Поиск
Шырав ĕçĕ:
10. Вара эпӗ ту ҫинче, унчченхи пекех, хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ пултӑм; Ҫӳлхуҫамӑр мана ку хутӗнче те итлерӗ, [вара] Вӑл сана пӗтерсе пӑрахас темерӗ; 11. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: тӑр та ҫула тух, [ҫак] халӑх умӗнчен пыр; вӗсем кайччӑр та Эпӗ вӗсен ашшӗсене тупа туса пама пулнӑ ҫӗре хӑйсен аллине илччӗр, терӗ.
Аст 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах Ҫӳлхуҫа мана ку хутӗнче те итлерӗ.
Аст 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑвӑн ӑшӑнта: «ку халӑхсем манран йышлӑрах; манӑн вӗсене мӗнле хуса яраяс-ха?» тесе 18. вӗсенчен хӑраса ан тӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, фараона, пӗтӗм Египета мӗн тунине, 19. ху куҫупа курнӑ хӑрушла сӑнакан йывӑрлӑхсене те, [аслӑ] паллӑсемпе кӗтретсене те, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна ҫӑлса тухнӑ чухне кӑтартнӑ хӑватлӑ аллипе ҫӳлти вӑйне те астуса ил; Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, хӑвна хӑратса тӑракан халӑхсене пурне те ҫаплах тӑвӗ; 20. санӑн куҫунтан пытанса юлнисем вилсе пӗтичченех Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсем ҫине сӑвӑслан ярса тӑрӗ; 21. вӗсенчен ан хӑра, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, аслӑ та хӑрушӑ Турӑ, хӑвӑн хутлӑхунтах.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эсир ҫак саккунсене итлесе, астуса, пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвӑн аҫусене тупа тунӑ пек, саншӑн та Хӑйӗн халалӗпе Хӑйӗн ырӑлӑхне вырӑна килтерсе тӑрӗ, 13. Вӑл сана юратӗ, сана пиллӗх парӗ, сана ӗрчетӗ, Хӑй аҫусене тупа туса сана памашкӑн пулнӑ ҫӗр ҫинче санран ҫуралнине те, санӑн ҫӗрӳ кӳнӗ ҫимӗҫе те, санӑн ҫӑкӑрна та, санӑн эрехне те, санӑн йывӑҫ ҫӑвне те, санӑн шултӑра выльӑх-чӗрлӗхӳнтен, сурӑхусен кӗтӗвӗнчен хунаса пыраканнине те пиллӗх парӗ; 14. эсӗ пур халӑхран та пиллӗхлӗрех пулӑн; санӑн хӑвӑн та, сан выльӑху-чӗрлӗхӳн те йӑхсӑрри-хӗсӗрри пулмӗ; 15. Ҫӳлхуҫа [Турру] санран мӗнпур халсӑрлӑха сирсе ярӗ, сана [эсӗ ху курнӑ,] ху пӗлекен хаяр Египет чирӗсемпе чирлеттермӗ, вӗсене сана кураймасӑр тӑракансем ҫине ярӗ; 16. эсӗ вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвӑн аллуна паракан мӗнпур халӑха пӗтерсе тӑкӑн: санӑн куҫу вӗсене хӗрхенсе ан тӑтӑр; вӗсен туррисене ан пуҫҫап, ку вӑл саншӑн серепе пулӗ.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Вӗсем вара ҫав ҫӗре тата Ог — Васан патши — ҫӗрне, амморейсен икӗ патшийӗн ҫӗрне, Иорданӑн леш енче хӗвелтухӑҫнелле выртакан ҫӗре 48. Арнон юхӑм шывӗ хӗрринче ларакан Ароер хулинчен пуҫласа Сион тӑвӗ таран — вӑлах Ермон тӑвӗ — 49. тата Иордан ку енчи тухӑҫалла выртакан пӗтӗм тӳремлӗхе Фасга тӑвӗ патӗнчи тӳремлӗхри тинӗс хӗррине ҫитичченех хӑйсен аллине илнӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫавӑн чухне Моисей Иорданӑн ку енче, тухӑҫалла, виҫӗ хула уйӑрса илнӗ, 42. ҫын вӗлерекен, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине вӗлерме шухӑшламасӑр, ӑнсӑртран, ӗнер те, виҫӗмкун та уншӑн тӑшман пулман халлӗнех вӗлернӗскер, ҫав виҫӗ хуларан пӗр хулине тарса чӗрӗ юлма пултартӑр, тенӗ; 43. хулисем ҫаксем: Рувим йӑхӗ илнӗ тӳремлӗхри пушхирте ларакан Бецер хули, Гад йӑхӗ илнӗ Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф тата Манассия йӑхӗ илнӗ Васан ҫӗрӗнчи Голан.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑн чухне эпир аморрейсен икӗ патшин аллинчен ҫак ҫӗре, Иордан ку енчи Арнон юхӑм шывӗнчен пуҫласа Ермон тӑвӗ таран тӑсӑлакан ҫӗре, — 9. Сидон ҫыннисем Ермона Сирион теҫҫӗ, аморрейсем ӑна Сенир теҫҫӗ, — 10. тӳремлӗхри мӗнпур хулана, пӗтӗм Галаада, Салха хулинчен пуҫласа Едреи хулине ҫитиччен пӗтӗм Васана, Васан патши Ог патшалӑхӗн хулисене туртса илтӗмӗр; 11. ӗнтӗ рефаимсенчен Ог, Васан патши, анчах тӑрса юлнӑччӗ.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Сирӗн анӑҫ чикки аслӑ тинӗс пулать: анӑҫалла каякан чикӗ пулать ку.6. А границею западною будет у вас великое море: это будет у вас граница к западу.
Йыш 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 51. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: Иордан урлӑ каҫса Ханаан ҫӗрне ҫитсессӗн, 52. унти пур халӑха та хӑвӑр патӑртан хӑваласа ярӑр, вӗсем тунӑ мӗнпур йӗрӗхе — ӳкерсе тунисене, шӑратса тунисене — пӗтӗмпе ҫӗмӗрсе тухӑр, вӗсенӗн тӳпем вырӑнӗсене те аркатса тӑкӑр; 53. ҫӗрӗсене туртса илӗр те ҫавӑнта пурӑнма вырӑнаҫӑр, Эпӗ ку ҫӗре сире еткерлӗхе паратӑп; 54. еткерлӗх ҫӗре шӑпа тӑрӑх йӑхсерен валеҫсе парӑр: нумай йышлине нумайрах ҫӗр парӑр, сахал йышлине сахалрах парӑр; кама ӑҫта шӑпа тухать, унӑн еткер ҫӗрӗ ҫавӑнта пулать; еткерлӗх ҫӗре аҫӑрсен йӑхӗсем тӑрӑх илӗр; 55. ҫавӑнта пурӑнакансене хӑвӑр патӑртан хӑваласа ямасассӑн, вӗсем, унта юлнисем, сирӗн куҫӑрсене тӑрӑнӗҫ, сире аякӑрсенчен чикӗҫ, сире хӑвӑр пурӑнакан ҫӗрте хӗстерме пуҫлӗҫ, 56. ун чухне Эпӗ вӗсене мӗн кӑтартма шутланине сире кӑтартӑп, тенӗ.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Ҫӳлхуҫа хушнипе Аарон священник Ор тӑвӗ ҫине хӑпарнӑ, вӑл ҫавӑнта вилнӗ, ку Израиль халӑхӗ Египет ҫӗрӗнчен тухни хӗрӗхмӗш ҫул ҫине кайсассӑн, пиллӗкӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, пулса иртнӗ; 39. Ор тӑвӗ ҫинче вилнӗ чухне Аарон ҫӗр ҫирӗм виҫҫӗре пулнӑ.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Моисей вӗсене каланӑ: эсир хӑвӑр каланӑ пек тусассӑн, кӑрал тытса Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче вӑрҫа кайсассӑн, 21. эсир кашнийӗ Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче кӑрал тытса Иордан леш енне кайса Вӑл Хӑйӗн тӑшманӗсене Хӑй умӗнче тӗппипе аркатиччен ҫапӑҫсассӑн, 22. ҫав ҫӗре Ҫӳлхуҫа умӗнче пӑхӑнтарсассӑн кайран кунта таврӑнӑр, ун чухне эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче те, Израиль умӗнче те айӑплӑ пулмӑр, ку ҫӗр вара Ҫӳлхуҫа умӗнче сирӗн еткерлӗх пулӗ; 23. ун пек тумасассӑн, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗретӗр, вара хӑвӑр ҫылӑхшӑн тӳсмелле пулӗ, сире хаса ҫитӗ; 24. ачӑрсем валли — хуласем, выльӑхӑр валли витесем лартӑр, хӑвӑр мӗн каланине тӑвӑр, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ку — Ҫӳлхуҫа Моисее хушса-вӗрентсе каланӑ йӗрке, вӑл упӑшкипе арӑмӗ мӗнле пурӑнмаллине, ҫамрӑк чухне, ашшӗ килӗнче пурӑннӑ чухне, ашшӗпе хӗрӗ мӗнле пулмаллине кӑтартать.
Йыш 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче], сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр; ку сирӗншӗн трупа сассийӗн кунӗ пултӑр; 2. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр, 3. ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — парӑр: пӑру пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, така пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, 4. ҫичӗ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр, 5. тата ҫылӑх каҫарттарма, хӑвӑра тасатма, пӗр качака таки кӳрӗр, 6. ҫакна ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса, йӗрке тӑрӑх памалла, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.
Йыш 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫичӗ кун хушши ҫапла парне кӳрсе тӑрӑр; ку — ҫӑкӑр, Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне; ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, эрех сапса кӳрекен яланхи парне ҫумне хушса памалла.
Йыш 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тепӗр путекне каҫхине пар, ирхине тырӑ-пулӑ парни мӗнле кӳнӗ, каҫпа та ҫавӑн пекех пултӑр, эрехне те ирхинехи пекех сап, ку — Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне пулӗ.
Йыш 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кала вӗсене: Ҫӳлхуҫана сирӗн яланах ҫакӑн пек парне кӳмелле: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмешкӗн кунсерен айӑпсӑр пӗр ҫулхи икӗ путек парса тӑмалла; 4. пӗр путекне ирхине пар, тепӗр путекне каҫхине пар; 5. тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне чӗрӗк гин чи паха йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса [пар]; 6. ку — Ҫӳлхуҫана кӳрекен яланхи парне, ӑна малтан, Синай тӑвӗ патӗнче кӳнӗ пек, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелле; 7. тата пӗр путек пуҫне чӗрӗк гин эрех пар: ӑна, Ҫӳлхуҫана кӳрекен эрехе, сӑваплӑ ҫӗрте сап.
Йыш 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Ку вӑл Син пушхирӗнчи Кадес ҫывӑхӗнчи Мерива шывӗ пулнӑ.]
Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: [Иордан шывӗ ку енчи] ҫакӑ Аварим тӑвӗ ҫине, [ҫакӑ Нево тӑвӗ ҫине,] хӑпар та Эпӗ Израиль халӑхне [еткерлӗхе] паракан [Ханаан] ҫӗрӗ ҫине пӑх; 13. ун ҫине пӑхса илсессӗн, Аарон пиччӳ [Ор тӑвӗ ҫинче] канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ пек, эсӗ те халӑхупа пӗрлеш, 14. мӗншӗн тесессӗн Син пушхирӗнче халӑх пӑлханнӑ вӑхӑтра эсир Мана итлемерӗр, итленӗ пулсассӑн шыв хӗрринче пӗтӗм халӑха Манӑн сӑваплӑхӑм курӑнатчӗ.
Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Моисей ку ӗҫе татса пама Ҫӳлхуҫаран ыйтнӑ.
Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шӑпах ҫак Дафанпа Авирон ӗнтӗ, пухӑва ҫӳрекенскерсем, Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑнӑ Корей каварҫисемпе пӗрле халӑха Моисейпе Аарона хирӗҫ пӑтратнӑ; 10. вара ҫӗр ҫурӑлса кайнӑ, вӗсене те, Корее те ҫӗр ҫӑтса янӑ; вӗсемпе пӗрле вӗсен каварҫисем те вилнӗ, ун чухне икҫӗр аллӑ ҫынна вут-ҫулӑм ҫунтарса янӑ, ку астутаракан паллӑ пулнӑ; 11. анчах Корей ывӑлӗсем вилмен.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.