ та илемлӗ, тӗрӗслӗхшӗн ҫунакан ӗҫчен каччӑ.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Елена вӗсене палласа илет: вӗсем хушшинче хӑйӗн ашшӗ пур.
XXXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Хӑйне илӗртекен хӗрарӑм аллине ҫакланнӑ ҫамрӑкӑн ашшӗ, пӑрҫи тӗслӗ фрак та тӑраткаланса тӑракан парик тӑхӑннӑ ҫын, сцена ҫине тухса чалӑш ҫӑварне карчӗ, малтанах именсе, хулӑн сасӑпа салхуллӑн чӗтретсе юрлама пуҫларӗ те вӗсем кӑштах ахӑлтатса кулса ямарӗҫ…
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Амӑшӗ виле ҫинче макӑрнӑ пекех макӑрать, ашшӗ ун ҫине кураймасӑр, сиввӗн пӑхать: часах уйрӑлмалла пулни ӑна та тертлентерет, анчах вӑл хӑйӗн тивӗҫӗ, кӳрентернӗ ашшӗн тивӗҫӗ вырӑнне хурса, хӑйӗн туйӑмне — хӑйӗн ачашлӑхне палӑртмарӗ.
XXXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ун патне горничная кӗчӗ те ашшӗ ӑна амӑшӗн ҫывӑрмалли пӳлӗмне чӗнни ҫинчен пӗлтерчӗ…Ее горничная вошла и сказала ей, что папенька в маменькиной спальне и зовет ее туда…
XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Унӑн ашшӗ те хӑйсен йӑхӗнче паллӑ ҫын, хӑйне питӗ йӗркеллӗ тыткалать, un vrais stoïcien, отставкӑна тухнӑ майор пулас, Б… графӑн пӗтем именийӗсене пӑхса-йӗркелесе тӑрать.
XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Ашшӗ кам вара? — ыйтрӗ Анна Васильевна.
XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эсир мана пӗр чиншӑн кӑна аташакан pères de comédie вырӑнне хуманнине тивӗҫлипе пӗлтерессе шанатӑп; анчах Елена Николаевнӑна ӗҫлӗ те ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем килӗшнине эсир мана хӑвӑрах каларӑр: Егор Андреевич хӑй ӗҫӗнче пӗрремӗш пултаруллӑ ҫын; тата, тепӗр енчен, ман хӗр ырӑ ӗҫсем тунине юратать: апла пулсан, пӗл ӗнтӗ: Егор Андреевич хӑй тӗллӗн пурӑнма пуҫласанах, эсир ӑнланатӑр пулӗ мана, хӑй илекен шалупа пурӑнма пуҫласанах, ашшӗ хӑйне кашни ҫул илсе тӑма пиллесе панӑ укҫана та илме килӗшмен, шӑллӗсене панӑ.
XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Унта унӑн ашшӗ пурӑннӑ пулнӑ.
X // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Болгарие кайсан, ашшӗ пурлӑхӗнчен сыхланса юлнӑ вак-тӗвексене пуҫтарса килнӗ тата аппӑшӗ ӑна пулӑшать; анчах кусем пурте ниме те тӑмаҫҫӗ…
X // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Ӑна турккӑсен аги вӑрласа кайса вӗлернӗ текен хыпар ҫӳренӗ; ун упӑшки, Инсаров ашшӗ, ӗҫ мӗнле пулса иртнине пӗлнӗ те тавӑрасшӑн пулнӑ, анчах вӑл агана кинжалпа чиксе амантма ҫеҫ пултарнӑ…
X // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Инсаровӑн ашшӗ Тырновра пурӑнакан пуян купца пулнӑ.
X // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Берсенев хӑйӗн ашшӗ ҫинчен Еленӑпа чылайччен калаҫрӗ.
X // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Андрюша вӗренме тытӑннӑ, анчах ашшӗ ӑна унта та куҫран вӗҫертмен; вӑл, яланах пансиона ҫӳресе, унӑн хуҫине хӑйӗн канашӗсемпе тата сӑмахӗсемпе йӑлӑхтарса, ҫитернӗ; кӗтмен хӑна надзирательсене те чӑрмав кӳнӗ: вӑл, вӗсем каланӑ тӑрӑх, пӗрмаях ачасене пӑхса ҫитӗнтересси ҫинчен ҫырнӑ темле ӑслӑ кӗнекесем пыра-пыра панӑ.
X // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.