Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Кирек хӑҫан та санран курса ырӑ ӗҫ тума вӗренмелле пултӑр: вӗрентнӗ чухне таса кӑмӑлпа, йӗркеллӗ, тӳрӗ кала, 8. сӑмаху ӑслӑ та тӗрӗс пултӑр — хирӗҫ тӑракан пирӗн ҫинчен нимӗн усал калама тупаймасӑр намӑса юлтӑр.
Тит 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тӗрӗс вӗрентнипе мӗн пӗре килет, эсӗ ҫавна кала: 2. ватӑ ҫынсем сыхӑ, йӗркеллӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ пулччӑр; ҫирӗп ӗненччӗр, хытӑ юратчӑр, тӳсӗмлӗ пулччӑр; 3. ватӑ хӗрарӑмсем хӑйсене хӑйсем сӑваплӑ ҫынна килӗшӳллӗ пек тытчӑр, элекҫӗ ан пулччӑр, ӗҫке ан ярӑнччӑр, ырра вӗрентчӗр, 4. вӗсем ҫамрӑк арӑмсене упӑшкине юратма, ачисене юратма, 5. ӑслӑ-тӑнлӑ, таса пулма, килшӗн тӑрӑшма, ырӑ пулма, упӑшкине пӑхӑнса тӑма ӳкӗтлеччӗр; Турӑ Сӑмахне хурласси ан пултӑр.
Тит 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Епископ, ӗненекенсен ушкӑнне йӗркене кӳрсе тӑрас ҫын, пӗр айӑпсӑр пулмалла, вӑл чӑрсӑр, ҫиллемес, ӗҫкӗҫӗ, ҫапӑҫакан, мула хапсӑнакан ҫын пулмалла мар, 8. иртен-ҫӳрене хапӑллакан, ырра юратакан, таса шухӑшлӑ, тӳрӗ, Турра юрӑхлӑ пурӑнакан, чаруллӑ, 9. чӑн сӑмаха епле вӗрентнӗ, ҫапла уяса тӑракан ҫын пулмалла, унӑн тӗрӗс вӗрентсе ӳкӗтлеме те, хирӗҫ пыракансене питлеме те пултарас пулать: 10. пӑхӑнманнисем те, вырӑнсӑр калаҫакансем те, ултавҫӑсем те нумай, уйрӑмах ҫавӑн пек ҫынсем ӳт кастарнисем хушшинче нумай, 11. ун пеккисен ҫӑварне чармалла: намӑса пӗлмесӗр мулшӑн тӑрӑшнипе вӗсем кирлӗ мара вӗрентсе этеме килӗ-килӗпе пӑсса пӗтереҫҫӗ.
Тит 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ сана Крит утравӗ ҫинче акӑ мӗн тума хӑвартӑм: санӑн туса пӗтермен ӗҫсене вӗҫлемелле, кашни хулана, эпӗ хушнӑ пек, пресвитер лартмалла: 6. пресвитер таса пурӑнакан, пӗрре авланнӑ ҫын пулмалла, унӑн ачисем ӗненекенсем, аскӑн ят е чарусӑр ят илтмен ҫынсем пулччӑр.
Тит 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫамрӑк кӑмӑл хыҫҫӑн каяссинчен пӑрӑн: Ҫӳлхуҫана таса чун-чӗрепе пуҫҫапакансемпе пӗрле тӳрӗлӗх, ӗненӳ, юрату, канӑҫлӑх шыра.
2 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑвна шанса панине хамӑр ӑшра пурӑнакан Таса Сывлӑш пулӑшнипе сыхӑ усра.
2 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хамӑн кӗллӗмсенче яланах, — кӑнтӑрла та, ҫӗрле те, — сана аса илнӗ чухне Турра тав тӑватӑп, эпӗ Ӑна, аттемӗрсем пек, таса чун-чӗререн ӗҫлесе тӑратӑп, 4. санӑн куҫҫульне аса илетӗп те — манӑн ҫав тери сана курас килет, вара темӗн тӗрлӗ савӑнӑттӑм.
2 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пурне те чӗрӗ тӑвакан Турӑ умӗнче, Хӑйӗн ырӑ тӗнне Понтий Пилат умӗнче каласа кӑтартнӑ Христос Иисус умӗнче сана хушса калатӑп: 14. хамӑра мӗн хушнине Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр киличченех таса та тӗп-тӗрӗс усра.
1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвна ху таса тыт.
1 Тим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсене ҫакна ӑнлантар — вӗсем таса пулччӑр.
