Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫылӑх сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫылӑх (тĕпĕ: ҫылӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑсӗ тайӑлнӑ ун, турра ҫывӑхланнӑ, ҫавӑнпа та ҫавӑн пекскерне вӗлеретӗр пулсан, сире каҫарма ҫук пысӑк ҫылӑх пулать.

Умом он тронулся, к богу стал ближе, и вам великий грех будет, коли такого-то загубите.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Куккуна сывлӑх сунсан та, ҫылӑх пулас ҫук вӗт, э?

И поздороваться бы с дядей не грех, а?

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Халӗ ӗнтӗ чуп тума та ҫылӑх мар, — терӗ вӑл кулкаласа.

— Вот теперь не грех и поцеловаться, — посмеиваясь, проговорила она.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Халӗ ӗнтӗ чейпе чуна уҫӑлтарсан та ҫылӑх пулмӗччӗ.

— А теперь не грех бы и душу чайком отогреть.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Тен, эсӗ ӗлӗк мӗнле те пулин ҫылӑх тунӑ пуль — апла-тӑк кала, эпир усала манман ҫынсем мар, тавӑрмастпӑр!

— Может, у тебя грех какой в прошлом есть, так ты скажи, мы незлопамятны, мстить не будем!

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ху ҫине пысӑк ҫылӑх илетен, шӑл йӗрсе тӑма мар унта!

Грех великий примаешь, а зубы тут нечего скалить!

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унашкал ӗҫшӗн ҫылӑх каҫарттармасӑр та вилме пултаратӑн.

За такие дела умереть можешь без причастья.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫылӑх вӗсене илменни!

Грех у них не брать!

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кунашкал эрехе фельдмаршал сывлӑхӗшӗн ӗҫнӗшӗн ҫылӑх пулас ҫук.

Не грех такое за фельдмаршала выпить.

Генералсен генералӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Раҫҫей салтакӗсен ячӗпе кунашкал эрех ӗҫнӗшӗн ҫылӑх пулас ҫук.

Не грех за российского солдата такое винцо выпить.

Генералсен генералӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Пулнӑ ун ҫавнашкал ҫылӑх, кун пирки пурте илтнӗ эпир.

Был за ним такой грех, — слыхали мы все про это.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Унта санӑн та ҫылӑх сахалах мар, — хытӑрах каларӗ Кондратьев.

— Твоих там грехов тоже немало…

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн Дарья хӑйне чӑрсӑррӑн тыткаласа кулчӗ, сехри хӑпнӑ Пантелей Прокофьевич, хӑйма варринче тытнӑ кушак аҫи евӗр, шӑп та лӑп пӗр эрне шикленӳллӗн именсе ҫӳрерӗ; карчӑкне вӑл пулни-иртни ҫинчен шӑпӑрт та шарламарӗ, чиркӗве ҫылӑх каҫарттарма кайсан та, ҫав пӑтӑрмахлӑ ӗҫпе ун хыҫҫӑн хӑйӗн пуҫне пырса кӗнӗ ҫылӑхлӑ шухӑшӗсем ҫинчен Виссарион пупран пурне те пытарчӗ.

Дарья после торжествующе посмеивалась, а старик целую неделю ходил смущенный, растерянный, будто нашкодивший кот; старухе он не сказал о случившемся и даже на исповеди утаил от отца Виссариона и случай этот и греховные свои мысли после него.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Намӑс апла хӑтланма, ҫылӑх!

Совестно так-то и грех!

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Сан ҫулсенче, асатте, намӑс та, ҫылӑх та…

— В твои годы, дед, совестно и грех…

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Намӑс ӗнтӗ тата турӑ умӗнче те ҫылӑх, ҫапах та айӑпламастӑп эпӗ ӑна.

Хучь и страмно и перед Богом грех, а я не сужу.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ку ӗҫ темле ҫылӑх патне те илсе ҫитерме пултарать.

Тут дело могет до греха взыграть.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӳррипех калатӑп, кӑштах ҫылӑх пулать те-ха уншӑн, анчах асаттен кӑвакарнӑ пуҫӗ мӑшкӑлтӑк шывӗпе лапӑртанса пӗтнине курсан, чӑн та ӗнтӗ, кулӑшла пек туйӑнса кайрӗ.

Признаюсь, хоть оно и грешно немного, а, право, смешно показалось, когда седая голова деда вся была окунута в помои.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Эпир ӗнтӗ карчӑкпа ҫавӑн ҫинчен нумай калаҫрӑмӑр: вӑл сана хӑйӗн кӗрӳшӗ тума питӗ хавас; тата ҫылӑх чӑпти Григорьевич мӗн каласси паллӑ мар та-ха.

Мы уже насчет этого много переговорили с старухою: она очень рада видеть тебя своим зятем; еще неизвестно, правда, что скажет этот греходей Григорьевич.

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Ан тӗкӗн ман ҫумма, ҫылӑх чӑпти!

— Не прикасайся ко мне, неслыханный грешник!

VI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней