Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫил арман ҫунаттисем ҫаврӑнаҫҫӗ, ҫывӑхрах манӑн хур чӗпписем ҫисе ҫӳреҫҫӗ, вӗсем тӗлӗнче ҫӳлте хӑлат явӑнать.Ветряк работает, гусятки мои поблизу пасутся, а над ними коршун кружит.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тепӗр ҫулхине, ҫуркунне, эпӗ пӗрре хур чӗпписене ҫитерме ҫил арманӗ патне хӑваласа тухрӑм.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Мана ӗмӗр тӑршшипех ҫил вӗҫтерсе пынӑ темелле: пӗрре хӑяккӑн тӳнтерсе ярать, тепре пӗр-пӗр япала ҫумне ҫӗклесе ҫапать е тата таҫта ҫӑва патнех кайса тӑрӑнтарать…
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кунӗ тӗтреллӗ тӑни тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗнчен нӳрӗ ҫил вӑштӑртатни часах ҫумӑр пуласса пӗлтерет.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ун хыҫҫӑн вӗтӗр-шакӑр ачасем кӗшӗлтетсе чупаҫҫӗ, вӗсем ҫил арманӗ патне ҫитсен тин тӑрса юлаҫҫӗ.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ун тачанкин кустӑрми йӗррисене ҫил вӗрсе типӗтме те ӗлкӗрейменччӗ, виҫҫӗмӗш бригадӑн бригадире, хыпӑнса ӳкнӗ Агафон Дубцов чупса пычӗ.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ну, эпир унччен, паллах ӗнтӗ, ҫавнашкал приказ, пиртен ҫу пӑчӑртаса кӑларма хушаканни центртанах килет пулӗ, тесе шухӑшланӑччӗ; ҫаплах сӗмленеттӗмӗр те, ҫак пропагандӑна коммунистсен Центральнӑй Комитечӗ кӑларса янӑ, теттӗмӗр, хамӑрӑн хушшӑмӑрта вара: «ҫилсӗр-мӗнсӗр ҫил арманӗ те ҫунаттисемпе хӑлаҫланса лармасть», тесе калаҫаттӑмӑр.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫил типӗтсе янӑ ыраш калчи, хӑйӗн ачаш ҫулҫисене ҫутӑ кӳрекен хӗвел шевлисем еннелле тӑсса, чӗвен тӑнӑ пек, ҫӳлелле хӑпарать.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тепӗр виҫӗ кунтан ҫил ҫитсе ҫапӑнакан ҫӗр тӗмисем пурте ҫаралса юлчӗҫ, тӑпри тухичченех ҫуса тасатнӑ тӑвайккисем нӳрӗ тумӗсене кӑтартма пуҫларӗҫ, сӑртсем ҫинчен, хир тӳписенчен шавласа юхса анакан шыв пӑтранса кайрӗ, вара, хӑйӗн сиксе вӗрекен кӑтра хумӗсем ҫине кӑпӑк капланчӑкӗсен сарӑ ҫӗлӗкӗсене ларта-ларта, тырӑсен ҫуса тасатнӑ хӑмӑлӗ-тымарӗсене, сухаланӑ уйсенчен тӑпӑлтарса пухса килнӗ типӗ хытхура юлашкисене тата тӗмӗн-тӗмӗн ӳсекен жабрей курӑкӗн шыв татса ӳкернӗ тӗркисене айӗн-ҫийӗн ҫавӑрттарса, анаталла ыткӑнчӗ.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унтан кӑнтӑртан талккишпе вӗрекен вӑйлӑ ҫил кашласа килчӗ; сӗлкӗш шывне сӑрхӑнтарса, чӑштӑртатса та куштӑртатса, шултӑра пӗрчӗллӗ юр пусӑрӑна-пусӑрӑна анма тытӑнчӗ, пӳрт-ҫуртсен ҫийӗсем хӑмӑрланчӗҫ.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Мартӑн 10-мӗшӗнче Гремячий Лог хуторне каҫпах тӗтре карса илчӗ, ирчченех пӳрт тӑррисенчен ирӗлекен юр шывӗ шӑпӑртатса юхса тӑчӗ, кӑнтӑр енчен, ҫеҫенхир тӳпинчен, тапхӑр-тапхӑр ӑшӑ та нӳрӗ ҫил варкӑшса килчӗ.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫил кашланине, улӑм чӑштӑртатнине, шӑшисем ҫинҫен ҫухӑрашкаланисене тата пусӑ тараси чӗриклетнине тимлӗн итлесе ларнӑ хушӑра, Яков Лукич тӗлӗрсе кайнӑ пек пулчӗ: ҫӗрлехи мӗнпур сасӑсем ӑна таҫтан инҫетрен илтӗнекен тӗлӗнмелле салхуллӑ музыка евӗр туйӑнма пуҫларӗҫ.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Улӑм ӑшӗнче — ҫил шуйхатнипе — шӑшисем йӑшӑлтатма пуҫларӗҫ.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫил ура йӗри-тавра ташласа тӑнӑ пек, тӑватӑ енчен те вӗрнӗ пек туйӑнать.Казалось, что ветер топчется вокруг скирда и дует по очереди со всех четырех сторон.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑйлӑ, сивӗ ҫил хытӑ кашласа вӗрет.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫатан карта урлӑ кашласа каҫнӑ ҫил, анкартинче хуҫа пулса, ҫавӑрттарса ҫӳреме пуҫларӗ.По гумну, перевалившись через плетень, заходил, хозяйствуя, ветер.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑштӑр-вӑштӑр вӗрен ҫил унӑн кӑвак сухалӗпе вылять, ҫамки ҫине пӑчӑр-пӑчӑр тапса тухнӑ тарне типӗтет.Ветерок заигрывает с сивой его бородой, сушит на лбу зернистый пот.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫӳлти ҫил шыв авӑрӗ пек пӗтӗрӗнсе ҫаврӑнать, йывӑррӑн усӑнса тӑракан ялава пӗр самантлӑха вӗлтӗр-вӗлтӗр ҫавӑркаласа илет те, вара ялав каллех варкӑшса ҫӗкленет, хӑйӗн вӗҫӗпе е хӗвеланӑҫнелле, е хӗвелтухӑҫнелле ӑнтӑлса, пӑлхавсен тӗксӗм хӗрлӗ ҫулӑмӗпе ҫунса ялкӑшать, кӗрешӗве чӗнет…
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ленин мавзолейӗ хыҫӗнче тата, Кремль стенин леш енчен ҫулти сивӗ ҫил ҫинче, ҫутӑлса тӑракан пӗлӗтре, анлӑ та вӑрӑм хӗрлӗ ялав варкӑшса чӳхенет.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кассӑн-кассӑн ҫил вашлатса вӗрнипе таткаланса илтӗнекен йытӑ сассисем хутор тӑрӑх кичеммӗн те чарӑна пӗлмесӗр янӑрашаҫҫӗ, Давыдов юр тытса хӑварасси ҫинчен Яков Лукич каласа панине аса илчӗ та ассӑн сывласа ячӗ:
16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959