Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шута (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах вырӑссем Сӗве хулинчен тухиччен пурне те шута илнӗ ҫав: тутарсем хирӗҫ тӑрсан мӗн тумалла, Сююнбике кутӑнлашсан е чирлӗ пулсан мӗн каламалла, ӑна темиҫе кунтан тин парса яратпӑр тесен мӗн тавӑрса каламалла.

Помоги переводом

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс ҫавна шута ил.

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Элчӗ ҫавна шута илесшӗн мар.

Помоги переводом

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Руль умӗнче ларакансен хӑвӑртлӑх режимне, дистанцие шута илмелле.

Помоги переводом

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

Унӑн ӗҫне те, талӑкра тепӗр чухне виҫшер сехет кӑна ҫывӑрнине те никам та шута илмерӗ.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Приватизацие пӗтерейменнисен пысӑк хисепӗ, каламалла, унччен шута илнӗ куҫман пурлӑх объекчӗсен хуҫисене тупассипе тимленӗ май палӑрнӑ.

Помоги переводом

Кая хӑварма юрамасть // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11568-ka ... a-yuramast

Ҫак саманта шута илсе тата хамӑр салтаксен амуниципе тӗрлӗ оборудовани туянма кайнӑ тӑкакӗсене саплаштарас тӗллевпе тепӗр пулӑшу мерине йышӑннине пӗлтерчӗ тунтикун Чӑваш ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Помоги переводом

Мобилизациленнисем - тимлӗхрех // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11655-mo ... iml-khrekh

Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне республикӑра 4349 ҫын ӗҫсӗр пулнине шута илнӗ.

По состоянию на 12 декабря в республике зарегистрировано 4349 безработных.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра 4349 ҫын ӗҫ шырать // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33702.html

«ZOV Вурнары» ушкӑн, палӑртмалла, кашни япалана ҫар процесне шута хурса туянать.

Помоги переводом

Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli

Олег Николаевччен, шел те, апла марччӗ - пуҫлӑхсене вӗсем хӑш партирине кура, хӑйсен ҫыннисене, ҫывӑххине шута илсе уйӑрса лартатчӗҫ.

Помоги переводом

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Хевтесӗр ҫынсен нушине те шута илнӗ: пандуссем, ятарлӑ оборудовани вырнаҫтарнӑ.

Помоги переводом

Тӗплӗ юсав - аталану палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11797-t- ... lanu-palli

Ҫав шута Пишпӳлек районӗнчен тӑхӑр ял та кӗрет.

В это число входят девять деревень из Бижбулякского района.

Пушкӑртстанра "Урӑ ял" конкурс стартланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2022 ... an-3054043

2021 ҫулта фоторадарсем пулӑшнипе республикӑри ҫулсем ҫинче правилӑна пӑснӑ 1 005 850 тӗслӗхе шута илнӗ, ку вӑл 2020 ҫулхинчен 3,9 процент пысӑкрах.

В 2021 году с помощью фоторадаров на дорогах республики зарегистрировано 1 005 850 случаев нарушения правил, что на 3,9 процента больше, чем в 2020 году.

Ҫул ҫинчи фоторадарсен шутне ӳстересшӗн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33595.html

Ҫӗршыв влаҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, никам та вилмен, Дюзджере ҫуртсем ишӗлнине шута илнӗ.

Как сообщают власти страны, по предварительным данным, жертв нет, в Дюздже зафиксированы разрушения зданий.

Турцире те ҫӗр чӗтреннӗ: вилнисем ҫук, ҫуртсем кӑна ишӗлнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33530.html

Мӗншӗн вӗсене шута илмелле мар?

Помоги переводом

«Бомжик» тени чӑвашла «Маттуркка» пулать-и? // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

Ҫакна республикӑра пурӑнакансене шута илме ыйтаҫҫӗ.

Помоги переводом

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа мартӑн 3-мӗшӗ тӗлне республикӑри чӗрчунсем уртаракан чирпе асапланнӑ 20 тӗслӗхе - пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен чылай нумайрах - шута илнӗ.

Помоги переводом

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Вӑл, кукӑр мӑйлӑ илемлӗ ӑйӑрӗ ҫине утланса, хӑйӗн тулӑ пуссине пыра-пыра каятчӗ, вырнӑ суратсене шута илетчӗ пулмалла.

Помоги переводом

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫакна шута илсе Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ тӗле «АиФ» Европӑри тӗп хуласенче хатӗрленӗ репортажсен ярӑмне пичетлет.

В связи с этим к юбилею Победы «АиФ» открывает серию репортажей из европейских столиц,

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

- Патшалӑхпа муниципалитет влаҫӗн органӗсем продукци пахалӑхне шута илмесӗрех сӗт пухакансене «хӗстерсе» сутлӑх хака 2014 ҫулхи ҫуркуннехи-ҫуллахинчен ӳстерӗҫ тесе ан ӗмӗтленӗр - ун пек пулмӗ.

Помоги переводом

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней