Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав ҫӑмартана Глафира аппа пӗтӗмпех килне ҫӗкленӗ, лешсем, халӗ ун валли ҫурт лартакансем, ӑна хулара сутса тӑнӑ.
Суд килет!.. // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вутӑ сутса тунӑ укҫапа — калама ансат! — пӗр йӗм те пӗр ҫӑкӑр туянса килчӗҫ.На вырученные деньги — шутка сказать! — купили сразу двое штанов и буханку хлеба.
Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вӑл, хӑйӗн мӗнпур именийӗсене сутса, Америкӑна кайма хатӗрленет теҫҫӗ!Слышно, что он продает все свои имения и собирается в Америку.
XLIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Джима сутса ярса юханшывпа анаталла ӑсатасшӑн пулнӑшӑн вӑл хӑй те кайран кулянчӗ; ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн халалӗнче Джима ирӗке кӑларни ҫинчен ҫырса хӑварчӗ.
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Чӗп-чӗрӗ те тӗрӗс-тӗкелех вӑл, ӑна каллех сӑнчӑрласа хӳшше хупнӑ, шывпа ҫӑкӑр кӑна ҫитереҫҫӗ; енчен те унӑн хуҫи килмесен, ӑна сутса яраҫҫӗ.
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Джима вӗсем хытӑ вӑрҫрӗҫ, пӗр-икӗ хут питӗнчен ҫупкӑ та пачӗҫ, Джим пӗр сӑмах та каламарӗ, хӑй мана пӗлнине пач та палӑртмарӗ; вара ӑна хӑй ларнӑ хӳшше каллех кайса хупрӗҫ, кивӗ тумнех тӑхӑнтартса, каллех сӑнчӑрларӗҫ, анчах халӗ кравать уринчен мар, стенан аялти пӗрени ҫине ҫапса лартнӑ тимӗр ункӑран кӑкарчӗҫ, унӑн хуҫи киличчен шывпа ҫӑкӑр кӑна ҫитерме хушрӗҫ, хуҫи килмесен, аукционтан сутса яричченех ӑна ҫапла усрамалла терӗҫ; эпир чавнӑ ҫула питӗрсе хучӗҫ, ҫӗрле икӗ фермера пӑшалпа хурал тӑратма, кӑнтӑрла алӑк умне бульдог кӑкарма йышӑнчӗҫ; пӗтӗм ӗҫсем пирки калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн вӗсем Джима татах тепӗр кана ахалех, ӗҫсӗр аптранипе, вӑрҫма тытӑнчӗҫ, вара ватӑ тухтӑр кӑштах итлекелесе тӑчӗ те ҫапла каларӗ:
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вунпилӗк доллара сутса ярасшӑнччӗ вӗт, унтан хаклӑ тӑмасть вӑл тенӗччӗ.А ведь хотел продать за пятнадцать — думал, она дороже не стоит.
Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Сутса янӑ? — тетӗп те макӑрма пуҫлатӑп.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Леш ватӑ тӑмпуҫ ӑна сутса янӑ, укҫине мана та пӗртте памарӗ, ахалех пӗтрӗ вара укҫа.Этот старый болван его продал и со мной даже не поделился, так деньги зря и пропали.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Анчах ку шухӑша эпӗ часах пӑрахӑҫларӑм, акӑ мӗншӗн: Уотсон мисс хӑй патӗнчен Джим тарнӑшӑн, паллах, ҫилленет, ӑна вӑл ҫавӑн пек усал ӗҫшӗн каҫармастех, ҫавӑнпа ӑна каллех сутса ярать.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хӗрӗх долларшӑнах ӑна тепӗр хут ӗмӗрлӗхе чуралӑха сутса янӑ, ҫитменнине тата, ют ҫынсене!Опять продать его в рабство на всю жизнь за какие-то паршивые сорок долларов, да еще чужим людям!
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӗсем, ав, пынӑ та ҫав ирхинех, эпӗ аяла ансан, ылтӑна вӑрласа кайнӑ, негрсене сутса ярсанах эпӗ укҫа ҫинчен аса илеймен, вӗсем ӑна илсех кайнӑ.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӗсем ӑна та хӑвӑртрах сутса ярасшӑнччӗ — король пӗтӗмпех пӗр харӑс хыпса ҫӑтӗччӗ, чӑн-чӑн верблюдах тейӗн.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑхӑт майӗпен шӑвать, аукцион ҫаплах пырать-ха, юлашкинчен йӑлтах сутса пӗтерчӗҫ — масар ҫинче ҫеҫ пӗр пӗчӗк касӑк ҫӗр сутмалли юлчӗ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Негрсемпе мӗнле пулчӗ, ҫавӑн пекех пулать: вӗсене сутса янине тӗрӗс мар тесе йышӑнаҫҫӗ, негрсем часах киле таврӑнаҫҫӗ.Выйдет так же, как с неграми: продажа недействительна, и негры скоро вернутся домой.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӗсем пусмапа анма тӑчӗҫ, герцог каллех кулса ячӗ те: — Сутасса ҫӑмӑл сутса ятӑмӑр та пайтине пач курмарӑмӑр! — тет.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Манӑн укҫа-тенкӗ тата театр пулас пулсан, вӗсенчен лайӑхрах актер кирлӗ те марччӗ, халӗ эпир вӗсене ытла йӳне, тарамах сутса ятӑмӑр, ӑҫта-ха вӑл чекӗ?
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫемьене ҫапла икӗ еннелле уйӑрса сутса ярасси ҫинчен тӗлӗкре те тӗлленмен теҫҫӗ хӗрачасем.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Питера пытарнӑ хыҫҫӑн тепӗр кунне, вуникӗ сехет ҫитеспе, хӗрачасен савӑнӑҫӗ кӑшт тӗксӗмленчӗ: негрсемпе суту-илӳ тӑвакан икӗ ҫын килчӗҫ те, король негрсене лайӑх хакпа, виҫӗ кун хушшинче чекпа тӳлемелле — кунта йӗрки ҫавӑн пек — сутса ячӗ, вӗсен икӗ пӗчӗк ывӑлне юханшыв тӑрӑх тӑвалла, Мемфиса, амӑшне анаталла, Ҫӗнӗ Орлеана, илсе кайрӗҫ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл тата ҫапла та калать: Вильямпа иккӗшӗ вӗсем хӗрачасене хӑйсемпе пӗрле Англие илсе каясшӑн-мӗн; куншӑн пурте савӑнчӗҫ, мӗншӗн тесен хӗрачасене тӑванӗсем патӗнче лайӑхрах пулӗ; хӗрачисем те шутсӑр хӗпӗртерӗҫ, хӑйсен хуйхисене мансах кайрӗҫ; король пӗтӗм пурлӑха хӑвӑртрах сутса ятӑрччӗ ҫеҫ, вӗсем ҫула тухма хатӗр.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.