Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗлкӗреймерӗ (тĕпĕ: ӗлкӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑватӑ кун хушшинче ӑна Бунчук лайӑххӑн сӑнаса та ӗлкӗреймерӗ.

За четыре дня он даже не разглядел ее толком.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах револьверне кӑларма ӗлкӗреймерӗ: ун пуҫӗ тӗлӗнчен пуля ҫивӗччӗн шӑхӑрса вӗҫсе иртрӗ.

Но вытащить револьвер не успел: выше головы его цвинькнула пуля.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах пуҫланӑ сӑмахне вӗҫлеме ӗлкӗреймерӗ вӑл — кӗҫех взвод командирӗн сасси янӑраса кайрӗ: «В ружье!»

Он не докончил рассказа, так как взводный офицер крикнул: «В ружье!»

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук вуласа пӗтерме те ӗлкӗреймерӗ — алӑкран шаккаса, ҫӗр пӳрте пиллӗкмӗш сотня вахмистрӗ кӗрсе тӑчӗ.

Бунчук еще не кончил читать, как в землянку, постучавшись, вошел вахмистр пятой сотни.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫаврӑнса пӑхма та ӗлкӗреймерӗ Сергей, ун патне тачанка ҫитсе те тӑчӗ, ларкӑҫ ҫинче тӑрса пыракан Дорофей кӑшкӑрса ячӗ:

Не успел оглянуться, как к нему подкатила тачанка, и Дорофей, стоя на козлах, крикнул:

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Грицько сулахай кӗсменне ҫӗклеме те ӗлкӗреймерӗ, кимӗ пӗтӗрӗнме пуҫларӗ.

Грицько не успел поднять левое весло, и она закружилась.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей тавҫӑрса илме те ӗлкӗреймерӗ, алӑкран шурӑ чӗрҫитти ҫыхнӑ смаларан та хурарах мӑйӑхлӑ вӑрӑм ҫын курӑнчӗ.

Сергей не успел подыскать ответ, как в дверях показалась рослая фигура в белом фартуке и с усами чернее смолы.

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл ним ыйтма та ӗлкӗреймерӗ, Сергей ӑна ыталаса илсе хӑй кӑкӑрӗ ҫумне сав тери хытӑ пӑчӑртарӗ, карчӑк ахлатсах ячӗ.

Не успела она ничего спросить, как Сергей уже обнял ее.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей площаде тухма та ӗлкӗреймерӗ, ун ҫулӗ пӳлӗнчӗ.

Не успел Сергей выйти на площадь, как дорога его перегородилась.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Машина чарӑнма та ӗлкӗреймерӗ, алӑкӗсем алхапӑл уҫӑлчӗҫ те, Сергей патне пӗр хӗрӗх пиллӗкелле ҫитнӗ ҫын утса та мар, чупсах пырса тӑчӗ, пуҫне брезент картуз тӑхӑннӑ хӑй, ҫийӗнче пир кӗпе, ҫемҫе парусинӑран ҫӗленӗ галифе-шӑлавар.

Машина еще не успела остановиться, а дверца уже распахнулась, и к Сергею не подошел, а легкими шажками подбежал полный краснощекий мужчина лет сорока пяти, в брезентовом картузе, в полотняной рубашке и в брюках-галифе из мягкой парусины,

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Карабинне кӑларма ӗлкӗреймерӗ те вӑл, ӑна Крючков лаша урлах сӑнӑпа яшлаттарчӗ, вара нимӗҫ, аллипе тӗксӗм-кӑвак мундире кӑкӑр тӗлӗнчен туртса ҫурса, хыҫалалла ӳпӗнсе кайрӗ, хӑраса-тӗлӗнсе ахлатса ячӗ:

Он не успел вытащить карабин, через лошадь его достал пикой Крючков, и немец, разрывая на груди темно-синий мундир, запрокидываясь назад, испуганно-удивленно ахнул:

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Астахов табак хутаҫҫине чӗркеме ӗлкӗреймерӗ, кӗсйине чикес вырӑнне ӑна, аякран ирттерсе ярса, ҫӗре ӳкерчӗ.

Астахов не успел сложить кисет, сунул его мимо кармана.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Адъютант, раснах ачаш пӑхса усракан кача пӳрнине чарӑлтарса, кӗсйинчен сӑмса тутри туртса кӑларчӗ, анчах сӑмсине шӑнкарма ӗлкӗреймерӗ.

Адъютант достал платок, изящно топыря холеный мизинец, но высморкаться не успел.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫурри таран кӗнӗскерне ӑна Григорий туртса кӑларма ӗлкӗреймерӗ те.

Григорий не успел, нанеся удар, выдернуть ее.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лаши тараса платформи ҫинчен анма та ӗлкӗреймерӗ, — ветеринари тухтӑрӗ ӑна ҫавӑнтах хӑйне тивӗҫлӗ пуҫлӑхла тытӑмлӑхпа ҫӳлти тутинчен ярса илчӗ, ҫӑварне уҫса пӑхрӗ; ӑмра ҫинчи мышцӑсене хытӑ пусса хыпашларӗ, унтан, туртса та уйӑрас ҫук пӳрнисене йӑшалантарса, эрешмен чупнӑ евӗр, лаша урисене хыпашлама пуҫларӗ.

И не успел конь сойти с платформы, — ветеринарный врач снова, с привычной властностью, взял его за верхнюю губу, осмотрел рот; сильно надавливая, ощупал грудные мышцы и, как паук, перебирая цепкими пальцами, перекинулся к ногам.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мирон Григорьевич ҫӑл кутӗнчен пӑрӑнма та ӗлкӗреймерӗ, пӳртрен Лукинична чупса тухрӗ.

Не успел Мирон Григорьевич отойти от колодца, из куреня прибежала Лукинична.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр ҫӗр каҫма ӗлкӗреймерӗ, хӗрарӑмсем хутор тӑрӑх чӗлхине вылятма та тытӑнчӗҫ.

Ночь не успел заночевать, а по хутору уж бабы языки вывалили.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫаврӑнса тӑма та ӗлкӗреймерӗ Митька, малти йытти, Баян ятли, ун хулпуҫҫийӗ ҫине сиксе те ларчӗ, ӑна ҫыртса илсе, шӑлӗсене ваткӑллӑ сюртук ӑшне чӑлкантарса лартрӗ.

Митька не успел повернуться лицом, как передний, по кличке Баян, кинул ему лапы на плечи и сомкнул пасть, увязав зубы в ватном сюртуке.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑкӑрлӑка ҫитсе кӗме те ӗлкӗреймерӗ вӑл, кӳршӗ арӑмне кӑшкӑрса та ячӗ:

Не успела въехать в проулок, крикнула соседке:

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ҫапӑҫура ҫурӑлса кайнӑ ҫӗтӗк ҫанӑллӑ кӗпине хывса пӑрахма та ӗлкӗреймерӗ, — пӳрт алӑкӗ хыттӑн чӗриклетсе уҫӑлчӗ те, алӑк сулли ҫине каллех, тӑвӑл пӗлӗчӗ майлӑн, Пантелей Прокофьевич кӗрсе тӑчӗ.

Не успел Григорий скинуть рубаху с разорванным в драке рукавом, как дверь крепко хлястнула и на пороге вновь тучей буревой укрепился Пантелей Прокофьевич.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней