Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑпах сăмах пирĕн базăра пур.
шӑпах (тĕпĕ: шӑпах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ ӑна шӑпах шута илнӗ те! —

— Вот я как раз и учла обстановку! —

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ ӗнтӗ шӑпах пӗр эрне ӗҫлеместӗп.

— Я уже целую неделю не работаю.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Шӑпах сирӗн аҫун ӗни ҫухалнӑ ҫул.

Как раз том годе, когда у твоего отца корова пропала.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл мана: колхозра тӗрлӗрен тивӗҫсӗр ӗҫсем тунине пухура палӑртрӗҫ, тесе каласа кӑтартрӗ, чӑн та ӗнтӗ, вӑл ҫав ӗҫсене урӑхларах хаклать, анчах эпӗ ӑна шӑпах ҫапла ӑнлантӑм!

Он рассказал, что на собрании вскрылись всякие злоупотребления — правда, он квалифицировал это несколько иначе, но я его понял именно так!..

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫук шӑпах ытларахӑшне курман та ҫав эсӗ.

Нет, большинства-то как раз ты и не увидела.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ыран ирпе иртерех тухсан, шӑпах ӗлкӗретӗн отчет пухӑвне.

Если завтра утром раненько выедешь — поспеешь к самому отчетному собранию.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Шел пулин те, вӗсенчен чылайӑшӗ валли ӗҫ рынокӗнче вырӑн ҫук, шӑпах вӗсем ӗҫсӗррисен шутне чи малтан лекеҫҫӗ те.

К сожалению, для многих из них нет места на рынке труда, именно они и попадают в первую очередь в число безработных.

Яваплӑх хӑратмасть // Ирина НИКОЛАЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 2 стр.

— Ксюшӑ лайӑх хӗр, анчах шӑпах мана кирлӗ ҫын-ши вӑл?

— Ксюша славная и хорошая девушка, но тот ли она человек, который мне нужен?

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мажаров намӑса пӗлмесӗр шӑпах вӑл пурӑнакан района хӑй ирӗккӗн килме кӑмӑл тунинче темскер ӑнланмалла мар, тӗлӗнмелли тата кӳрентерекенни пур.

Было что-то нелепое, чудовищное и даже оскорбительное в том, что Мажаров, пренебрегая совестью и честью, вызвался поехать добровольно именно в тот район, где жила и работала она.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ӗҫ шӑпах ҫавӑнта ӗнтӗ, ҫыннисем ҫавсемех те, ҫавсемех те мар.

— В том-то и дело, что люди и те и не те.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Костюмпа чухне Коробин хӑйӗн тавра пухӑннӑ ҫынсенчен уйрӑлса таман, ытти ҫынсем пекех пухнӑ, кительпе вара кӑштах хаяртарах та хӑй патне пули-пулми пыма ҫук ҫын пек курӑннӑ, Ксени шучӗпе, районти пӗрремӗш ҫын шӑпах ҫапла пулмалла та ӗнтӗ.

Но в костюме Коробин не выделялся среди окружающих его людей, становился похожим на всех остальных, а в кителе выглядел немного суровым и недоступным, каким, по его мнению, и должен быть на людях первый человек в районе.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗр тӑватӑ ҫул каялла, шӑпах Ксени кунта килес умӗн, Анохин Ксени тантӑшне, унпа шкулта пӗрле вӗреннӗ Лизӑна хытах юратса пӑрахнӑ, тен, вӑл хӑйӗн пурнӑҫне унпа пӗрлештернӗччӗ те пулӗ, анчах Лизӑ, янтӑ колхоз пуянлӑхне ӑмсанса, суд тенкелӗ ҫине лекнӗ.

Что года четыре тому назад, перед самым ее приездом сюда, Анохин сильно увлекся ее бывшей школьной подругой Лизой и, возможно, связал бы с нею свою жизнь, да Лиза в чем-то проштрафилась и попала на скамью подсудимых.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл хӑйпе мӗнле ухмахла япала пулса тухнине ӑнланнӑ: темӗнле тӑрлавсӑр ӗҫ туса, ун шӑпах ҫак пурнӑҫран инҫе тӑракан ҫӗре хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартса, хӑйӗн малашне райкомра ӗҫлеме тивӗҫ пуррине ҫирӗплетсе памалла пулнӑ.

Он понимал всю нелепость хвоего положения, когда, выполнив какую-то бессмысленную работу, он именно с помощью этой далекой от реальности жизни работы должен был доказать свои способности и как бы утвердить свое право на дальнейшую деятельность в райкоме.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пиччӗшӗ Никодим, унӑн арӑмӗ Клавдия, — йӑмӑкӗ Васенӑ чӑнах та килӗшнӗ-ши унпа е вӑл вӗсене те, ашшӗ пекех, нимӗн вырӑнне те хуман, — ку халлӗхе паллӑ мар-ха, Ксенине халӗ шӑпах ҫакӑ пуринчен ытларах пӑшӑрхантарчӗ, пӑшӑрхантарчӗ ҫеҫ мар, хӑратрӗ те.

Действительно ли он добился согласия старшего брата Никодима, его жены Клавдии, сестры Васены или не посчитался с ними так же, как с отцом, было пока неизвестно, и это больше всего волновало сейчас Ксению и даже пугало.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

 — Чӑн-чӑн геройсем шӑпах паттӑр ӗҫ ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ те, кирлӗ пулсан, каяҫҫӗ те вилеҫҫӗ…

 — А настоящие герои как раз и не думают о подвиге, а, если надо, идут и умирают…

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Шӑпах ҫавӑ канӑҫ памасть те ӗнтӗ мана…

— Вот это-то не дает мне покоя…

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Манӑн ҫав тери пурӑнас килет, ӗҫлес килет, шӑпах халӗ, пур ҫӗрте те пысӑк улшӑнусем пулнӑ чухне…

— Я ужасно хочу жить, работать именно теперь, когда наступили такие перемены во всем.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Мӗншӗн шӑпах эпӗ килнӗ тӗле ҫапла вилес пек чирлесе ӳкмелле пулнӑ-ха унӑн! — шухӑшларӗ Пробатов, куҫ хупанкийӗсем йӗпенме пуҫланине туйса.

«Как это дико, что ему понадобилось смертельно заболеть, чтобы я бросил все дела и приехал сюда! — думал Пробатов, чувствуя, что веки его теплеют.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Совет влаҫӗ шӑпах пурне те лайӑх пурнӑҫ туса пама ҫуралнӑ! — тенӗ Пробатов вӗрентсе, ҫирӗппӗн.

— Советская власть для того и родилась, чтобы всем хорошую жизнь сделать! — нравоучительно и строго сказал Пробатов.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ку шӑпах Коробин илтесшӗн ҫуннӑ сӑмахсем пулчӗҫ.

Это было как раз то, что Коробин жаждал услышать.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней