Поиск
Шырав ĕçĕ:
35. Вара вӗсем ҫав патшапа унӑн ывӑлӗсене, унӑн пӗтӗм халӑхне пӗр [чӗрӗ] ҫын юлмиччен пӗтерсе тӑкнӑ, кайран унӑн ҫӗрне ярса илнӗ.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: унран ан хӑра, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ӑна, унӑн пӗтӗм халӑхне, пӗтӗм ҫӗрне санӑн аллуна парӑп, вара эсӗ Есевонра пурӑнакан аморрейсен патшине Сигона мӗн турӑн, кӑна та ҫавӑн пекех тӑвӑн, тенӗ.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Израиль ӑна хӗҫпе пӗтерсе тӑкнӑ, унӑн Арнонпа Иавок хушшинчи ҫӗрне Аммон чикки патне ҫитичченех ярса илнӗ, Аммон чикки вара ҫирӗп тӑнӑ; 25. Израиль унти мӗнпур хулана туртса илнӗ, Израиль вара аморрейсен пӗтӗм хулинче, Есевонра тата ӑна пӑхӑнса тӑракан пӗтӗм хулара пурӑнма пуҫланӑ; 26. Есевон вӑл Сигонӑн, аморрейсен патшийӗн, хули пулнӑ, ҫак патша, унчченхи Моав патшипе ҫапӑҫса, унӑн пӗтӗм ҫӗрне Арнон таранчченех ярса илнӗ пулнӑ.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа Израиль сассине илтнӗ те ханаансене унӑн аллине ӳкернӗ, Израиль вара вӗсене, вӗсен хулисене пӗтермелле тупаланӑ, ҫавӑнпа ку вырӑна Хорма# ят панӑ.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем пӗтӗм халӑх умӗнче Ор тӑвӗ ҫине хӑпарнӑ, 28. Моисей Аарон ҫийӗнчен унӑн тумне хывса илнӗ те ӑна Елеазара, унӑн ывӑлне, тӑхӑнтартнӑ; Аарон ҫавӑнта ту тӑрринче вилнӗ.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эдом ҫӗрӗн чиккинче, Ор тӑвӗ ҫинче, Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 24. Аарон ӗнтӗ хӑйӗн канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлештӗр; Мерива шывӗ патӗнче эсир Эпӗ хушнине итлемерӗр, ҫавӑншӑн вӑл Эпӗ Израиль ывӑлӗсене паракан ҫӗре кӗреймӗ; 25. Аарона [хӑвӑн пиччӳне] тата Елеазара, унӑн ывӑлне, илсе, вӗсене [пӗтӗм халӑх умӗнче] Ор тӑвӗ ҫине ертсе кай; 26. Аарон ҫинчен унӑн тумне хывса ил те ӑна Елеазара, унӑн ывӑлне, тӑхӑнтарт, Аарон вара канӑҫтӑр, ҫавӑнта вилтӗр, тенӗ.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кам та кам пӗр-пӗр вилнӗ ҫынна сӗртӗнет, ҫавӑ ҫичӗ кун хушши таса мар пулӗ; 12. виҫҫӗмӗш кунне тата ҫиччӗмӗш кунне унӑн ҫав [шывпа] ҫӑвӑнса тасалмалла, вара таса пулать; виҫҫӗмӗш тата ҫиччӗмӗш кунне ҫӑвӑнса тасалмасассӑн, таса мар пулать; 13. кирек кам та, пӗр-пӗр вилнӗ ҫынна сӗртӗннӗ пулсассӑн, кайран тасалман пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа ҫуртне ирсӗрлетет: ун пек ҫынна Израиль хушшинчен пӗтермелле, мӗншӗн тесессӗн вӑл тасатакан шывпа ҫӑвӑнман, вӑл таса мар, унӑн тасамарлӑхӗ хӑйӗн ҫинчех.
Йыш 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 2. Ҫӳлхуҫа панӑ саккун йӗрки ҫакӑн пек, тенӗ: Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсем сан патна айӑпсӑр, пӗр кӑлтӑксӑр [тата] хӑмӑт тивмен хӗрлӗ пушмак пӑру илсе пыччӑр; 3. ӑна Елеазар священника парӑр, вӑл ӑна тапӑр тулашне [таса вырӑна] илсе тухтӑр, пӑрӑва ун умӗнче пусчӑр; 4. Елеазар священник унӑн юнӗпе пӳрнине йӗпеттӗр те пуху чатӑрӗн мал енне ҫичӗ хутчен юн сирпӗттӗр, 5. пӑрӑва унӑн куҫӗ умӗнче ҫунтарччӑр: унӑн тирне, ашне, юнне унӑн тасамарлӑхӗпе пӗрле ҫунтарса яччӑр; 6. священник кедр йывӑҫӗ, иссоп тата йӑм хӗрлӗ ҫӑм ҫиппи илтӗр те ҫакна ҫунакан пӑру ҫине пӑрахтӑр; 7. кайран священник хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр, хӑй те шывпа ҫӑвӑнтӑр, вара тапӑра таврӑнтӑр, священник каҫ пуличчен таса мар пулӗ.
Йыш 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 26. левитсене пӗлтер, кала вӗсене: Эпӗ сире Израиль ывӑлӗсен ҫӗклентерсе кӳрекен парнийӗнчен вуннӑмӗш пайне еткерлӗхе паратӑп, ӑна илсессӗн, вӗсем Ҫӳлхуҫана ҫавӑнтан парне кӳччӗр, вуннӑмӗш пайӗн вуннӑмӗш пайне паччӑр, 27. ку эсир йӗтем ҫинчен тырӑ кӳнӗ пек, юхтаркӑчран парне кӳнӗ пек шутланӗ; 28. ҫапла вара эсир те Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑрӑр: Израиль ывӑлӗсенчен илсе тӑракан парнерен, вӗсен пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайӗнчен, кӳрсе тӑрӑр, Ҫӳлхуҫана кӳмелли парнене Аарон священника парӑр; 29. сире паракан пӗтӗм таса парнерен чи лайӑххине Ҫӳлхуҫана Унӑн умӗнче ҫӗклентерсе парнелӗр.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫакна илтсессӗн Моисей ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та 5. Корейпе ун майлӑ ҫынсене пурне те ҫапла тесе каланӑ: Хӑй патне ҫывӑхартмашкӑн кам Унӑн пулнине, кам сӑваплӑ пулнине Ҫӳлхуҫамӑр ыран кӑтартӗ; Вӑл кама суйласа илӗ, ҫавна Хӑй патне ҫывӑхартӗ; 6. эсир акӑ ҫапла тӑвӑр: Корей тата унпа пӗр шухӑшлисем пурте тӗтӗркӗчсем илӗр те 7. вӗсен ӑшне ыран Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче вут-кӑвар хурӑр, тӗтӗрмелли хурӑр; Ҫӳлхуҫамӑр кама суйласа илӗ, ҫавӑ сӑваплӑ пулӗ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫак ҫӗрте пурӑнакансенчен е ютран килнӗ ҫынсенчен кам та кам чӑрсӑр аллипе мӗн те пулин тӑвать, ку Ҫӳлхуҫана хурлани пулать: ҫав чун хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтӗ, 31. мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахне вырӑна хумарӗ, Унӑн ӳкӗтне пӑсрӗ; ҫав чун пӗтӗ, унӑн ҫылӑхӗ хӑй ҫинче пулӗ, тенӗ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Пӗлмен пирки кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫылӑх парни пама пӗр ҫулхи качака кӳтӗр; 28. Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑнӑшпа ҫылӑх тунӑ чуна священник тасатӗ, вӑл вара тасалӗ, унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ; 29. кам та кам йӑнӑшпа мӗн те пулин тусассӑн, ҫакӑнта ҫуралса ӳснӗ Израиль ҫыннишӗн те, сирӗн патӑрта пурӑнакан ютран килнӗ ҫыншӑн та сирӗн пӗр саккун пултӑр.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав ҫӗрте пурӑнакан кирек камӑн та ҫакна, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, ҫапла тумалла; 14. сирӗн хушшӑрта ютран килнӗ ҫын пурӑнать пулсассӑн та, сирӗн йӑхӑрсем хушшинче пурӑнакан кирек кам та ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе парне парать пулсассӑн, унӑн та эсир тунӑ пекех тумалла; 15. эсир — [Ҫӳлхуҫа] халӑхӗ, сирӗншӗн те, [сирӗн патӑрта] пурӑнакан ютран килнӗ ҫыншӑн та йӗрке пӗрре, вӑл сирӗн сыпӑкран сыпӑка, ӗмӗртен ӗмӗре пытӑр: эсир хӑвӑр та, ютран килнӗ ҫын та Ҫӳлхуҫа умӗнче пӗр пулатӑр; 16. сирӗншӗн те, сирӗн патӑрта пурӑнакан ютран килнӗ ҫыншӑн та пӗр саккун, пӗр тивӗҫ пултӑр, тенӗ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: санӑн сӑмахушӑн каҫаратӑп; 21. Эпӗ пур, [Манӑн ятӑм та яланах пур,] пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗпе тулнӑ: 22. Манӑн мухтавлӑхӑма, Манӑн Египетра тата пушхирте тунӑ паллӑмсене курнисем, Мана ӗнтӗ вунӑ хут сӑнанисем, Манӑн сӑмахӑма итлеменнисем 23. Эпӗ тупа туса хӑйсен ашшӗсене пама пулнӑ ҫӗре пӗри те кураймӗ; [ҫак ҫӗре вӗсен ачисене ҫеҫ — ҫакӑнта Манпа пӗрле тӑракансене, мӗн ыррине, мӗн усаллине пӗлменскерсене, пӗтӗм пӗчӗк ачана, нимӗн те ӑнланманскерсене ҫеҫ — парӑп,] Мана тарӑхтаракансем вӑл ҫӗре пӗри те кураймӗҫ; 24. Хамӑн Халев чурама вара хӑй ӑшӗнче урӑх шухӑш тытманшӑн, Мана пӗтӗмпех итлесе тӑнӑшӑн хӑй кайса килнӗ ҫӗре илсе кӗрӗп, ку ҫӗре унӑн вӑрлӑхӗ еткерлӗхе илӗ; 25. амаликсемпе ханаансем айлӑмра пурӑнаҫҫӗ; ыран каялла ҫаврӑнӑр та пушхире Хӗрлӗ тинӗс енне кайӑр, тенӗ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: хӑйӗн ашшӗ унӑн пичӗ ҫине сурсассӑн, вӑл ҫичӗ кунччен вӑтанса ҫӳремӗччӗ-и? апла ӑна тапӑр тулашне ҫичӗ куна хупса хурӑр, кайран каялла таврӑнӗ, тенӗ.
Йыш 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ мана калатӑн: ача пӑхакан хӗрарӑм ачине алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳренӗ пек, эсӗ ӑна хӑвӑн аллу ҫинче ҫӗклесе Эпӗ унӑн ашшӗсене тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе кай, тетӗн; 13. ҫакӑ пӗтӗм халӑха ҫитермелӗх аш эпӗ ӑҫтан тупам? вӗсем авӑ ман умра йӗреҫҫӗ: пире аш ҫитер, теҫҫӗ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Манна вӑл кориандр вӑрри майлӑ пулнӑ, пӑхма бдолах евӗрлӗскер пулнӑ; 8. халӑх ӑна пуҫтарса ҫӳренӗ, ал арманне ярса авӑртнӑ е килӗре тӳнӗ, кайран хуранта пӗҫернӗ, унран пашалу тунӑ; унӑн тути йывӑҫ ҫӑвӗпе пӗҫернӗ пашалу тути евӗрлӗ пулнӑ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Халӑх сасӑпах Ҫӳлхуҫана ӳпкелеме пуҫланӑ; Ҫӳлхуҫа илтнӗ те, Унӑн ҫилли тулса ҫитнӗ, вара вӗсем патӗнче Ҫӳлхуҫа вучӗ хыпса илнӗ, вӑл тапӑрӑн пӗр хӗррине пӗтере пуҫланӑ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унтан Рувим тапӑрӗн элемне ҫӗкленӗ, унти ҫар ушкӑнӗсем тапранса кайнӑ; унӑн ҫарӗн пуҫлӑхӗ Елицур, Шедеур ывӑлӗ; 19. Симеон ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Шелумиил, Цуришаддай ывӑлӗ; 20. Гад ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Елиасаф, Регуил ывӑлӗ.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 10. Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсенчен е вӗсен йӑхӗнчен кам та пулин вилнӗ ҫын ӳтне сӗртӗнсе тасамарланнӑ пулсассӑн е инҫе ҫула кайнӑ пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа Пасхине унӑн та тумалла; 11. ун пеккисем иккӗмӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине Пасха туччӑр, ӑна вӗсем тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсемпе, йӳҫӗ курӑксемпе ҫиччӗр; 12. ирччен унран нимӗн те ан хӑварччӑр, унӑн шӑммисене ан ватчӑр; ӑна вӗсем Пасха тӗлӗшӗнчен хунӑ пӗтӗм йӗрке тӑрӑх туччӑр; 13. кам та кам таса халлӗнех е [инҫе] ҫула кайман чухнех Пасха тумасть, ҫав чун хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗттӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана вӑхӑтра парне кӳмерӗ: ҫав ҫын хӑй ҫине ҫылӑх илӗ; 14. сирӗн патӑрта ютран килнӗ ҫын пурӑнать пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа Пасхине унӑн та тумалла: вӑл ӑна Пасха тӗлӗшӗнчен хунӑ йӗрке тӑрӑх, унӑн йӑлине кура тутӑр; ютран килнӗ ҫыншӑн та, ҫак ҫӗр ҫыннишӗн те Пасха тӑвас йӗрке сирӗн пӗрре пултӑр, тенӗ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.