Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Тӳрӗлӗхшӗн нихӑшӗ те вирлӗн калаҫмасть, нихӑшӗ те чӑнлӑха хӳтӗлемест: ӑҫтиҫука шанаҫҫӗ, суя суяҫҫӗ, усал тӗвӗлеҫҫӗ те усал ӗҫ ҫуратаҫҫӗ; 5. ҫӗлен ҫӑмартисене пусса лараҫҫӗ, эрешмен карти караҫҫӗ: кам ҫав ҫӑмартана ҫиет, ҫавӑ вилет, лапчӑтсассӑн — ҫӗлен шуса тухать.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Симон — Ония ывӑлӗ, аслӑ священник — хӑй пурӑнӑҫӗнче Турӑ Ҫуртне юсаса лартнӑ, хӑй кунҫулӗнче вӑл ӑна тӗреклӗлетнӗ; 2. вӑл унӑн картишне ҫӗкленӗ, унӑн карти валли ҫӳллӗ никӗс тутарнӑ; 3. ун вӑхӑтӗнче чул касса шыв тытакан вырӑн тунӑ, вӑл тинӗс пек тем сарлакӑш пулнӑ; 4. халӑхшӑн тӑрӑшнӑ, ӑна тапӑнакансенчен хӳтӗленӗ, тӑшман ҫавӑрса илсессӗн сыхланма хулана ҫирӗплетнӗ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
69. Хӑйӗн сӑваплӑ Ҫуртне тӳпе пек тунӑ, ӑна ҫӗр пек ӗмӗрлӗхе тӗреклӗ лартнӑ, 70. Давида, Хӑйӗн чурине, суйласа илнӗ, ӑна сурӑх карти патӗнчен, 71. сӑвакан выльӑх патӗнчен Хӑйӗн халӑхне Иакова, Хӑйӗн еткерне Израиле кӗтсе ҫӳреме илсе килнӗ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем ҫул хӗрринчи сурӑх карти патне пырса тухнӑ; унта ҫӗр хӑвӑлӗ пулнӑ, Саул унта тула тухма кӗнӗ; Давидпа унӑн ҫыннисем вара ҫӗр хӑвӑлӗнче шаларах ларнӑ.
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.