Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Саламлатӑп! — терӗ Константин ӑшшӑн, анчах хӑй ҫавӑнтах калаҫма чарӑнчӗ.— Поздравляю! — горячо проговорил Константин и тут же замолчал:
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Чунтан саламлатӑп сире, Ксения Корнеевна, аҫӑра та ҫавӑн пекех!— Поздравляю вас, Ксения Корпеевна, и отца вашего тоже от всей души!
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2020) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2020/03/13/vrio ... ravlyaet-s
Сире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлани (2020) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2020/03/06/vrio-g ... ravlyaet-s
— Саламлатӑп сана! — терӗ вӑл савӑнса.
XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сире Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани // Олег Николаев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=06 ... e9a0820a1b
Эпӗ хаклӑ хӑнана хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинче пӗтӗм районти организацисен ячӗпе саламлатӑп! —От имени районных организаций я приветствую дорогого гостя на его родной земле! —
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сире Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2020) // Олег Николаев. http://cap.ru/news/2020/02/07/vrio-glavi ... ravlyaet-s
— Саламлатӑп тата ӑмсанатӑп, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ Брянцев, колбаса ҫырткаласа, — тӑшмана ҫӗнтернине туйса тӑрассипе ним те танлашма пултараймасть.
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Сергей Тимофеевич, — хумханса каларӗ Оля, пурин сӑлтавӗ те Иринӑра мар, унра хӑйӗнче пулнӑ пек айӑплӑн кулса, — ывӑлсем ҫуралнӑ ятпа эпӗ те сире пӗтӗм чун-чӗререн саламлатӑп!
XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Алексей Степанович, — терӗ Савва, сӗтел хушшинче йывӑррӑн ҫӗкленсе аллине тӑсса парса, — пӗтӗм Усть-Невински ячӗпе правительство наградине илнӗшӗн саламлатӑп.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Саламлатӑп, Алексей Степанович!
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эпӗ те сӑмах тухса калатӑп, «Светлый путь» колхозникӗсене саламлатӑп…
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ну, куратӑн пулсан, уншӑн саламлатӑп.
XXII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Саламлатӑп! — Сергей вара Грачевӑн аллине чӑмӑртарӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Чун-чӗререн саламлатӑп! — Йӗри-тавра салтаксем тӑнине вӑл та асӑрхарӗ, вара, юлашкинчен, Озеровӑн аллисене ячӗ те пӗр капитаншӑн кӑна мар калаҫнӑ пек, хытӑрах калаҫма тытӑнчӗ:
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Ҫапла эппин, саламлатӑп, капитан! — Яхно Озеров аллисене тепӗр хут силлесе илчӗ.— Итак, поздравляю, капитан! — Яхно еще раз встряхнул руку Озерова.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Сире Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлатӑп.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Таса шывпа саламлатӑп сире, таса шыв тумламӗпе!
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Ҫитес уявпа саламлатӑп!
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.