Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑраса (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн тата? — хӑраса кайрӑм эп.

— Что еще? — испугалась я.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл тӑпах чарӑнчӗ, хӑй сӑмахӗнчен хӑй хӑраса ӳкрӗ.

Он остановился, сам перепуганный вырвавшимся словом.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ хамӑн ачасемшӗн хӑраса ӳкрӗм, часрах, ҫаврӑнса пӑхмасӑр, каялла васкарӑм.

Мне стало так страшно за своих, что я опрометью бросилась к нашему вагону.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Акӑ Саня таврӑнать те — ытла каҫа юлнӑ пулсан та Мускавран телефонпа шӑнкӑртаттарать, хӑраса ӳкнӗ Розалия Наумовна мана вӑратать, эпӗ телефон патне чупатӑп…

Он возвращается… Поздней ночью звонит Москва. Испуганная Розалия Наумовна будит меня — я бегу к телефону…

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫыру? — хӑраса ӳкрӗм эп.

— Письмо? — испугалась я.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫакӑн пек вӗрентсе ҫитнӗ няня та темӗн туса хурас пур пек сасартӑк хӑраса ӳкрӗм те, анчах ача ҫине пӑхсанах лӑплантӑм.

Мне вдруг стало страшно, что такая учёная няня может наделать массу глупостей, но я посмотрела на мальчика и успокоилась.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗн эсир, Петя? — тесе ыйтрӑм та вӑл хӑраса ӳкрӗ.

Он испугался, когда я спросила его: — Что вы, Петя?

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петьӑпа эпир ӑна илме тесе клиникӑна кайрӑмӑр та, эп ӑна алла илме кӑна мар, перӗнсе пӑхма та хӑраса тӑтӑм, халӗ кулӑшла ӗнте эпӗ хӑраса тӑни.

Теперь мне смешно вспомнить, как я боялась не только взять его на руки, но даже дотронуться до него, когда мы с Петей пошли в клинику, чтобы взять его домой.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑраса ӳкмелли ним те ҫук терӗ Габричевский.

— Габричевский сказал, что непосредственной опасности нет.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑраса ӳкмелли ним те ҫук.

— Непосредственной опасности нет.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑй вӑл ырӑ кӑвак куҫлӑ, калаҫнӑ чух Петьӑна аллинче тытса тӑрса, мӗнрен хӑраса тӑмалла пулать, мӗнрен хӑрамалла мар, ҫавӑн ҫинчен пӗтӗмпе каласа пачӗ.

У него были добрые голубые глаза, и он крепко держал Петю за руку, объясняя, чего нужно опасаться и чего не нужно.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ «ют ҫын ҫинче пурӑнни» килӗшместчӗ ӑна, килте вара — «тӗлӗнмелле пӳлӗм» иккен те, хӑй патне икӗ хут та «пырса шӑршлакаланӑ» Дора Абрамовнӑран хӑраса тӑрать-ха.

Ей не нравилось, что я «живу у чужих людей», а дома — «чудная комната», и она боялась какой-то Доры Абрамовны, которая уже два раза «забегала и нюхала».

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑраса ӳкнипе эпӗ хам та сассӑма ҫӗклетрӗм, анчах ҫав вӑхӑтра Валя тухрӗ, хӑй пӗтӗмпех хӗрелсе кайнӑччӗ, стена ӑшне туса лартнӑ шкапа уҫрӗ, те алӑк тесе аташрӗ вӑл.

Я испугалась и тоже стала кричать, но в это время Валя вышел, весь красный, и полез в стенной шкаф, очевидно спутав его с входной дверью.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вӑл кулса ячӗ те, Главсевморпутинче Ҫурҫӗр Ҫӗрне атте тупнӑ пулать, вӗсен урӑххи тупнӑ тесе ҫырнӑ, ҫавӑншӑн хӑраса ӳкрӗҫ тет.

Потом он засмеялся и сказал, что в Главсевморпути перепугались, что мой отец открыл Северную Землю, а у них записано, что кто-то другой.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл хама ҫавӑн ҫинчен каласан эпӗ кӑштах хӑраса кайрӑм.

Я немного испугалась, когда он сказал мне об этом.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсир ирсӗр ӗмӗтӗре пула Катьӑна калаҫтарнӑ, мӗншӗн тесен эсир ҫак ҫынран хӑраса ӳкнӗ.

Вы уговаривали ее – из подлости, конечно, – потому что вы его испугались.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем эпӗ каялла чакассине кӗтеҫҫӗ, хӑраса ӳкӗп, теҫҫӗ…

Они надеются, что я отступлю, испугаюсь…

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл урам урлӑ каҫнине курнӑ чух эп темшӗн хӑраса ӳкрӗм, вӑл шухӑша кайса утать.

Мне стало почему-то страшно, когда я увидел, как она переходит улицу, задумчивая,

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ сасартӑк ним тӑваймасӑрах, пушӑ алӑпах киле таврӑнмалла пуласран хӑраса ӳкрӗм.

Я вдруг испугался, что не сделаю ничего и вернусь домой с пустыми руками.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Инҫетре самолет курӑнать, ҫаксем пурте темле палланӑ фильмри кинокадра аса илтереҫҫӗ, ҫакӑн пиркиех ӗнтӗ эпӗ, вӗлтлетсе куҫран ҫухалӗ тесе, хӑраса ӳкрӗм.

Вдалеке был виден самолёт, и все вместе так напоминало какой-то знакомый кинокадр, что я даже испугался, что он сейчас мелькнёт и исчезнет.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней