Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫилӗллӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешӗ унӑн ӗмӗчӗсене кулкаласа итлесе ларчӗ; анчах Обломов ун инкӗшне кайса пӗлтерме сиксе тӑрсанах, Ольгӑн куҫхаршийӗсем ҫилӗллӗн пӗрӗнчӗҫ те вӑл шикленсе ӳкрӗ.

Она с улыбкой выслушала его мечты; но только он вскочил, чтоб бежать объявить тетке, у ней так сжались брови, что он струсил.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫав лайӑх та, эсир хӑварах каларӑр: ҫак вӗресе тӑракан хаярлӑх — кӑлтӑксене ҫилӗллӗн питлени, пӑсӑлнӑ ҫынран йӗрӗнсе кулни… кунта йӑлтах пур!

И прекрасно, вы сами высказались: это кипучая злость — желчное гонение на порок, смех презрения над падшим человеком… тут все!

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тӗл пулакан чул муклашкисем тавра ҫилӗллӗн кӑпӑкланса та турпассемпе хур мамакӗсене вӑрт-варт ҫавӑрттарса, йӑкӑрин чупса кайрӗҫ ял урамӗсем тӑрӑх шарлакан, хӑмӑртарах тӗслӗ, йӑлтӑрти ҫырмасем; пысӑк кӳлленчӗксене кӑвак тӳпе мӗлки ӳкнӗ, ишнӗрен пулас, ҫаврака шурӑ пӗлӗчӗсем ҫаврӑнса тӑнӑн курӑнаҫҫӗ; хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн шӑпӑртатса тӑкӑнчӗҫ ҫурт тӑррисенчен янӑравлӑ тумламсем.

Побежали по деревенским улицам бурливые, коричневые, сверкающие ручейки, сердито пенясь вокруг встречных каменьев и быстро вертя щепки и гусиный пух; в огромных лужах воды отразилось голубое небо с плывущими по нему круглыми, точно крутящимися, белыми облаками; с крыш посыпались частые звонкие капли.

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Карчӑк, пуҫне ҫилӗллӗн сулкаласа, хӑй виҫӗ уйӑх хушши больницӑра выртни ҫинчен каласа пачӗ, муллана чӗнесшӗн пулнӑ та, Ленинградра пӗр мулла та ҫук, пур мулласем те вилсе пӗтнӗ.

Сердито тряся головой, дворничиха сказала, что она сама «три месяца в больнице лежал, мулла звал, ни один мулла в Ленинграде нет, все мулла помер».

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Патаккипе ҫилӗллӗн хӑмсарса, Володя хӑйӗн йыттисене кӑшкӑрса хӑратса пычӗ, вӗсем вара хытӑран хытӑ ыткӑнчӗҫ.

Грозно подняв палку, Володя орал на своих собак, и они мчались всё быстрее и быстрее.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл пит-куҫне ҫилӗллӗн пӗркелесе илчӗ, каллех шӑршласа пӑхрӗ.

Он грозно нахмурился и понюхал ещё раз.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вӑратӑн-ха ӑна! — рабфаковец ҫине ҫилӗллӗн пӑхса каларӗ Петька.

— Да, разбудишь его, — сердито глядя на рабфаковца, сказал Петька.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр вӑхӑтра вӑл ҫӑварне те уҫрӗ, темскер хирӗҫлесшӗн пулчӗ курӑнать, анчах та Валька хӗрӳллӗн, ҫилӗллӗн ун патнерех пычӗ, профессор вара, итленҫи пулса, ҫӑварне хупрӗ.

Один раз он открыл рот и хотел, кажется, что-то возразить, но Валька энергично, сердито сунулся к нему, и профессор послушно закрыл рот.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та кунхинче качака ухмахлӑхне кӑтартмарӗ, сухалне ҫеҫ ҫилӗллӗн чӗтретсе илчӗ.

но на этот раз не закатила истерики, только сердито затрясла бородой.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч, ун ҫинчен каласа панӑ чухне, куҫхаршисене ҫилӗллӗн сиккелеттеретчӗ, капитанӑн ӑнӑҫсӑр ӗҫӗсемшӗн итлекенсем те айӑплӑ тенӗ пек кӑтартма тӑрӑшатчӗ пулас.

Я понял это фальшивое, значительное выражение лица, когда, рассказывая о нем Николай Антоныч строго сдвигал брови, как будто во всем, что случилось, были отчасти виноваты и вы.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Арӑслан пуҫӗсем сакӑр ҫул хушшинче ватӑлма та ӗлкӗрнӗ, анчах ҫапах та вӗсем ҫилӗллӗн курӑнаҫҫӗ-ха.

Львиные морды постарели за восемь лет, но все-таки это были еще внушительные, сердитые морды.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫара ҫерҫисем ҫине ҫилӗллӗн пӑхса илтӗм.

Я с ненавистью посмотрел на летучих мышей.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ӑнланаймасӑр ҫаврӑнса пӑхрӗ, аллине ҫилӗллӗн сулса илчӗ те: — Тӑхта! — терӗ.

Он обернулся с недоумением, сердито махнул рукой и сказал: — Подожди!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ унӑн кровачӗпе сӗтелӗ ҫине ҫилӗллӗн пӑха-пӑха, ҫур сехете яхӑн ҫывӑрмалли пӳлӗмре кӗтрӗм.

С ненавистью поглядывая на его кровать и ночной столик, я полчаса ждал его в спальне.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Акӑ мӗн! — Унӑн мӑйӑхӗсем ҫилӗллӗн чӗтренчӗҫ.

— Вот что! — У него сурово вздрогнули усы.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ман ҫине ҫилӗллӗн пӑхса илчӗ те, пӗр сӑмах хушмасӑр, малалла утрӗ.

Она сурово взглянула на меня и, ни слова не сказав, пошла дальше.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Суян эсӗ, суеҫӗ, — терӗ вӑл ҫилӗллӗн.

— Врешь ты, вралькин, — сказала она сердито.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ мӗн калассине Пугачев ҫилӗллӗн кӗтсе ларать.

Пугачев мрачно ждал моего ответа.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫак вӑхӑтра вӑл ҫилӗллӗн тутисене вылятрӗ, унӑн шултра та вӑрӑм, чӑн-чӑн кашкӑрӑнни пек шӑлӗсем курӑнчӗҫ.

Все время он злобно двигал губами, и сжатые зубы становились видны — крупные и длинные, настоящие волчьи.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Акӑ мӗн тӑваҫҫӗ мана, юнӗҫенсем, ылханлӑ чунсем, — терӗ вӑл ман ҫине пӑхса, ҫав тери ҫилӗллӗн, эпӗ тӗлӗнсех кайрӑм.

— Вот что делает со мною, кровопийца, ругатель, — сказала она мне с такой злобой, что я удивился.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней