Поиск
Шырав ĕçĕ:
15. Олдама вӗсене каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: хӑвӑра ман патӑма янӑ ҫынна калӑр: 16. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, тейӗр: ҫакӑ вырӑна тата унта пурӑнакансем ҫине Иудея патши вуланӑ саккун кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ хаярлӑха яратӑп: 17. Мана пӑрахса хӑварнӑшӑн, ытти турӑсем умӗнче тӗтӗрнӗшӗн, хӑйсен алли ӗҫӗсемпе Мана ҫиллентерсе тӑнӑшӑн ҫак ҫӗр ҫине ҫиллӗм тулса ҫитрӗ, ӗнтӗ сӳнес ҫук вӑл.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Анчах та вӗсем итлемен, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине ӗненмен ашшӗсем пекех чурӑс пулнӑ; 15. вӗсем Вӑл панӑ йӗркесене, Вӑл вӗсен ашшӗсемпе хывнӑ халала, Вӑл пӗлтернине-уҫса панине, хӑйсене асӑрхаттарса каланине вырӑна хуман; ӑҫтиҫук хыҫҫӑн кайса ӑҫтиҫука тухнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене «таврари халӑхсем пек ан тӑвӑр» тенӗ пулсан та, вӗсем ҫавсем хыҫҫӑн кайнӑ, 16. хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн мӗнпур ӳкӗтне манӑҫланӑ, хӑйсем валли шӑратса икӗ пӑру кӗлетки тунӑ, вӗсен чӳк юманлӑхӗ те пулнӑ, вӗсем тӳпери ҫара пуҫҫапнӑ, Ваала ӗҫлесе тӑнӑ, 17. хӑйсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ, юмӑҫ пӑхнӑ, ӑрӑм-сурӑмпа аппаланнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса Ӑна ҫиллентернӗ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Сири патши израильсене хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланӑ, хӑйӗн тарҫисемпе канашласа, вӑл ҫапла каланӑ: эпӗ хамӑн тапӑра ҫав-ҫав вырӑна вырӑнаҫтарса тухатӑп, тенӗ.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Елисей йывӑҫ татӑкне касса илнӗ те кӑтартнӑ вырӑна пӑрахнӑ, вара пуртӑ ҫиеле ишсе тухнӑ.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ ӑна ӳкнӗ вырӑна кӑтартнӑ.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӗнтӗ типӗ тытмалли куна пӗлтернӗ, Навуфее халӑх умне, малти вырӑна, лартнӑ; 13. унтан икӗ юрӑхсӑр ҫын тухнӑ та ӑна хирӗҫ пырса ларнӑ, ҫав усал ҫынсем халӑх умӗнче ӑна хирӗҫ кӳнтеленӗ: Навуфей Ҫӳлхуҫана тата патшана хурларӗ, тенӗ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Илия каланӑ: эпӗ мар пӑлхататӑп Израиле, пӑлхатаканӗсем — эсӗ те сан аҫу йӑхӗ: эсир Ҫӳлхуҫа хушнӑ йӗркесене вырӑна хумарӑр, эсир Ваал хыҫҫӑн каятӑр; 19. ӗнтӗ ман патӑма Кармил тӑвӗ ҫине пӗтӗм Израиле пуҫтарса яр, тата Иезавель ӗҫми-ҫимипе пурӑнакан пророксене — Ваалӑн тӑватҫӗр аллӑ пророкӗпе Астартӑн тӑватҫӗр пророкне — пуҫтарса яр, тенӗ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара пророк Иудейӑран килнӗ Турӑ ҫыннине каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Ҫӳлхуҫа каланине итлеменшӗн, Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна мӗн хушнине уяманшӑн, 22. Вӑл хӑвна: «унта ҫӑкӑр та ан ҫи, шыв та ан ӗҫ» тенӗ вырӑна таврӑнса ҫӑкӑр ҫинӗшӗн, шыв ӗҫнӗшӗн санӑн ӳтӳ хӑвӑн аҫусен тупӑклӑхне кӗреймӗ, тет, тенӗ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Патша халӑха итлемен, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ирӗкӗ ҫапла пулнӑ: Унӑн сӑмахӗ — Силом ҫынни Ахия урлӑ Нават ывӑлне Иеровоама каланӑ сӑмахӗ — вырӑна килмелле пулнӑ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Аслӑ ҫынсен канашне вырӑна хумасӑр, патша халӑха хаяррӑн хуравланӑ; 14. ҫамрӑк ҫынсен канашне тӑнласа, вӑл ҫапла каланӑ: манӑн аттем сирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑ — эпӗ сирӗн ҫӗклемӗре тата йывӑрлатӑп; аттем сире чӑпӑрккапа хӗнеттерсе асап кӑтартнӑ — эпӗ сире вӗҫне тимӗр янӑ пушӑпа хӗнеттерӗп, тенӗ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах Ровоам аслӑ ҫынсем панӑ канаша вырӑна хуман, хӑйпе пӗрле ӳссе ҫитӗннӗ, ӗнтӗ хӑй умӗнче тӑракан ҫамрӑк ҫынсемпе канашланӑ, 9. вӗсене ҫапла каланӑ: манпа калаҫса мана: «пирӗн ҫине аҫу хунӑ ҫӗклеме ҫӑмӑллатса парсамччӗ» тенӗ ҫак халӑха мӗн калама канаш паратӑр мана? тенӗ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӑл патша ҫине алӑ ҫӗклесси акӑ мӗнрен пуҫланнӑ: Соломон Милло теекен вырӑна тутарнӑ, Давид хулин хӳмине сиплеттернӗ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн патша Милло теекен вырӑна туса лартнӑ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Турӑ Ҫурчӗпе хӑйӗн керменне туса лартнисӗр пуҫне Соломон тата Милло теекен вырӑна, Иерусалим хӳмине, Гацор, Мегиддо, Газер хулисене туса лартнӑ — пур ҫӗрте те чурасене ӗҫлеттернӗ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйӗн Моисей чури урлӑ каланӑ ырӑ сӑмахӗсенчен Унӑн пӗр сӑмахӗ те вырӑна килмесӗр юлмарӗ; 57. пирӗн аттемӗрсемпе пӗрле пулнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пирӗнпе пӗрле те пултӑрччӗ, ан пӑрахтӑрччӗ пире, пӑрахса ан кайтӑрччӗ пире, 58. пирӗн чӗресене Хӑй еннелле ҫавӑртӑрччӗ: эпир вара Унӑн ҫулӗсемпе ҫӳрер, Унӑн пирӗн аттемӗрсене панӑ ӳкӗчӗсене, йӗркисене, саккунӗсене уяса пурӑнар; 59. эпӗ [халӗ] Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗлтуса каланӑ ҫак сӑмахсем Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑршӑн кӑнтӑрла та, ҫӗрле те кӑмӑллӑ пулччӑр, ҫапла Вӑл хӑй чуришӗн мӗн кирлине, Хӑйӗн Израиль халӑхӗшӗн мӗн кирлине кунран-кун туса тӑринччӗ, 60. вара халӑхсем пурте Ҫӳлхуҫа пӗртен-пӗр Турӑ иккенне, Ун евӗрли урӑх ҫуккине пӗлӗҫинччӗ; 61. сирӗн чӗрӗрсем пӗтӗмпех Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра пӑхӑнса тӑччӑр, ҫапла, паянхи пекех, Вӑл панӑ йӗркесемпе ҫӳремелле, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнмалла пултӑр, тенӗ Соломон.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ, халӗ ӗнтӗ Хӑвӑн чурушӑн, манӑн аттемшӗн, Ху ӑна: «эхер те санӑн ывӑлусем, хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнмасӑр, Ман умӑмра эсӗ ҫӳренӗ пек ҫӳресессӗн, санӑн Ман умӑмра Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче лараканӗсем пӗтмӗҫ» тесе каланине вырӑна килтерсемччӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эсӗ Хӑвӑн чуруна, манӑн Давид аттеме, мӗн каланине вырӑна килтертӗн; Хӑвӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа мӗн каланине паянхи кун Хӑвӑн аллупа туса ҫитертӗн.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Хӑй каланӑ сӑмахне Ҫӳлхуҫа вырӑна килтерчӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унтан халӑх еннелле ҫаврӑнса патша пӗтӗм Израиль халӑхне пилленӗ, — пӗтӗм Израиль халӑхӗ ура ҫинче тӑнӑ, — 15. Соломон ҫапла каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ мухтавлӑ: Вӑл манӑн Давид аттеме Хӑй чӗлхи-ҫӑварӗпе каланине халӗ Хӑй аллипе вырӑна килтерчӗ!
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Ӗнтӗ Соломон ҫав пур япалана та вырӑна майлаштарса лартнӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.