Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тирпейлӗ Залкинд пепельницӑри пирус тӗпӗсене икӗ хутчен илсе тухса тӑкрӗ.…Аккуратный Залкинд во второй раз вынес окурки — они уже сыпались из пепельницы на скатерть.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Ҫине тӑрсах сӗнетпӗр сана аҫупа иксӗмӗр: Зина ҫине сӑнаса пӑхкала, лайӑх хӗр, ӑслӑ та тирпейлӗ, часах инженер пулать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тирпейлӗ те кӗрнеклӗ, тап-таса хырӑннӑ, ҫӗнӗ кӑвак костюм тӑхӑннӑ Терехов вӗсене хирӗҫ сӗтел хушшинчен тухрӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тополев вӗсене васкамасӑр, темле кӑмӑлсӑр пулса, анчах тирпейлӗ тӑвать.Тополев выполнял их неторопливо и как-то холодно, хотя и аккуратно.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тирпейлӗ пулни вӑл хӑвшӑн та лайӑх, — кулса каларӗ Филимонов.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Тавтапуҫ, Александр Иванович, пиллӗкмӗш участокри ӗҫе пуҫарса ярса, ӑна пӗлсе туса пынӑшӑн — тавтапуҫ! — чунтанах тав турӗ Батманов, тирпейлӗ ҫӗленӗ ҫар костюмӗ тӑхӑннӑ Роговӑн ҫирӗп кӗлеткине пӑхкаласа илсе.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫӗнӗ тӗрӗсем хутшӑннӑ — нанаецсен кӗпе-тумтирӗ ҫинчи тӗрӗсем хуҫан тирпейлӗ кровачӗ тӗлӗнче пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Айтӑр ӑна таса та тирпейлӗ тытса усрар.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл ҫул варрине чарӑнчӗ те кӗсйинчен тирпейлӗ хуҫлатса хунӑ ҫыру кӑларчӗ; ӑна хӑй фронта тухса каяс умӗн сывпуллашнӑ чухне юлашки минутсенче Зина панӑччӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Алексей тӗлӗнмесӗр тӑма пултараймарӗ: Мускавра вӑл артист е художник евӗрлӗ ҫынпа паллашрӗ, халӗ вара ун умӗнче тӑп-тӑп тумланнӑ, тирпейлӗ командир: ун ҫинче пурте — шурӑ ҫухаран пуҫласа йӑлтӑртатакан атти таранах тап-таса.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тепӗр диванӗ ҫине Беридзе хӑй вырӑнне тирпейлӗ пуҫтарса хунӑ.На другом диване лежала аккуратно сложенная постель Беридзе.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хӑй ҫамрӑк, лутрарах, йӑпӑлти, сухалне тирпейлӗ каснӑ, аллисене, йӑваш манах пек, пӗрмай кӑкӑрӗ ҫинче тытать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Бутерброт валли тирпейлӗ каснӑ ветчинапа сыр татӑкӗсем витӗр курӑнатчӗҫ, уйӑхлӑ каҫ вӗсем витӗр ҫӑлтӑр шутлама та пулатчӗ.Эти аккуратно сделанные бутерброды просвечивали, в лунную ночь через них можно было считать звезды.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Хуҫисем — укҫана тирпейлӗ те уяса тыткалакан старикпе карчӑк — мана сиввӗн йышӑнчӗҫ.Хозяева — старик и старуха, люди, видимо, хозяйственные и расчетливые — встретили меня сдержанно.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Тирпейлӗ те вашаватлӑ хулана паллаймарӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Аллине вӑл ытла шурах мар, ҫапах та тирпейлӗ перчетке тӑхӑнкаласа пырать, калинкерен тухрӗ те вӑл, шухӑша кайнӑскер, ҫӗрелле пӑхса ту ҫинелле, бульваралла утрӗ.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ытах сирӗн моряксемпе офицерсем калаҫнине илтес килет пулсан, сылтӑмри трактире кӗрӗр: унта ӗнтӗ кӗҫӗрхи ҫӗр мӗнле иртни ҫинчен, Фенька ҫинчен, 24-мӗшӗнчи ӗҫ ҫинчен, котлет ытла хакли ҫинчен тата ӑна сӗтел ҫине тирпейлӗ лартса паманни ҫинчен, тата ҫав-ҫав юлташ мӗнле майпа ҫапӑҫса вилни ҫинчен каласа пама тытӑннӑ та пулӗ ӗнтӗ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Эпӗ шукӑль мар, Чижик, анчах ачасене класа таса та тирпейлӗ ҫӳреме хушатӑп пулсан, хамӑн та манӑн кӑлтӑксӑр пулас пулать.
Леночкӑн хуйхипе чӑрмавӗсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Чӑнах та, халӗ Манька хӑй майлӑ мар — тирпейлӗ…
Леночкӑн хуйхипе чӑрмавӗсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ҫӳренӗ пултӑрччӗ тирпейлӗ!
Леночкӑн хуйхипе чӑрмавӗсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.