Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хула хӗрринчи садсенчен пуҫласа Комсомольски сӑрчӗ таран пӗтӗм Ставрополе кӗрт хӗвсе тултарнӑ.Весь Ставрополь, от окраинных садков до Комсомольской горки, завален снегом.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кӗрт хӗвсе кайнӑ хула ҫинче халь анчах тухнӑ хӗвел ҫуталса тӑрать; пур ҫӗрте те нумай пулмасть кӗрт хӗвсе лартнӑ, кӑштах сивӗпе пусӑрӑннӑ юр выртать, хӗлхемленсе ялкӑшакан хӗвел куҫа йӑмӑхтарать.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Станица пысӑкланса, ҫамрӑкланса кайнӑ пек, унӑн тӳремленнӗ те сарӑлнӑ урамӗсем тротуарсемпе, тимӗр витнӗ ҫуртсемпе, эрешмен карти пек каркаланса илнӗ электричество провочӗсемпе, водопроводсемпе, площадьрен пуҫласа станица хӗррисене ҫитичченех сарӑлса выртакан сип-симӗс садсемпе илемленнӗ, — кунта мӗн пурри пурте ӑна юханшывӑн ҫав тери илемлӗ ҫыран хӗрринче ларакан ҫеҫенхирти хула пек курӑнать!
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ятарласа малтан янӑ сапёрсем кунта, ҫур кун хушши ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ҫийӗсене хыр турачӗсемпе витнӗ тирпейлӗ хӳшӗсенчен тӑракан, тӳп-турӗ аллейӑсемлӗ тата шӗвӗр вӗҫлӗ кӑтарту паллисемлӗ хитре симӗс хула туса лартнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
«Богородица Ветров» ятлӑ карап ҫинчи матроссем тӑватӑ уйӑха яхӑн типӗре пулса курман, ҫавӑнпа та халь ӗнтӗ вӗсем типпе тухнӑ та, икшерӗн-икшерӗн, хула пурнӑҫӗнчен писнӗ ют ҫынсем пек, хӑюсӑртараххӑн хула урамӗсем тӑрӑх утса пыраҫҫӗ.
Франсуаза // Василий Алагер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 87–92 стр.
Полици начальникӗ ӑна тӗрмерен кӑларсан ик-виҫӗ кунтан эпӗ чӑнахах та унпа курса паллашрӑм та, ӑна хула тулашне тухма чӗнтӗм.
Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.
Ку хула сӑрт ҫинче ларать, ӑна Миунт Нэбо теҫҫӗ.Городок назывался Маунт-Нэбо и расположен был в гористой местности.
Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.
О, вӑл пысӑк хула!
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
О, вӑл пысӑк хула!
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Санӑн урамсемпе площадьсенче яланхи пекех шавлӑ та савӑнӑҫлӑ ҫынсем нумай, заводсен мӑрйисем те хальчченхи пекех хура тӗтӗмпе мӑкӑрланаҫҫӗ; шӑрӑхпа тата шинасемпе пусӑрӑнса хӗрнӗ асфальт ҫаплах ҫуталса выртать, милиционер-регулировщик аллине ҫӗкленӗ вырӑнта машинӑсем черете тӑраҫҫӗ — тормозсем хурлӑхлӑн йынӑшаҫҫӗ, моторсем пӗр харӑс кӗрлеҫҫӗ; светофорсен хӗрлӗ те сарӑ куҫӗсем ҫаплах мӑчлаттарса илеҫҫӗ; метро станцисем умӗнче ҫынсем ҫаплах хӗвӗшеҫҫӗ; тума пуҫланӑ ҫуртсен стенисем карлӑксем витӗр ҫаплах хӗрелсе курӑнаҫҫӗ, вӗсен тӑрринче ҫӗклемелли крансен сӑмсисем йывӑррӑн сулланса тӑраҫҫӗ; шыв урлӑ каҫмалли кӗперсем ҫаплах тӗксӗмӗн курӑнса выртаҫҫӗ, вӗсем тӑрӑх татти-сыпписӗр ҫынсен ушкӑнӗсем, машинасем пыраҫҫӗ, — инҫетрен пӑхсан, кӗпер кӑткӑ сукмакӗ пекех туйӑнать; шӑпах пирвайхи хут килнӗ чухнехи пекех, Сергее ҫав тери пысӑк хула пӗр вырӑнта тӑман пек, анлӑ вырӑс ҫӗршывӗ тӑрӑх пӗр тикӗс утӑмпа утса пынӑн туйӑнать.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Каллех хула ҫук, шыв йӑлтӑртатмасть, тӳремлӗх тухса выртать, чугун ҫул йӗрӗ тӗксӗмӗн курӑнать, пӑравус тӗтӗм кӑларать, ҫеҫенхирти ял хур кӗтӗвӗ пек шуралса выртать; каллех юханшыв, тирек йывӑҫӗсен речӗсем, рамкӑри пек сип-симӗс садсем хушшинче черепица витнӗ ҫурт тӑрри курӑнать…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Инҫетре, кӑвак тӗтре хушшинчен, сывлӑшра ҫӗкленсе тӑнӑ пек, хула тухса тӑчӗ: вӑл сӑртлӑ вырӑнта ларать, урамӗсем пур еннелле те сарӑлса кайнӑ, ҫурчӗсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыпҫӑнса лараҫҫӗ, вӑрӑм мӑръеллӗ заводсен пысӑк ҫурчӗсенчи кантӑксем хӗвел ҫинче йӑлкӑшаҫҫӗ, сип-симӗс парксем чӑтлӑх вӑрман пек кашласа лараҫҫӗ…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӗвелтухӑҫӗ, ӑна аялтан вут чӗртнӗ пек, хӗмлӗн хӗрелсе кайнӑ, ҫавӑнпа аэродром ҫийӗнчи тӑрӑхӑн сарса хунӑ тутӑр пек вӑрӑм пӗлет те, ирхи сывлӑмпа пӗрле пӗлӗтрен ӳкнӗ пек туйӑнакан йӗпе тӗтре те кӗрен тӗспе сӑрланнӑ; хӑйсен станицинче Ирина ҫакӑн пек ҫӳллӗ тӳпене те, ҫакӑн пек пӗлӗте те, ҫакӑн пек тӗтрене те нихҫан та курман; тӗтре витӗр, шурӑ кантӑк ҫинчи ӳкерчӗксем пек, пысӑк самолетсен хура мӗлкисем курӑнаҫҫӗ, Иринӑна вӗсем хула ҫывӑхӗнче ҫӗр каҫнӑ кайӑк кӗтӗвӗ пек туйӑнаҫҫӗ, вара вӑл ҫак кайӑксенчен хӑшӗ ӑна пӗлӗтсем хушшине илсе каясси ҫинчен пӑшӑрханса шутлать.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Шурӑрах тӗтреллӗн курӑнакан хула хӗррисенче, сивӗ сывлӑшра, такама чӗннӗ пек, заводсем кӑшкӑртаҫҫӗ.На окраинах, затянутых белесой дымкой, призывно гудели в морозном воздухе заводские гудки.
XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
О, вӑл пысӑк хула! — Унтан каллех старостӑран ыйтрӗ:
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Унта манпа, хула ҫынни тесе, хӑйсене пурте лайӑхрах, кӑмӑллӑрах тыткалама тӑрӑшатчӗҫ.Там со мной, как с городским человеком, все старались себя держать получше и подобрее.
Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.
Анчах ҫак малтанхи савӑнӑҫ иртсен, телейлӗ хумхану лӑплансан, пӗр-пӗринпе ыталашса хӗпӗртенипе макӑрса тӑрансан, асапланнӑ хула хӑйӗн суранӗсене шута илме тытӑнчӗ.
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кӗске вӑхӑта хула хуҫисем пулса пурӑннӑ, анчах ӗнер, сехре хӑпнипе ниҫта кайса кӗме пӗлменскерсене, паян та тинӗсрен тыта-тыта кӑлараҫҫӗ: десант килсе кӗрессе пачах та шухӑшламан фашистсем, алла мӗн лекнӗ ҫавна ҫӗклесе, мӗнле те пулин ҫӑлӑнас тесе, ним тӗлли-паллисӗр чупнӑ.
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ирӗке тухнӑ хула савӑнӑҫлӑн шавласа кӗрлет.
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Советлӑ Социализмлӑ Республикӑсен Союзӗн Верховнӑй Совет президиумӗн председателе тӑшманран тасатнӑ хула ячӗсене васкамасӑр малалла каларӗ:
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.