Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

арман сăмах пирĕн базăра пур.
арман (тĕпĕ: арман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чжан Пэй-цзюнь ҫурӑмӗ ҫинчи арман чулне илсе пӑрахнӑ евӗрех туять халь хӑйне.

Пэй-цзюнь чувствовал себя так, словно освободился от какой-то тяжкой обузы.

Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.

Пӗр вӑтанмасӑрах та мар ӑнланать вӑл халӗ: ҫав тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ япала нумай чухне французсен начар романӗсене вуланине пула пулса кайнӑ, вӗсенче вара, хуть те кирек хӑшӗнче тенӗ пекех, Густавпа Арман, вырӑс посольствине бала пырсан, вестибюль тӑрӑх еплерех утса иртнине ҫыра-ҫыра кӑтартатчӗҫ.

Он не без некоторого стыда понимал теперь, что многое в этом очаровании было почерпнуто из чтения французских плохих романов, в которых неизменно описывается, как Густав и Арман, приехав на бал в русское посольство, проходили через вестибюль.

VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Халӗ эпӗ тырӑ пӗрчисене ватса е тӳсе ҫӑнӑх тума чул килӗ тӑвасси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм: арман ҫинчен — ӑсталӑхӑн чи паха япали ҫинчен ӗнтӗ — сӑмах та пулма пултараймасть: ун пек ӗҫе тума этемӗн пӗр мӑшӑр алли вӑй ҫитереймен пулӗччӗ.

Теперь я стал думать о том, как сделать каменную ступку, чтобы размалывать или, вернее, толочь в ней зерно; ведь о таком замечательном произведении искусства, как мельница, не могло быть и речи: одной паре человеческих рук было не под силу выполнить подобную работу.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кӑнтӑрлаччен мӗн курнӑ, халӗ те вӑл ҫавнах курчӗ; тӳремлӗх, сӑртлӑхсем, тӳпе, хӑмӑр кӑвак инҫет; сӑртлӑхӗсем ҫеҫ халь ӗнтӗ ҫывӑхрарах ларнӑ пек туйӑнчӗҫ, тата хыҫала инҫете юлнӑ арман курӑнмарӗ.

Увидел он то же самое, что видел и до полудня: равнину, холмы, небо, лиловую даль; только холмы стояли поближе, да не было мельницы, которая осталась далеко назади.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Егорушка пӑхас килмен ҫӗртенех умри тӗксӗм кӗрен инҫетлӗхелле пӑхма тытӑнчӗ, ҫавна май хальхинче ӑна ҫунаттисемпе хӑлаҫланакан арман кӑштах ҫывхарма тытӑннӑ пек туйӑнчӗ.

Егорушка нехотя глядел вперед на лиловую даль, и ему уже начинало казаться, что мельница, машущая крыльями, приближается.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Урса кайнӑ тӗрексем ҫак ниҫтан кӗме ҫук крепоҫ вырӑнне пулнӑ ишӗк арман патнелле ыткӑнчӗҫ.

В новом припадке бешенства толпа ринулась на полуразрушенную мельницу, ставшую неприступной крепостью.

XVI. Вилӗм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Арман стени пульӑпа темиҫе ҫӗртен те шӑтнӑччӗ ӗнтӗ, ҫапах та сыхланакансемшӗн пытанса тӑмалли вырӑнччӗ-ха вӑл.

Стены мельницы, хоть и были полуразрушены, все же послужили укрытием для троих обреченных.

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫӳлерех тата такам шурӑ шӑлаварлӑскер тӑратчӗ, аллине вӑл арман еннелле тӑснӑччӗ.

Повыше стоял кто-то в белых шароварах и указывал рукой на мельницу.

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чи малтанах хӑй арман алӑкӗ патне пычӗ те йӑлӑмалла пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫити пӑхса илчӗ.

И он первый ступил на порог мельницы и окинул взглядомдолину из конца в конец.

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл чупса пыма тытӑнчӗ те часах арман патне ҫитрӗ.

Она бросилась бежать и в мгновение ока очутилась на мельнице.

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Башибузук куҫ чалӑртса арман еннелле пӑхрӗ, шӑхӑрни ҫавӑнтан илтӗнсеччӗ-ҫке, вара тинех алӑпа сулкалакан Огнянова асӑрхаса, каялла васкавлӑн чупса анчӗ.

Башибузук, выпучив глаза, смотрел на мельницу, из которой доносился свист, и, заметив наконец Огнянова, махавшего руками, стремительно бросился бежать назад.

XI. Башибузук // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл ҫак кивӗ пушӑ арман ҫумӗпе иртрӗ, унран аллӑ утӑмран та ытла мар, ҫаврӑнса пӑхмарӗ, хӑй ҫулӗпех малалла кайрӗ.

Он прошел мимо заброшенной мельницы, шагах в пятидесяти от нее, но не обернулся, а продолжал идти дальше.

XI. Башибузук // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Арман патнелле тӗрӗк пырать!

К мельнице шел турок!

XI. Башибузук // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шыв арман ҫуртӗнчи ҫав хӑрушӑ каҫран пуҫласа Марийка нервӑ чирӗпе аптранӑ пулнӑ, ҫаплах хӑрас-тӑвас пулсан ӑна тытамак тытса пӑрахнӑ.

С той страшной ночи на водяной мельнице Марийка страдала нервной болезнью, и любое потрясение вызывало у нее истерический припадок.

IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шыв кӗрлени кӑна чуллӑ ҫыран тӑрӑх ян каять; ҫавӑнпа пӗрлех тата арман кустӑрми шалтӑртатса янӑрать, ту хушшинче чарӑна пӗлмен шав илтӗнет.

Шум реки эхом отдавался в гранитных обрывах; теперь с ним смешался грохот водяных колес на мельницах и в шнуровых мастерских, и в горном ущелье стоял гул.

VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсем кунта иртсе килнӗ ҫулпа ҫынсем те тухма пултарчӗҫ пуль; кунтан ав арман та инҫе мар.

А на дороге, которой они шли сюда, наверное, уже появились путники; к тому же недалеко от нее стояли мельницы.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Йытӑ мӗншӗн ҫав арман патӗнче явӑнса ҫӳрерӗ?

Почему собака вертелась у мельницы?

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стефчовӑн та, онбашин те ун чухне ҫав йытӑ мӗншӗн Огнянова урнӑ пек тапӑннине, арман патӗнче вӑл мӗншӗн ҫӗре тӑрмаланине пӗлме май та пулман.

В то время ни Стефчову, ни онбаши не пришло в голову спросить себя, отчего гончая с бешеной яростью набрасывалась на Огнянова и рыла землю у мельницы.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Халь ав арман патӗнче чаваҫҫӗ…

— Сейчас копают у мельницы…

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Арман патӗнче камсене чавса чикнине Мунчо ахӑрнех пӗлет пулмалла, вӑл ак хальхинче те «Руссиана» асӑнчӗ, эппин вӑлах пӗтӗм вӑрттӑнлӑха та пӗлнӗ пуль.

Мунчо, должно быть, знает, кого закопали у мельницы, а так как он упомянул и «Руссиана», значит, он, возможно, открыл всю тайну.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней