Поиск
Шырав ĕçĕ:
Каҫ пулас умӗн икӗ казак каллех хуртсем патне кайрӗҫ, анчах унта ни пылӗ, ни хурчӗ юлман.Перед вечером два казака вновь отправились к улью, но там уже не было ни меда, ни пчел.
Пыл хурчӗсемпе кӑткӑсем // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 33–35 с.
Эпӗ хӑранипе ни вилӗ, ни чӗрӗ хытса тӑратӑп.
Ҫӗпӗрте // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Килнӗ ҫын ни малалла, ни каялла иртеймесӗр аптраса тӑчӗ, тӗпелерехрен кӑна тӗнӗ пысӑкӑш пӗчӗк чӳречерен ҫӗрлехи тӗксӗм ҫутӑ сӑрхӑнать.
XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Юмӑҫ, ӑна-кӑна ӑнкараймасӑр, ни малалла иртеймест, ни каялла чакаймасть.Знахарка в растерянности молчала, не решаясь ступить ни вперед, ни назад.
XXIII. Тавӑру черечӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Миша хыҫсӑр пукан ҫинче пур япаласем ҫине те ни ӑшшӑн мар, ни сиввӗн мар пӑхса ларчӗ.
5. Тӗлпулу // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Унӑн куҫӗсем Мишӑн сӑн-пичӗ ҫине ни ӑшшӑн мар, ни сиввӗн мар пӑхса илчӗҫ те, вӑл дежурнӑй пӳлӗмрен тухрӗ.Глаза его равнодушно скользнули по Мишкиному лицу, и сразу он вышел из дежурной комнаты.
4. Вӑрлани // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Пулӑшма мар, тепӗр чухне вӑл ялсене полицейскисемпе салтаксем хупӑрласа илнӗ те ни унтан никама кӑларман, ни яла никама кӗртмен.
Н. Г. Гарин-Михайловский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 158–163 с.
Тёма ни вилӗ, ни чӗрӗ тӑрать.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӑл ӑна лӑплантарма тӑрӑшрӗ, анчах чипер негритянкӑна ни ачашлани, ни ятлаҫса калани лӑплантараймарӗ.И попытался ее утешить; но ни ласки, ни даже побои не успокоили красавицу негритянку.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Леду, унӑн помощникӗ тата икӗ матрос чееленкелесе Таманго хӗҫпӑшалне туртса илнӗ, вӑл ҫине тӑрса хирӗҫнине уямасӑрах, ӑна ураран ӳкерсе ҫыхса хунӑ та, трюма илсе кайса пӑрахнӑ, вара вӑл унта темиҫе кун хушши ӗҫмесӗр-ҫимесӗр выртнӑ: ни апат, ни шыв ӗҫме килӗшмен вӑл.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
— Килет? — тепӗр хут ыйтрӗ Ваҫҫук, ни савӑнма, ни хуйхӑрма пӗлмесӗр.— Едет? — переспросил Васек, не зная, радоваться ему или печалиться.
7 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Юлашкинчен, ытларикун, июлӗн 8-мӗшӗнче, тӑват уран упаленкелесе ни вилӗ, ни чӗрӗ хӑмӑр йӑнӑш кайнӑ ҫул юппине ҫитсе тухрӑмӑр.
XXI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпӗ тинӗс пырӗ урлӑ каҫмашкӑн шывӗ чи тулса ҫитнӗ, ни хӑпармасӑр, ни чакмасӑр пӗр пек тӑнӑ вӑхӑтра тухса кайма кирлӗ пулнине аванах пӗлтӗм, ҫавӑнпа та кӗтсе тӑмалла пулчӗ, мӗншӗн тесен шыв пӗр шайра тӑнӑ чухне сулла юхтарса каяс хӑрушлӑх та пулмасть.
XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Унӑн сӑн-пичӗ, тахҫантанпа хырманскер, ҫапах та ни хӑйӗн ҫавракалӑхне, ни уҫӑлӑхне ҫухатманскер, хумханнине уҫҫӑнах палӑртать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Шухӑшлама хӑрушӑ: хамӑр ялпа иртсе пычӗҫ, анчах вӗсене никам та пулӑшма пултараймарӗ, никам пӗр тӗпренчӗк пама, ни апат ҫитерме, ни шыв пама пултараймарӗ…
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ни ӑшшӑн мар, ни сиввӗн мар, чунсӑр япала ҫине, йывӑҫ татки е чул ҫине пӑхнӑ пек пӑхрӗ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Унччен — ни унталла, ни кунталла.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Тӑвӑр, тӗттӗм сирӗн паркӑр — Ни ларма, ни ҫӳреме.
Уйрӑлни // Нестор Янкас. «Сунтал», 1939, 8№, 18 с.
Халӗ ӗнтӗ ӑна ни ҫӗлӗк, ни илемсӗр сухал, нимӗн те улталас ҫук.
Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Ни ҫурчӗ-йӗрӗ, ни апат-ҫимӗҫӗ пулман.Ни кола ни двора и решительно никаких продовольственных запасов.
Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.