1 Тим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑнтан кӗҫӗннисемпе шӑллусемпе калаҫнӑ пек, 2. ватӑ хӗрарӑмсемпе аннӳпе калаҫнӑ пек калаҫ; ҫамрӑк хӗрарӑмсемпе калаҫнӑ чухне аппу-йӑмӑкупа калаҫнӑ пек сӑпай та таса кӑмӑллӑ пул.младших, как братьев; 2. стариц, как матерей; молодых, как сестер, со всякою чистотою.
1 Тим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫамрӑк тесе сана никам та тиркемелле ан пултӑр; ӗненекенсемшӗн тӗслӗх пул — вӗрентме те, хӑвна мӗнле тыткаламаллине те, юратма та, Турӑшӑн пурӑнма та, ӗненме те, таса пулма та санран курса вӗренччӗр.
1 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Паллах ӗнтӗ, чӑнлӑх вӑрттӑнлӑхӗ калама ҫук аслӑ: Турӑ ӳтлӗ пулса килнӗ, Вӑл Хӑй Турӑ иккенне Таса Сывлӑш урлӑ кӑтартнӑ, ангелсене курӑннӑ, Ун ҫинчен халӑхсене пӗлтернӗ, Ӑна тӗнчипе ӗненсе хапӑл тунӑ, Вӑл тӳпене мухтавлӑн ҫӗкленнӗ.
1 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫаплах дьяконсем те тӳрӗ ҫынсем, иккӗллӗ калаҫман, эрехе кӑмӑлламан, мула хапсӑнман, 9. чӑн тӗнӗн вӑрттӑнлӑхне таса чун-чӗрепе ӗненсе тӑракан ҫынсем пулччӑр.
1 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Епископ айӑпсӑр, пӗрре авланнӑ, ҫирӗп ӑслӑ-тӑнлӑ, таса шухӑшлӑ, йӗркеллӗ, тӳрӗ, ҫул ҫӳрекене юратакан, вӗрентме пултаракан, 3. ӗҫке хапӑлламан, ҫапӑҫма-вӑрҫма юратман, мула хапсӑнман, йӑваш, килӗштерсе пурӑнакан, укҫа-тенкӗ юратман, 4. хӑй кил-ҫуртне лайӑх тытса тӑракан, ачи-пӑчине кирек хӑҫан та тӳрӗ пулма вӗрентсе пӑхӑнтарса тӑракан ҫын пулмалла; 5. хӑй кил-ҫуртне пӑхса тӑма пӗлмен ҫын ӗненекен ушкӑншӑн (Турӑ Чиркӗвӗшӗн) тӑрӑшӗ-и?
1 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫапах та хӗрарӑм ӗненсе, юратса пурӑнсассӑн, айӑпсӑр, таса тӑрсассӑн ача ҫуратнипе ҫӑлӑнӗ.15. впрочем спасется через чадородие, если пребудет в вере и любви и в святости с целомудрием.
1 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫине тӑрсах калатӑп: арҫынсем пӗр ҫилленмесӗр, иккӗленмесӗр, таса аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе пур ҫӗрте те кӗлӗ туччӑр; 9. хӗрарӑмсем ӗренкеллӗ, сӑпайлӑ тумланччӑр, хӑйсене вӗсем ҫӳҫне-пуҫне тем тӗрлӗ тирпейленипе мар, ылтӑн та ӗнчӗ ҫакнипе мар, хаклӑ тум тӑхӑннипе мар, 10. ырӑ ӗҫ туса капӑрлатчӑр — Турра юраса пурӑнма пулнӑ хӗрарӑмсене ҫавӑ килӗшет.
1 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑнпа ӗнтӗ чи малтан ҫакна тума ыйтатӑп: пур ҫыншӑн та кӗлтӑвӑр, мӗн те пулин ыйтасси, йӑлӑнасси, тав тӑвасси пуриншӗн те пултӑр, 2. хамӑр лӑпкӑ та тӑнӑҫлӑ, пур тӗлӗшпе те Турра юраса, таса пурӑнмашкӑн патшасемпе пуҫлӑхсемшӗн кӗлтӑвӑр, 3. ҫапла туни лайӑх, вӑл хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑра та кӑмӑллӑ; 4. Вӑл пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн.
1 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫав хистевӗн тӗллевӗ — таса чӗререн юратма вӗрентесси, ырӑ кӑмӑлтан, чӑннипе ӗненсе юратма вӗрентесси.5. Цель же увещания есть любовь от чистого сердца и доброй совести и нелицемерной веры,
1 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй Ҫӳлхуҫа юратакан тӑвансем, чӑннине ӗненнӗшӗн Турӑ сире, Таса Сывлӑшпа тасатса, малтанах ҫӑлӑнма суйласа илнӗ, ҫавӑнпа пирӗн яланах сирӗншӗн Турра тав тумалла.
2 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.